Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирхине Аксинйӑн ҫӑмӑлланас умӗнхи асапсем пуҫланнӑ, кӑнтӑр тӗлне, ача ҫуралас умӗн пӗр сехет маларах, ура ҫинче ҫӳренӗ ҫӗртех кивӗ вите алӑкӗ умӗнче амӑшӗ вилсе выртнӑ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий вите умӗнче амӑшӗ ҫине ҫитсе тӑрӑнчӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий, ыйхӑпа ӗнтӗркенӗскер, вите патне сулланса ҫитрӗ, утне тӑкӑрлӑка ҫавӑтса кӑларчӗ.Разбитый сном, добрался Григорий до конюшни, вывел коня на проулок.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку вӑхӑтра урапа картиш патне ҫывхарса пычӗ, ватӑ лашасем, вите ҫывӑххине туйса, васкарах утма пуҫларӗҫ.В это время бричка подъехала к двору, и древние клячи ожили, чуя близкое стойло.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑнасем саланма пуҫларӗҫ, анчах килӗсене ҫитекеннисем сахал пулчӗҫ: нумайӑшӗ есаул патнех, анлӑ кил-хушшинех ҫӗр выртма юлчӗҫ, хуҫинчен ыйтмасӑр юлаканнисем тата нумайрах, хӑшӗ тенкел айне кӗрсе выртнӑ, хӑшӗ урайӗнче ҫывӑрать, тепри вите патӗнче, хӑйӗн учӗ тӑнӑ ҫӗрех выртса ҫывӑрнӑ: ӳсӗрпе ӑҫта ӳкнӗ козак, ҫавӑнта ҫывӑрать, пӗтӗм Киева илтӗнмелле харлаттарса ҫывӑрать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хворостянкин кантӑка пӳрнисемпе чанкӑртаттарнипе нимӗн те илтмерӗ, вите умӗнче ӗнтӗ Бородулин чупкаласа ҫӳрет, Никита кучер васкасах тачанкӑна лашасем кӳлнӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бородулин тухса кайсанах Хворостянкин чӳрече умне пырса тӑчӗ — кунтан тухса ҫӳремелли лашасем тӑракан вите курӑнать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан вара, туйине малалла ыткӑнтара-ыткӑнтара, вите патнелле хытӑ уксахласа утса кайрӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хул хушшине портфель хӗстернӗскер, вӑл вите алӑкӗ патӗнче чарӑнса тӑчӗ, Осип Михайловичӗ малалла тухрӗ, хӑйӗн куҫҫулӗнчен именсе тӑмарӗ вӑл, Ерофей Кузьмич ҫине пӑхса илчӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лаша ҫинчен сиксе ансан, Оленин пӑшалӗпе крыльцана ҫаклатрӗ, мелсӗр хускану турӗ те вите еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, анчах унта никам та курӑнмарӗ, пӗр тикӗс сӗт сунӑ сасӑсем ҫеҫ илтӗнчӗҫ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Чей хатӗр-и, Ванюша?» хавассӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, вите алӑкӗ ҫине пӑхмасӑр; илемлӗ лаша, тӳрех хӳме урлӑ сиксе каҫма хатӗрскер, чӑмӑртанса, чӗлпӗрне яма ыйтса тата кашни мускулӗпе чӗтресе, килкартинчи хытнӑ тӑм ҫинче ташласа утса пычӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӗтресе те йӗпе тумтирпе чӗркенсе, Егорушка пылчӑклӑ картишне иртрӗ, шӑплӑхра итлесе пӑхрӗ: унӑн куҫӗ умне хӑмӑш алӑклӑ пӗчӗк вите тӗл пулчӗ, алӑкӗ ҫурри уҫӑлса тӑрать.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Огнянов выртнӑ ҫӗртен тӑчӗ те, алӑкран кил хушшине кӗрсе, вите ҫумне тӗртсе лартнӑ пӗчӗк ҫурт чӳречи патне пырса, кам та пулин ӑнсӑртран тулалла тухмӗ-ши тесе лупас айӗнче кӗтсе тӑра пуҫларӗ.
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эх, мӗскӗн, тарса та кайнӑ пуль, — мӑкӑртатрӗ Марко, вите алӑкне питӗрменнине асне илсе.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хапхана тепӗр хут шакканине пӑхмасӑрах вӑл вите патнелле чупрӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко хӑй хыҫҫӑн вите алӑкне хупса тухрӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӑх-чӗп аслӑкӗпе вите хушшинчи тӗттӗм кӗтесре Маркона пӗр ҫын тӑнӑ пек туйӑнчӗ, тӗттӗм ҫӗрте ҫынах иккенне уйӑрса илме те кансӗр, ҫинчен тата Марко картишӗнче хунар ҫутнӑ ҫӗрте ларатчӗ, тӗттӗмре ӑна чипер курӑнми те пулчӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Правленин кӑтрашка курӑкпа витӗннӗ картишӗ пушахчӗ, вите патӗнче ҫеҫ кӳршӗ чӑххисем тислӗк ҫинче юлхавлӑн чаваланатчӗҫ те сарай аслӑкӗ айӗнче темшӗн Трофим ят панӑ качака таки ват енне тайӑлнине пула тарӑн шухӑша кайса тӑратчӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл сасартӑк пӑрӑнчӗ, кайри урисемпе ҫӗре чавтарса илчӗ, хӑрт-харт тукаласа, чарисенчен вӗри ҫӗр ҫине шап-шурӑ кӑпӑк татӑккисем ӳкере-ӳкере, картиш йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ, вите алӑкӗ умӗнче тӑпах чарӑнчӗ, хӑма сарӑмне шӑршлакаласа пӑхрӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл выльӑх картисене ӑшӑ тӑвасшӑн тӑрӑшать, ҫӗнӗрен пысӑк вите тума тытӑнчӗ, пӗрлештернӗ кӗлетсене куҫарса лартас ӗҫе тата колхоз валли ҫӗнӗ кӗлет тӑвас ӗҫе те ертсе пычӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959