Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ну ҫылӑхсӑр та иккен эсӗ, Василий Петрович, сӑмах ҫинех ҫитрӗн, халӗ кӑна эпир хӗрсемпе сана шӗкӗлчеме пуҫланӑччӗ-ха, — хӗрсем еннелле пӑхса, сулахай куҫне мӑч хупса илчӗ Зоя.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑрманпа ял хушшинче, ҫултан сулахай енче, колхозӑн чӑх-чӗп ферми вырнаҫнӑ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Марине чӑхха сылтӑм енчен, сулахай енчен, кӑкӑрӗнчен чышрӗ, лешӗн кашни тӗкӗ вирелле ҫӗкленчӗ.
Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.
Сулахай аллипе вӑл куҫлӑхне хыврӗ, вӗренекенсем вара мастерӑн вӑйсӑр куҫӗсем куҫҫульпе тулнине курчӗҫ.Неверной рукой снял он очки, и ученики удивленно увидели, что близорукие глаза мастера полны слез.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Эх, мастер! — йӗрӗнсе каларӗ вӑл Цэрнэне, каллех хӑйӗн сулахай куҫӗ ҫумне монокль кантӑкне тытса.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах ҫав самантрах сасартӑк темӗнле ҫӗлен пырса сӑхнӑ пек, клиент реклама тытнӑ аллине усрӗ, тепӗр аллипе сулахай куҫӗ ҫинчи монокле майлаштарчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Румыни генералӗсем бинокль витӗр пӑхса Днестр шывӗн сулахай ҫыранне тӗпчерӗҫ, карттӑсем ҫине артиллери валли малтанах вырӑнсем палӑртса хучӗҫ: Кошница, Каменка, Тирасполь…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ун пек тусан, сулахай енчен килекен тепӗр машина сана хыҫалтан ҫапса ӳкерме пултарать, — пикенсех ӑс парать милиционер.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Вӑл сулахай аллине мӑйран ҫакнӑ, ҫине кивӗ шинель уртнӑ; хӑй ырхан, сывлӑхӗ чаплах мар пулас; кӑвак куҫӗсенче ӗшенчӗклӗх, хурлӑх, ӗмӗт татӑлни палӑрать.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫтук хура ҫӳҫне сулахай енчен тӳп-тӳрӗ уҫса сылтӑмалла тураса хунӑ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Сулахай ура ҫине малтан пусрӑм пулас, мӗн тӑнӑранпа кӳренмелли тупӑнсах пырать.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ, совет офицерӗ, «гражданкӑра» пурӑнма хатӗрленмен ҫын пулса тӑтӑм… йывӑр ӗҫ ӗҫлейместӗп: сулахай аллӑм, авӑ, чавсара хуҫланмасть, снаряд ванчӑкӗ ҫӗмӗрсе кайрӗ…
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пассажирсенчен пӗри те аманман, анчах пилот хӑйӗн сулахай чӗркуҫҫи икерчине ҫӗмӗрнӗ…
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сулахай алне парать, сылтӑммин ал лаппи ҫук.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Унӑн чӗрҫине витнӗ алшӑллийӗ ҫӗре ӳкет, сулахай аллипе вӑл тап-таса хырнӑ пуҫне сӑтӑркалать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Кӑкӑрӑн сылтӑм енче гварди значокӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, сулахай енче икӗ Мухтав орденӗпе виҫӗ медаль.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Сулахай аллинче Николай Иванович ылтӑн сулӑ асӑрхарӗ, вара сасартӑках ҫӳҫенсе илчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ямшӑк вырӑнне тимӗрҫӗн ывӑлӗ — вунтӑватӑ ҫулхи Васлав вырнаҫнӑ, ун ҫумӗнче Трахвин купӑсҫӑ лаша хӳри енне сулахай аякӗпе ҫаврӑнса ларнӑ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Сулахай алли кӗлетки тӑрӑх усӑнса аннӑ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Ури утакан пулчӗ ун, сулахай алли типсе, хӑрса пычӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.