Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен симӗс «ҫиттийӗ» шанса кайнӑ, «турилккесем» пӗрӗнсе ларнӑ, апат-ҫимӗҫне чӑхсем ҫисе янӑ, пуканесене витӗрех каҫхи сывлӑм ҫапнӑ.
Груша // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Йывӑҫ ҫулҫисене витӗрех хӗвел ҫути каснӑ пек туйӑнать.
V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Чан ҫапакан пӳлӗмӗн витӗрех курӑнакан чӳречи пӗрре хупланать, тепре уҫӑлать, унӑн ҫӳллӗ чӳречи пӗрре ҫуталать, тепре тӗксӗмленет; е ун витӗр пӗлӗт курӑнать, е темле мӗлкепе хупланать.
II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Эпир нумаях пулмасть йӗлтӗрпе вӑрмана кайрӑмӑр, унта вӑрман витӗрех тухрӑмӑр…
10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫӗр пӳрт патӗнчи йывӑҫ ҫинче шурӑ ҫаврашкасем ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсене витӗрех ҫӗмренсемпе пере-пере шӑтарнӑ.Около землянки на дереве висели белые кружочки, пробитые стрелами.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫав вӑхӑтра эпир витӗрех курӑнан ҫӳллӗ вӑрманран пӑрахса тухрӑмӑр, хамӑр шӑлтах тӗлӗнсе кайнипе пӗр сӑмах та чӗнместпӗр.Мы покинули призрачный и светозарный лес, немые от удивления, охваченные ужасом…
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак кукӑр-макӑр ҫавӑрӑнакан урлӑ-пирлӗ хӑвӑлсемпе пӳлӗннӗ лабиринтран ниепле те тухма май пулас ҫуккине эпӗ витӗрех куратӑп.
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тусем ҫинче пурӑнса хӑнӑхнипе вӑл шыв юхӑмне чул стена витӗрех сиснӗ, анчах вӑл ҫав темӗнрен те хаклӑ шыв тумламне те курайман, хӑйӗн типсе антӑхнӑ ӑшчикне те лӑплантарман.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ман питкуҫӑм ҫине пӑхсан, эпӗ темӗн пекех асапланни витӗрех курӑнса тӑнӑ пулас.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ах питӗ чее ҫын-ҫке ҫак пирӗн Корытов, эпӗ ӑна витӗрех куракан пултӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Европа витӗрех, тес пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сирӗн хӑвӑра витӗрех сывлӑшпа ҫаптарас, кашни клеткӑна уҫӑ сывлӑшпа ҫӑвас пулать.Нужно насквозь продуть себя, омыть каждую клетку свою свежим воздухом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӑрт ҫинчен ҫул ҫинелле енчен енне сулкаланса тенӗ пек тухакан пысӑк мар хыр вӑрманне хӗвел витӗрех ҫутатать, ҫавӑнпа та унти кашни йывӑҫах хӗвел лакӑмӗнче ларнӑ пек туйӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫапах та вӑл тутӑр витӗрех мӑкӑртатса пычӗ:
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Николай, хӑйӗн витӗрех курман куҫӗпе кулса илсе, шухӑшлӑн каларӗ:
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чӗркуҫҫи тӗлӗнче йӗм витӗрех йӗпеннӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шӑннӑ-ҫке эсӗ, витӗрех йӗпеннӗ…
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Кӑкӑрне витӗрех персе шӑтарса вӗлернӗ хыҫҫӑн сӗтел ҫинче выртнӑ Мишӑн сӑнӗ ҫак иккӗмӗш картин умӗнче ытла уҫҫӑнах курӑнми пулчӗ, ҫемҫелчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн урисем те йӗпенчӗҫ, йӗмӗ те витӗрех йӗпенчӗ; вара вӑл юр ҫийӗпе путмасӑр темиҫе утӑм кайсанах унӑн йӗпе тумтирӗ шӑнса ларчӗ, сивӗ ӑна шӑмӑсем патне ҫитичченех тиврӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсем вилӗм сиввӗн пӑхнине хӑйсен шӑмшакӗсем ҫинче туйнӑ, унӑн курӑнми куҫӗсем вӗсене витӗрех шӑтарнӑ, унӑн курӑнми тутисем сывлани шӑнтса лартнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.