Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Питне (тĕпĕ: пит) more information about the word form can be found here.
Мӗн кӗҫӗнрен ӳстертӗм Питне пӑхса савӑнма.

Help to translate

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Help to translate

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӗвел анса ларсӑнах Питне ҫӑвать, шӑлӑнать, Вӑййа тухма шӳлкеме Кӑкӑрӗ ҫине ҫакать, Шӑнкӑр-шӑнкӑр теветне Хулпуҫҫи урлӑ ярать, Хӗрлӗ пурҫӑн тутӑрне Хӗрле ҫавӑрса ҫыхать.

Help to translate

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Питне аллисемпе хуплать…

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл унӑн куштӑркаса тӗксӗмленнӗ питне хӗрлӗ тӗс парса илемлетрӗ, сарӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе савӑшса вылярӗ, унтан, ҫӳлӗрен-ҫӳлӗ хӑпарса, йывӑҫ тӑррисене улӑхса ҫитрӗ те сарӑхнӑ ҫулҫӑсем ҫинче пӗр авӑк сиккелесе ташларӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан шавлӑ калаҫӑва кулкаласа ҫеҫ итлет, хӑй алтутрипе вӗҫӗмсӗр питне шӑлать.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑмач пек хӗрелсе кайнӑ Укахви каччӑн мӑйран ҫакса янӑ питшӑллине алла илчӗ, ун тарланӑ питне тирпейлӗ шӑлчӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл мӗнле педаль ҫине пусрӗ-тӗр, трактора мӗнле чарма пултарчӗ-тӗр — ӑна нимӗн те астумарӗ, хура питне кӗпе ҫаннипе шӑлса илсе, ҫӗрелле сикрӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман тухса кайма кӑна мар, питне ҫума та ӗлкӗрейменччӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадирпа юнашар Кӑтра Михала куҫне хӗскелесе, тутисене вӑрттӑн кулнӑ чухнехи пек пӗркелесе тӑнине курсан, Карачӑм хӑйӗн питне вӗри юн пӗҫертнине туйрӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун тулли питне хӗрлӗ сӑн тапса тухрӗ, куҫӗнче вут ялкӑшрӗ, анчах хӗрарӑм хӑйне часах алла илчӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чечекпи питне ҫуса тасатрӗҫ, чӑрмаласа пӗтернӗ вырӑнсене услам ҫу сӗрчӗҫ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас сӑмах чӗнес вырӑнне юнланнӑ питне ҫеҫ шӑлкаларӗ.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ питне ҫуман пулӗ паян.

Help to translate

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шурӑ ҫар ҫынни йӗнер ҫинчен анчӗ, питне хупланӑ шурӑ пӗркенчӗкне хыврӗ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сулахай ҫаннипе тутар ҫарпуҫӗ питне сӑтӑрса тасатрӗ те: «Урагш!» — тесе кӑшкӑрса вӗҫтерчӗ шурӑ ҫар ҫынни хыҫҫӑн.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Питне уҫрӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сукмак ҫине, тӗттӗм чӑтлӑхран, питне шурӑ пирпе хупланӑ хурал ҫар пики тухрӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑнтӑрла вӗри хӗвел, курӑка ҫунтараканскер, Шывпикин тутисене ҫуртарса, питне хуратса ячӗ.

Help to translate

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗншӗн тесен вӗсен питне шурӑ пӗркенчӗксем хупласа тӑратчӗҫ.

Help to translate

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed