Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Хӗрарӑм шыв кӑкшӑмне лартса хӑварнӑ та, хулана кайса, ҫынсене ҫапла калать: 29. пӗр Ҫын мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха — Христос мар-ши Вӑл? тет.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӗрарӑм калать Ӑна: эпӗ Христос теекен Мессия килессе пӗлетӗп; килсессӗн Вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерӗ пире, тет.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпӗ хам ҫинчен: «эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ» тенине эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр.28. Вы сами мне свидетели в том, что я сказал: не я Христос, но я послан пред Ним.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӑл тӳрех хӑйӗн пиччӗшне Симона шыраса тупать те калать ӑна: эпир Мессийӑна (ку вӑл Христос тени пулать) тупрӑмӑр, тет.41. Он первый находит брата своего Симона и говорит ему: мы нашли Мессию, что значит: Христос;
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ; 25. вӗсем унран тата ыйтнӑ: эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан мӗншӗн шыва кӗртетӗн? тенӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ Иоанн каласа кӑтартни: иудейсем Иерусалимран священниксемпе левитсем ярса Иоанран: эсӗ кам? тесе ыйтсассӑн, 20. вӑл тӳррӗнех, пӗр пытармасӑр калать: эпӗ Христос мар, тет.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унӑн тулли тивлетне пула эпир пурсӑмӑр та ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр; 17. саккуна Моисей урлӑ панӑ, тивлетпе чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ — сана тата Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан тӑванусене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ.я сослужитель тебе и братьям твоим, имеющим свидетельство Иисусово;
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗлен ӗнтӗ арӑма ҫилленсе талӑрсах ҫитрӗ; вара ҫав арӑмӑн ытти ачисемпе — Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе, Иисус Христос вӗрентнине уяса тӑракансемпе — ҫапӑҫма кайрӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ, сирӗн Иоанн тӑванӑр, Иисуспа пӗрлескер, сирӗнпе пӗрле Патшалӑхшӑн, Иисус Христосшӑн пӗтӗм хӗн-хура тӳснӗскер, Патмос теекен утрав ҫинче пултӑм — мана унта Турӑ Сӑмахӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗшӗн ячӗҫ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус Христос вара ҫавна Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ; 2. Иоанн ӗнтӗ Турӑ сӑмахне, Иисус Христос пӗлтернине, хӑй мӗн курнине каласа панӑ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ — 21. сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр!
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫав-ҫавах.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; 25. ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; 26. Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй тӑвансем, ҫапла ӗнтӗ Иисус Христос Юнӗ урлӑ пирӗн ҫӗнӗ ҫулпа, чӗрӗлӗх ҫулӗпе сӑваплӑ вырӑна кӗме шанчӑк пур; 20. ҫав ҫӗнӗ ҫула пире Иисус чаршав урлӑ — Хӑйӗн Ӳчӗ урлӑ — уҫса панӑ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав ирӗке пурӑнӑҫланипе эпир Иисус Христос Хӑй ӳтне пӗр хут парнене кӳнипе тасалнӑ.10. По сей-то воле освящены мы единократным принесением тела Иисуса Христа.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн. 6. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар. 7. Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Этеме пӗрре анчах вилмелле тунӑ, унтан вара — сут; 28. ҫавӑн пекех Христос та, нумайӑшӗн ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илмешкӗн, Хӑйне Хӑй парнене пӗрре кӳнӗ; иккӗмӗш хутӗнче Вӑл ҫылӑхран тасатма мар, Хӑйне кӗтсе тӑракансене ҫӑлмашкӑн килӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен; 26. апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.