Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) more information about the word form can be found here.
Кӗрхи кунсенче пуш вӑхӑт нумай, хӗрсемпе каҫсерен ҫӳреме те ансат темелле, шухӑш-кӑмӑлсем те тӑрӑрах ӑстӑнлӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗрхи кунсенче, гимназисенче занятисем пуҫланнӑ вӑхӑтра, Воскресенки урампа хӗрсемпе мӑшӑрӑн утса ҫӳрени пит килӗшнӗ офицерсене.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗрхи тӗтреллӗ кунсем вырӑнне ҫуркуннехи ҫутӑ кунсем килчӗҫ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сентябрӗн кӗрхи кунӗсенче Воскресенски вулӑсӗнчи Шӗнерпуҫӗнче яланах вӑйлӑ уяв — чиркӳ праҫникӗ пулса иртет.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юрату ҫурхи кунсенче вӑранать теҫҫӗ, анчах ку икӗ ҫамрӑк учительсемшӗн кӗрхи кунсем те ҫурхи каҫсем пекех туйӑнчӗҫ: вӗсем хӗрӳллӗн пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унта каллех тӑкак: пӗчӗк пӳрт туса лартнипех ҫырлахас ҫук — Паймук йӑх-тӗпӗ чул ҫуртра пурӑнма тивӗҫ, хӑмла сарайӗ те икӗ хутлӑ пулма кирлӗ, килкартишне те чул сарас пулать: кӗрхи кунсенче чуста ҫӑрнӑ пек лачӑртаттарни ҫамрӑк хуҫана килӗшмӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗтел тавра пуҫтарӑннисем, хайхи, кӗрхи ҫил уланӑ пекех, харӑс «у-у-у!» тесе илчӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗрхи кунсенче килнӗ тавара усрама шӑналӑксем те ҫитес ҫук, складсенче те усрама вырӑн ҫитмест.

Help to translate

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халиччен Эльгеев патӗнче кӗрхи каҫсенче кашни вырсарникун, хӑй ҫути ҫутсан, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлме, хаҫат вуланине итлеме ҫынсем пуҫтарӑнкаланӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗрхи каҫсенче ытла та кичем килте ларма.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр енчен — хурӑнлӑ ҫулпа утма та илемлӗ, тепӗр енчен — пӗр уйӑх хушши чӗрӗ сывлӑшра ӳсӗрсе пурӑннӑ хыҫҫӑн кӗрхи хӗвел ҫутипе те пулсан савӑнас килнӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малтанхи кӗнекинчи событисем хронологи тӗлӗшӗнчен XX ӗмӗрӗн пуҫламӑш ҫулӗсенче тапранаҫҫӗ те 1917 ҫулхи кӗрхи кунсемпе вӗҫленеҫҫӗ.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Йывӑр, нӳрлӗ сывлӑш, кӗрхи ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ӳкнӗ вулӑсен ҫӗрӗк шӑрши сывлама хытӑ кансӗрлеҫҫӗ.

Спертый и сырой воздух, с сильным запахом гниющих стволов, время от времени падающих сюда после осенних бурь, раздражал дыхание.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла Кӗрхи сӑраран пуҫласа виҫӗ уйӑх ӗнепе сурӑхсене пӑявпа улӑм йӑтса тӑрантармаллаччӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Кӗрхи сӑра уявӗ тӗлӗнче кӗтӳ кайма пӑрахсанах выльӑхсене килтен ҫитерме тытӑнмалла вӗт.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ман умра кӗрхи кӗске кунсем хӑвӑрт вӗлтлетсе иртеҫҫӗ, вӗсем васкавлӑ поезд ҫулӗ ҫинчи хунар ҫутисемпе ялтӑртатакан халиччен нихӑҫан курман станцисем пек каялла юлаҫҫӗ.

Короткие осенние дни замелькали передо мною, как никогда не виданные станции, сверкающие огнями на пути скорого поезда.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӗрхи вӑрӑм ҫӗрсене эпӗ хамӑр килте, е Тимка Штукин патӗнче унӑн кайӑкӗсен хушшинче ирттереттӗм.

Длинные осенние вечера я проводил у себя дома или у Тимки Штукина среди его птиц.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Районӗпе илсен, кӗрхи культурӑсен мӗнпур лаптӑкӗ 6912 гектарпа танлашать, ҫав шутра кӗрхи тулӑ — 6377 гектар, кӗрхи ыраш — 521 гектар.

В целом по району общая площадь озимых культур составляет 6912 гектаров, в том числе озимая пшеница — 6377 гектаров, озимая рожь — 521 гектар.

Вӑрнар районӗнче ҫурхи ӗҫсене пуҫланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31553.html

Унта «Мураты» хуҫалӑх тата «Санары» агрофирма кӗрхи культурӑсене апатлантарма тытӑннӑ.

Хозяйство «Мураты» и агрофирма «Санары» начали работу по подкормке озимых культур.

Вӑрнар районӗнче ҫурхи ӗҫсене пуҫланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31553.html

«Ҫуркунне» ятлӑ ӳкерчӗкре пылчӑк ҫӑрӑлакан ҫулпа кӗрхи вӑрман сӑнланнӑ; «Ҫуллара» — юр кӗрчӗсен хушшинчи пӳрт; «Кӗркунне» ҫу уйӑхӗнчи ҫаран ҫинче ташлакан чечек пуҫ кӑшӑлӗллӗ ҫамрӑк хӗрарӑмсен кӳлеписемпе аптӑратать; тӑваттӑмӗшӗ — «Хӗлле» — вӗчӗрхенчӗк ҫынна чӑнлӑхпа ӑн хутшӑнӑвӗсем пирки шухӑшламашкӑн хистетех-тӗр, мӗншӗн тесен ҫак сӑнарлавра шӑрӑх кун тара ӳкнӗ мӑнтӑр ҫынна ӳкернӗ.

Картина, называвшаяся «Весна», изображала осенний лес с грязной дорогой; картина «Лето» — хижину среди снежных сугробов; «Осень» озадачивала фигурами молодых женщин в венках, танцующих на майском лугу; четвертая — «Зима» — могла заставить нервного человека задуматься над отношениями действительности к сознанию, так как на этой картине был нарисован толстяк, обливающийся потом в знойный день.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed