Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫхине the word is in our database.
Каҫхине (тĕпĕ: каҫхине) more information about the word form can be found here.
Каҫхине эп канӑҫсӑртарах ҫывӑрнӑ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Каҫхине Плаки, Элекҫее сӑмах панӑ пекех, Анука ниҫти улаха та ямарӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр каҫхине Анука мунча улахне чӗнчӗҫ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав каҫхине Кӗтерука ҫӑмӑл ҫуна кӳлнӗ лав хуса ҫитнӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атте каҫхине ҫӗре каялла илес тесе сӑмах хускатрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫхине ҫакӑнтах выртатчӗ-ҫке?

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫхине Ҫтаппанран маларах выртнӑ Татьяна ыйхинчен вӑранса куҫне уҫрӗ те, шурӑмпуҫ ҫути палӑрнине курса, вырӑн ҫинчен тӑчӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫхине хураха ывӑтса хӑварнӑ вырӑнта никам ҫуккине курса, иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине ҫуйлӑн пӑхса илчӗҫ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххапа Хӗлип каҫхине пӳрте кӗрсе апат ҫини, эрех ӗҫнисем, хальхи пек, ун куҫӗ умне тухса тӑчӗҫ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫхине мӗнле хытарса каларӑм: «Иртерех килсен те юрать, ытти ачасене кӗтсе ан тӑр, ыран акса пӗтересчӗ», — терӗм.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уяв йӗркипех каҫхине волонтерсем факел утӑмӗпе Асӑну скверӗ патне Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне ҫитерчӗҫ.

Help to translate

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Шупашкара вӗсем ноябрӗн улттӑмӗшӗнче, каҫхине ҫитрӗҫ.

Help to translate

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫывӑхарах ҫитсен, хӗпӗртесех кайрӗҫ: аякранах силе май мунчан ӑшӑ шӑрши кӗрет: ҫыннисем каҫхине кӑна ҫӑвӑннӑ пулмалла.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫхине эпир Сергейпе разведкӑра пулнӑ.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫхине Чӑваш Яшминчен пӗр комсомол хӗре вӑрласа кайнӑ, тет.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кала-ха, Иван, каҫхине эсир Сергей Озеровпа иксӗр ӑҫта пултӑр? — ун ҫинелле лӑпкӑн пӑхса ыйтрӗ председатель.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мана Хрестук каҫхине, пуху хыҫҫӑн, ҫапла каларӗ: «Сергей ҫук-ха вӑл паян. Ыран тин килет, эпӗ пӗччен кайма та хӑрамастӑп», — терӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, Хрестук килӗнче ҫук иккен, каҫхине пухӑва кайнӑ та ун хыҫҫӑн килне таврӑнман, вӑл ӑҫтине, унпа мӗн пулнине пӗлекен те ҫук.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, вӗсем каҫхине, пуху хыҫҫӑн, клубран иккӗшӗ пӗрлех тухрӗҫ-ҫке-ха, урам кӗтессинче пӗр-пӗрне алӑ парсах уйрӑлчӗҫ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Каҫхине Хрестука вӑрласа кайнӑ» текен хыпар, пӗр килтен тепӗрне чупса кӗрсе, пӗтӗм ял тавра ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed