Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пулӗ те, эпир пулмӑпӑр, — шӳтлерӗ манӑн кӳршӗ старик, наркомат плановикӗ, пӗтӗм ҫул тӑршшӗпех Гитлера тата ыттисене те ылханса пыраканскер… — хӑйне Наполеон вырӑнне хурасшӑн мӗскӗн! — тарӑхать старик, хӑйӗн патронсӑр винтовкине хулпуҫҫийӗ ҫине лайӑхрах вырнаҫтарнӑ май.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл губернатор, лорд Наполеон пурӑнакан вырӑн.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унти гарнизон 1821 ҫулччен пурӑннӑ, Наполеон вилсен, ӑна каллех Добрая Надежда сӑмсахӗ ҫине куҫарнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл, пӗтӗмпех телейлӗ те ырӑ сӑнлӑскер, хӑйне шиклентернӗ Наполеон политики тата Итали ыйтӑвӗ пӑтранса кайни ҫинчен калаҫрӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Ӗлӗк чухне, Наполеон вӑхӑтӗнчех ак, аван пулнӑ вӑрҫӑ вӑрҫма!
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Область масштабӗнчи Наполеон…
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавна кура республикӑн вӑхӑтлӑх правителӗ, шыҫмак питӗнчи тачка ӳтне ҫав кунсенче самай хухтарма ӗлкӗрнӗскер; тӳмеллӗ атӑ кунчинчи ура хырӑмӗсене Наполеон пек вылянтарса, правительствӑн черетле ларӑвӗнче ҫӗршывра «политика тӗлӗшӗнчен ҫирӗп лару-тӑру» туса хуни ҫинчен пӗлтерсе хурать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах эпӗ шутлатӑп: Гитлер Смоленска килнипе, хӑй ӗмӗтленсен те, Наполеон пулаймасть…Но я считаю, что с приходом в Смоленск Гитлер, даже если он и захочет, Наполеоном стать не сможет…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Наполеон ҫарӗ пӗр ҫулпа пынӑ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах та акӑ, тӗслӗхрен, Ҫурҫӗр Америкӑри вӑрҫӑ е тата акӑ Италие хӑтарни, Наполеон чухнехине илес-тӗк — гверильяссем… унтан вара революци вӑхӑтӗнчи шуансем…
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Дмитрий Сергеич, ман сиртен ыйтса пӗлес килет: кунчченхи Франци королӗн ашшӗ, — ун вырӑнне хальхи Наполеон ларнӑ, — папа тӗнне ӗненме хушнӑ-и?
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Тӗн ҫинчен, Людвиг сочиненийӗ» — Вунтӑваттӑмӗш Людовик сочиненийӗ, Марья Алексевна, XIV Людовикӑн, вӑл, Марья Алексевна, Франци королӗ пулнӑ, хальхи Наполеон ун ывӑлӗн вырӑнне ларнӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шаррасӑн «1815 ҫ. кампанин историне» вуласа пӑхӑр-ха — епле ӑста, епле тӑрӑшса улталанӑ Наполеон хӑйне, — кӑмӑл ҫемҫелсе каять вӗт!
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
1 Наполеон епле чее пулнӑ пулин те, — вӗсенчен иккӗшӗнчен чылай чеерех, тата ҫавӑн пек чее пулнипе пӗрлех ун генилле ӑс-тӑн пулнӑ теҫҫӗ, — хӑйне чаплӑн, улталаса Эльба патне ҫитнӗ, ӑна унпа ҫеҫ сахал пек туйӑннӑ, инҫетерех каясси килнӗ, вара вӑл, хӑйне ултала-ултала, Св. Елена ҫине ҫитме ӗлкӗрнӗ!
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ватерлоо патӗнче ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн Наполеонпа та ҫакӑн пек ӗҫех пулса иртнӗ — ун чухне маршал Груши Павел Константиныч пек айван пулнӑ, Лафайет вара Верочка пек ҫӗмӗрӗлме пуҫланӑ: Наполеон та ҫапӑҫнӑ, ҫапӑҫнӑ, ҫав тери чаплӑ ҫӗнтерӳсем тунӑ, — ҫапах та нимӗнсӗр тӑрса юлнӑ, аллипе сулса; мана нимӗн те кирлӗ мар, кам мӗн тӑвас килет, ҫавна тутӑр — хӑйне те, мана та, теме ҫеҫ пултарнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр чухне Обломов хӑйне никам ҫӗнтерейми темле ҫарпуҫӗ вырӑнне шутлама юратать; ҫав ҫарпуҫӗ умӗнче Наполеон ҫеҫ мар, Еруслан Лазаревич та ниме тӑмасть; вӑл вӑрҫӑ тата ун сӑлтавне шухӑшласа кӑларать: унӑн, тӗслӗхрен, Африкӑри халӑх Европӑна капланса килет, е вӑл ҫӗнӗрен хӗрес похочӗсем тӑвать те вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнать, халӑхсен шӑпине татса парать, хуласене аркатать, ҫынсене каҫарать, асаплантарса вӗлерет, ырӑ кӑмӑллӑ паттӑрла ӗҫсем тӑвать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпир улпут та мар, Наполеон та мар.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Авал ҫак тӗлтен Наполеон ҫарӗ Мускавалла иртнӗ…Когда-то по этой дороге двигалась на Москву армия Наполеона…
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Авал Наполеон ҫарне никам ҫӗнтерейми тесе шутланӑ, анчах ӑна ҫапса аркатнӑ…
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Уроксене тытсан та, ӗҫлес вырӑнне, аппаланса ларатӑн: е умри тетрадь ҫине Наполеон кӗлеткисене е гусар киверӗсене ӳкеретӗн.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950