Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫӳлхуҫа фараонӑн, Египет патшин, [тата унӑн чурисен] чӗрине хаярлантарса янӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑватлӑ алӑ хӳттипе пынӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Египет патшине халӑх тарнӑ тесе хыпар тунӑ; фараонӑн тата унӑн чурисен чӗри ҫакӑ халӑха хирӗҫ кӳтсе ҫитнӗ, вӗсем: эпир капла мӗн туса хутӑмӑр?
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарса ярӑп та, вӑл вӗсем хыҫҫӑн хӑвала пуҫлӗ, вара фараонпа унӑн мӗнпур ҫарӗ ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; ун чухне вара Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен вӑрҫӑ кӑралӗсемпе тухнӑ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ; 15. фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп; 16. ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Шӑп ҫав кун Ҫӳлхуҫа ушкӑнӑн-ушкӑнӑн йӗркеленсе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.51. В этот самый день Господь вывел сынов Израилевых из земли Египетской по ополчениям их.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑшӑн ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнмалла; ӗмӗрӗпе сыпӑкран сыпӑка пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнтӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул иртсессӗн шӑп ҫав кунхине ҫӗрле Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫарӗ Египет ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа вара [Хӑйӗн] халӑхне Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тунӑ: вӗсем ӑна мӗн ыйтнине панӑ, вӑл ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайнӑ.36. Господь же дал милость народу [Своему] в глазах Египтян: и они давали ему, и обобрал он Египтян.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Моисей каланӑ пек туса, Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисенчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем тата тумтир ыйтнӑ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Египет ҫыннисем халӑха ҫак ҫӗртен хӑвӑртрах кӑларса ярас тесе хистенӗ; вӗсем: эпир пурте вилсе пӗтетпӗр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗрле фараон хӑй те, унӑн пур чури те, пӗтӗм Египет та вӑраннӑ; [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн кашни ҫуртра виле выртнӑ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур малтанхи ачана — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа тӗрмере лараканӑн малтанхи ывӑлӗ таранчченех — вӗлерсе тухнӑ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтернӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑвӑр ачӑрсем сире: ку мӗнле йӗрке? тесессӗн, 27. [вӗсене] ҫапла калӑр: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӳрекен пасха парни, Египет ҫыннисене пӗтернӗ чухне Вӑл Израиль ывӑлӗсен ҫурчӗсем ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, пирӗн килӗмӗрсене хӑтарчӗ, тейӗр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн шӑп ҫакӑ кун Эпӗ сирӗн халӑхӑра Египет ҫӗрӗнчен кӑлартӑм, ҫакӑ куна ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке тӑрӑх сыпӑкран сыпӑка уяса тӑрӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир пурӑнакан килӗрсем ҫинче паллӑ, юн, пулӗ, юна курӑп та сирӗн тӗлтен иртсе кайӑп, Эпӗ Египет ҫӗрне пӗтернӗ чухне сирӗн хушшӑрта тӗп тӑвакан чир пулмӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ шӑпах ҫак каҫ Египет ҫӗрӗ витӗр тухӑп, Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — вӗлерсе тухӑп, Египетӑн пур туррине те сут тӑвӑп.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. ҫак уйӑх сирӗн уйӑхсенӗн пуҫламӑшӗ пултӑр, вӑл ҫулталӑк уйӑхӗсем хушшинчи пӗрремӗш уйӑх пултӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Манӑн паллӑмсем тата] Манӑн хӑватӑмсем Египет ҫӗрӗнче нумайланччӑр тесе фараон сире итлемерӗ, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5. вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6. пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7. Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.