Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнчӗҫ (тĕпĕ: илтӗн) more information about the word form can be found here.
Халӑх хушшинчен унтан та кунтан янӑравсӑр кулӑпа чыхӑннӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Глухой задавленный хохот зазвучал в толпе.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑл татах тем каласшӑнччӗ, анчах крыльцара тӗпӗр-тӗпӗр чупкаланӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, тахӑшӗ ҫухӑрса ячӗ те, пӑшал сасси хыттӑн кӗрӗслетсе кайрӗ.

— Он еще что-то хотел сказать, но на крыльце громко затопали, кто-то крикнул, и звучно хлопнул одинокий выстрел.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Оська тем калама пуҫланӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк урамӑн леш енче хыттӑн кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Оська начал было что-то говорить, но в этот момент на противоположной стороне улицы послышались громкие крики.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Унтан майӗпен каланӑ сӑмахсем илтӗнчӗҫ:

Потом негромко прозвучали слова:

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ҫӳлте ура сассисем илтӗнчӗҫ, каллех пӑшӑлтатаҫҫӗ.

Наверху раздались шаги, и снова послышался шепот:

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Уйрӑмах вӗсем шурӑмпуҫ килнӗ тӗлелле вӑйлӑ илтӗнчӗҫ.

Особенно слышно было зорями.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлес тесе — хӑйӗн ҫинчен мар-и? — хӑлхине чанк тӑратрӗ, анчах ӑнланаймарӗ, ӑна сӑмах татӑкӗсем ҫеҫ илтӗнчӗҫ.

Напрягся до звона в ушах, желая узнать, о чем они говорят, — не о нем ли? — но не разобрал, донеслись какие-то обрывки слов.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Утсем юртӑпа чупрӗҫ, чӑпӑрккасем вӗлтлетме тапратрӗҫ, тӗрлӗ сасӑсем янӑра-янӑра илтӗнчӗҫ: «Ну, атя!», «Ну-у-у, шуйттан кӑваписем!», «Ут хытӑрах!»

Лошади пошли рысью, замелькали кнуты, послышалось разноголосое: «Но, поди!», «Но-о-о, чертовы сыны!», «Трогай!»

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юшкӑн ҫине чӗркуҫҫи таран кӗре-кӗре ларса, пӗр аллӑ чалӑш пек кайрӗҫ-и те, ҫакӑнта вара сылтӑм фланг енчен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ: «Хыҫа ӳкеҫҫӗ!» «Казаксем!», «Хупӑрларӗҫ!»

Прошли саженей пятьдесят, по колено увязая в иле, и вот тут-то с правого фланга покатилось по цепи: «Обходят!», «Казаки!», «Окружили!»

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан калаҫнӑ, лашана кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Оттуда послышались голоса, окрики на лошадь…

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӑвӑн урупах утса кӗрӗн тенӗччӗ сана, хуҫамӑр, халӗ ав ҫӗклесе кӗртрӗҫ, — аран-аран илтӗнчӗҫ вӑл темле кулнӑ пекрех сасӑпа пӑшӑлтатса пӗшӗкленӗ сӑмахсем.

— Думала, войдешь ты на своих ноженьках, хозяин наш, а тебя внесли, чуть слышались ее шепот и всхлипы, дико похожие на смех.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтӑн тата Усть-Мечетка патӗнче ҫапӑҫнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Потом слышно было, как около Усть-Мечетки шли бои.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ура сассисем ҫенӗкре илтӗнчӗҫ, алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ.

Шаги зазвучали в сенцах, скрипнула, отворившись, дверь.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Чӑтӑм пӗтрӗ, тӑванӑм!» — илтӗнчӗҫ Петрона уҫӑмсӑр мӑкӑртатса каланӑ сӑмахсем.

«Невтерпеж, братушка!» — слышались Петру невнятные слова.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Крыльца ҫинче ура сассисем кӗпӗртетсе илтӗнчӗҫ.

По крыльцу загромыхали шаги.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кулнӑ сасӑсем зал тӑрӑх ҫил ҫулҫӑсене чӑшӑлтаттарса вӗрнӗ пек шӑвӑнса иртрӗҫ; Подтелков ҫине вӗчӗрхенсе кӑшкӑрнисем илтӗнчӗҫ.

В зале ветровым шелестом пополз смех; раздались негодующие возгласы по адресу Подтелкова.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурте Петро ҫине пӑхса илчӗҫ, тӗрлӗ вырӑнтан сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Все посмотрели на Петра, и с разных мест послышались голоса.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрӑм тунасем нӑйӑлтатнӑ тата телефон инҫетре татти-сыпписӗр шӑнкӑртатнӑ сасӑсем витӗр генерал сӑмахӗсем сыпӑкӑн-сыпӑкӑн таткаланса илтӗнчӗҫ:

Сквозь комариное нытье и далекие звонки телефона из трубки сгустками падали слова генерала:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калиткерен такӑр сукмак тӑрӑх тухса каякан Степанӑн ура сассисем чӗриклетсе илтӗнчӗҫ.

По стежке, протоптанной к калитке, заскрипели шаги уходившего Степана.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Сасӑсем илтӗнчӗҫ», тет.

Голоса послышались, говорит.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed