Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимрен (тĕпĕ: ним) more information about the word form can be found here.
Пуринчен ытла ҫынсем унӑн куҫӗнчен хӑранӑ, — пӗчӗк те ҫивӗчскер, вӑл ҫынна хурҫӑ пӑра пекех шӑтарнӑ, вара ҫав куҫпа тӗл пулакан хӑй умӗнче нимрен хӑраман, ним хӗрхенмесӗр хӗнеме пултаракан тискер вӑйлӑ ҫын тӑнине туйнӑ.

Особенно боялись его глаз, — маленькие, острые, они сверлили людей, точно стальные буравчики, и каждый, кто встречался с их взглядом, чувствовал перед собой дикую силу, недоступную страху, готовую бить беспощадно.

II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Ну, — тет арҫын ача, — халӗ санӑн нимрен те хӑрама кирлӗ мар, ӑна тытнӑ-ҫке-ха.

— Ну, — говорит мальчишка, — тебе больше нечего бояться, раз его поймали.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пирӗн шульӑксем халӗ нимрен те хӑрамалли ҫук тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем каллех хуласенчи халӑха улталама тытӑнчӗҫ.

Наши жулики решили, что теперь им нечего бояться, и опять принялись околпачивать народ в городах.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫак мӗнпур кайӑксен тӗнчи ырӑ канлӗхне хавхаланать, кунти ҫынсене вӑрҫӑ хӑваласа янӑ хыҫҫӑн вӗсем нимрен хӑрасси те ҫук.

Весь этот пернатый мирок наслаждался покоем и безопасностью, которые воцарились здесь после того, как война изгнала отсюда людей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӗсем вилнех иккенне нимрен те курма ҫук вӗт.

— Ведь нет прямых доказательств их смерти.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британин» йӗрри те ҫук кунта, ҫавӑн пекех «Дункан» килсе кайни те нимрен те палӑрмасть.

Ни «Британия», ни «Дункан» не оставили здесь никакая следов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак капкӑнран ыррӑн тухса кайсан, Мюльредин нимрен хӑрасси те пулмасть.

Но, благополучно миновав эту заставу, Мюльреди мог уже ничего не опасаться.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӳрех каламалла, ҫул ҫине кайма хастарлӑ ҫын суйланчӗ: Мюльреди маттур этем, ӑслӑ, хӑватлӑ, нимрен те аптӑраса ӳкмест, ывӑнма пӗлмест.

Надо признаться, что случай выбрал действительно удачного гонца: Мюльреди был храбр, силён, умён, находчив и неутомим.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах бумерангӑн нимрен тытӑнса тӑмалли те ҫук; ҫӗре перӗнмест вӑл, ҫапах та вӗҫсе пынӑ ҫӗртех тепӗр май ҫавӑрӑнса каять.

Но у бумеранга нет никакой точки опоры, он не касается земли и всё же меняет направление полета.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Иккӗшӗ те вӗсем ҫын ҫӳремен ҫулсем, иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен нимрен те кая мар.

Обе эти дороги пустынны, и одна стоит другой.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫапах та Австрали ҫӗрӗ ҫинче, — терӗ Паганель, — мӗне те пулин кӗтсе ӗҫе нимрен те хӑрамасӑр тытӑнакан аскӑннӑ ылтӑн шыравҫисен йӑхӗ ҫуралнӑ тесе шухӑшлама ҫук.

— Не следует думать, однако, — сказал Паганель, — что на австралийской земле перевелась порода азартных золотоискателей, занимающихся поисками золота за свой страх и риск.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Кӑнтӑр Австралинче ҫулҫӳренӗ чухне нимрен те хӑрамалли ҫук вет? — терӗ хирӗҫлесе Гленарван.

— Но ведь путешествие по Южной Австралии совершенно безопасно? — возразил Гленарван.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эйре тата Лейхард ҫинчен асӑнса илетӗп, вӗсем Австрали тӑрӑх 1840-1841 ҫулсенче ҫӳренӗ; Шгурт 1845 ҫулта ӑна иккӗмӗш хут ҫитсе курнӑ: Грегори тӑванӗсемпе Гельпиан Хӗвеланӑҫ Австралинче 1846 ҫулта пулнӑ; 1848 ҫулта Геннеди Ҫурҫӗр Австралинчи Виктори шывӗн тӑрӑхӗнче шыравсем туса ирттернӗ; Грегорин 1852 ҫулти, Аустинӑн 1854 ҫулти ҫулҫӳревҫисене шута илӗпӗр; 1855 ҫулта татах Грегори тӑванӗсем килсе континентӑн ҫурҫӗрӗпе хӗвеланӑҫ хушшинчи ҫӗрне 1858 ҫулччен тӗпчесе ҫӳренӗ; Бебедже Торрес кӳллинчен пуҫласа Эйра кӳллине ҫитнӗ, юлашкинчен, Австралин летопиҫӗсенче чапа тухнӑ Стюарт, нимрен хӑрамасӑр, континента виҫӗ хутчен каҫнӑ.

Упомяну об Эйре и Лейхарде, которые странствовали по Австралии в 1840 и 1841 годах; о Штурте, вторично посетившем её в 1845 году; о братьях Грегори и Гельпмане, путешествовавших по Западной Австралии в 1846 году; о Кеннеди, исследователе реки Виктории в Северной Австралии в 1848 году; о путешествии Грегори в 1852 году, Аустина в 1854 году; снова братьев Грегори с 1855 по 1858 год — они обследовали северо-запад континента; о Бебедже, прошедшем от озера Торреса до озера Эйра, и, наконец, о прославленном в австралийских летописях Стюарте, трижды отважно пересекшем континент.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Виҫӗ ҫул иртсен, нимрен те хӑраман моряк «Приключенипе» «Решени» судносенчен тӑракан экспедицин командирӗ пулса тӑрать; вӑл хушнипе Фюрно капитан «Приключени» ҫине ларса Ван-Димен ҫӗрне кайса курнӑ та, ҫав ҫӗре вӑл каялла килсе Ҫӗнӗ Голландин пайӗ пуль тесе, хӑйӗн шухӑшне каласа кӑтартнӑ.

Три года спустя отважный моряк командовал уже экспедицией из двух судов — «Приключение» и «Решение»; по его приказанию, капитан Фюрно на «Приключении» отправился исследовать землю Ван-Димена и, вернувшись, высказал предположение, что это часть Новой Голландии.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сӑртсем те, ҫырмасем те нимрен хӑрама пӗлмен ҫулҫӳревҫӗсене маршрутран айкккинелле пӑртарма пултараймарӗҫ.

Ни горы, ни реки не могли заставить неустрашимых путешественников уклониться от маршрута.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халӗ юлташсем патне кайӑпӑр та, вӗсене пончосемпе лайӑхрах пӗркенсе выртма хушӑпӑр, нимрен те ытларах чӑтӑмлӑха хытарма сӗнӗпӗр.

 — Вернёмся к нашим друзьям и посоветуем им завернуться потуже в пончо, а главное, запастись терпением!

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ пирӗн нимрен хӑрасси те ҫук.

Сейчас мы в полной безопасности.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑ ӗнтӗ командовани ҫав териех чунсӑр пулнине, е вӗсен нимрен те хӑрамалла маррине кӑтартать.

Что свидетельствовало либо о большой беспечности командования его, либо о полной безопасности.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак нимрен хӑраман ҫынсем вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе сцена ҫинче пуҫа ҫавӑрмалли япаласем кӑтартма хатӗрленекен акробатсен труппине астутараҫҫӗ.

Эти бесстрашные люди временами напоминали труппу акробатов, репетирующих головоломные трюки перед выступлением.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пирӗн аттемӗре ҫӑлас тесе эсир нимрен те шикленмесӗр, темӗнле хӑрушӑлӑх умӗнче те чарӑнса тӑманшӑн пирӗн мӗнле тав тумалла сире?

— Как нам отблагодарить вас за готовность подвергнуться стольким опасностям ради спасения нашего отца?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed