Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хушӑран пулӑсем ҫав тери хӑвӑрттӑн ишсе иртеҫҫӗ те, вилӗ ама ҫийӗнче хӑмпӑланса хӑпаракан йӑлтӑркка ҫаврашка пулать.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
(Ӗҫсем граждан вӑрҫи ҫулӗсенче пулса иртеҫҫӗ.)
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
Хӑйханнӑ вӗҫен кайӑксем хыттӑн кӑшкӑрашса ачасем патӗнченех вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ, хушӑран ҫуначӗсемпе кӑшт ҫеҫ перӗнмеҫҫӗ вӗсем.Встревоженные птицы с яростными криками налетали на мальчиков, порой чуть не задевая их крыльями.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ачасем тӗлӗнчен шӑйлатса шӑркалчӑсем, шӗвӗр хӳреллӗ кӑвакалсем тата ытти вӗҫен кайӑксем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.Мимо мальчиков пролетали со свистом чирки, шилохвостки, сауки, крохали.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑйӗн урисем пӗринчен тепри аран иртеҫҫӗ.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тавыль пуҫӗнче шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса иртеҫҫӗ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шуратӑл хӑйӗн ҫӗрлехи шурӑ ҫӳхе витӗнкӗчне сирет, ун ҫийӗн шӗвӗ тӗтре пайӑркисем хуллен шуса иртеҫҫӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Юрлӑ ҫил-тӑман тӗтрелӗхӗнче, хура пӑнчӑсем пек, чавкасем вӗлтлетсе вӗҫсе иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑнти пуян ҫынсене юратмасть вӑл, лешсем те хӑйне юратманнине те пӗлет-ха, анчах паянхи кун унӑн чӗринчи туйӑмсем пӗлӗтсем евӗрлех, пӗр ҫӗрелле пӗрлешсе, хура тӑхлан тӗслӗ, тӗтреллӗ капланчӑк пулса, шӑвӑнса иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Халсӑрланса, анӑраса ҫитнӗскер вӑл, ҫурри ҫывӑрнӑ, ҫурри ҫывӑрман пек туять хӑйне: шухӑшӗсем унӑн пӗринчен-пӗри урлӑ-пирлӗ каҫса иртеҫҫӗ тата сасартӑках таҫталла, чунӑн тӗттӗм тарӑнӑшнелле путса анса каяҫҫӗ, унта вара ҫырлахайми ҫӑткӑн тунсӑх пытанса тӑрать, ҫавӑнтан ӗнтӗ, чун кӳтсе тарӑхни мӗнпур пек тымар-шӑнӑрсем тӑрӑх, йӳҫӗ наркӑмӑшла, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх чупса сарӑлать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тепӗр темиҫе минутран вӑл, Серафима Пушкарева патне кӗрсе пытанас шутпа, слобода урамӗпеле утса пырать, утнӑҫемӗн ҫакӑн пуҫӗнче кӳренӳллӗ те тарӑхса хирӗҫлекен шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫиҫсе иртеҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ — унӑн ҫынсенчен тарса пытанмалла иккен, Четыхер ун ҫийӗнчи ҫи-пуҫне ҫурса таткалама тата ӑна хӗнессипе хӑратма пултарать, Девушкинпа ҫыхланнишӗн унран кулса мӑшкӑллама тытӑнӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Обносково, Балымер салисенче, уездри тата ытти саласенчен килсе ҫӳрекен мӑн сухаллӑ вӑрман мужикӗсем, лӑпкӑ та ырӑ кӑмӑллӑ халӑх, кӑнтӑрла та пулин слобода витӗр лавсемпе иртме хӑраса тӑраҫҫӗ, ун витӗр тухмасӑр май килмен чухне вара, — виҫшерӗн, тӑватшарӑн пӗрле иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫулла хула ҫыннисем парк патне ҫитиччен кимӗпе ишсе пыраҫҫӗ е, ҫыран тӑрӑх вӗтлӗхсем витӗр пытанса ҫывхараҫҫӗ те, ҫырма енчен килсе тухаҫҫӗ, хӗлле вӗсем, пашлӑкӗсемпе чӗркенсе ларса е пичӗ-куҫӗсене кӗрӗк ҫухисем ӑшне пытарса, слобода урамӗ тӑрӑх унталла ҫунасемпе вӗҫтерсе иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫапӑҫусем, авӑ, ҫӳл енче, кунтан инҫех те мар пулса иртеҫҫӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫынсен колоннисем ҫаплах Мавзолей умӗпе иртеҫҫӗ…Людские колонны всё шли через Красную площадь мимо Мавзолея, всё шли…
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шӑппӑн иртеҫҫӗ ҫынсем.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Урамран урама, ним чӗнмесӗр тӑракан пин-пин ҫын хушшипе иртеҫҫӗ вӗсем Союзсен Ҫурчӗ еннелле.Из улицы в улицу медленным шагом сквозь тысячи безмолвных людей несли к Дому Союзов.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Питӗ вӑрах иртеҫҫӗ минутсем.
Виҫӗ сӗмсӗр пуля // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӑрахута вӑл тулама тытӑнать, мачта авӑна-авӑна илет, бортсен тулӗсем чӗриклетеҫҫӗ, хумсем палуба урлӑ сирпӗне-сирпӗне иртеҫҫӗ.Буря трепала «Святую Маргариту», обшивка бортов трещала, гнулась мачта, волны окатывали палубу.
Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӑнланмалла мар ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ пӳртре.
Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.