Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗретлӗ the word is in our database.
ӗретлӗ (тĕпĕ: ӗретлӗ) more information about the word form can be found here.
«Мӑнукӑм, ҫамрӑк эс, тӗреклӗ, Сан пӗтӗм пурнӑҫу малтан Ялан хӑвна хӑв тыт ӗретлӗ Эс ҫын ҫинче, ӗҫре, ҫулта.

Help to translate

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗрмери ҫынна саккун тӗлӗшпе канаш пани вӑл шаритленӗ кӑвакала пурӑнма вӗрентнӗ пекех те-ха, ҫапах тепӗр чухне кунта ҫынпа ӗретлӗ калаҫса ларни теме тӑрать, чуна кӑштах уҫӑлтарать, тунсӑха пусарать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак упа этем ӗретлӗ те пулма пултарать иккен.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗркеллӗ калаҫсан, этем ӗретлӗ хӑтлансан, татахчӗ хӑть.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Унчченхишӗн те, клубришӗн, икӗ-виҫӗ уйӑх каяллахишӗн, хальхишӗн те, кӗҫӗрхишӗн, хӑвна этем ӗретлӗ тытма пӗлменшӗн.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Этем ӗретлӗ тӑваспулать ӑна — хӑтана ярса, килӗшсе.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аллине куҫ умне тытса пӑхса, Ҫемен Клембовскин вуникӗ ӗретлӗ, ҫӗнӗ сеялкине палласа илчӗ.

Приложив к глазам ладонь, Семен всмотрелся и узнал новенькую двенадцатирядную сеялку из экономии Клембовского.

XXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Этем ӗретлӗ пӗрре пулла каймасть, вӑрманта вара кашни кун икӗ-виҫӗ сехет ҫухалса ҫӳрет.

На рыбалку не может толком выбраться, а в лесу каждый день по два-три часа пропадает.

Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Нивушлӗ ку япалана этем ӗретлӗ тума юраман.

Неужели нельзя было это прилично сделать.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унтан пусма тӑрӑх васкаса анчӗ те: — Ай, Элентей, ӗретлӗ пул-ха! Мӗн кӑшкӑртан ҫав мӗскӗне? — тесе ячӗ.

Но тут же поспешно сбежала по ступенькам: — Ты что, Элендей, с ума сошел? Ты зачем заставляешь кричать эту бедняжку?

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиванӗ ӗретлӗ пулсан та, хускалнӑ халӑха ӳкӗте кӗртме ҫук.

Возможно, Селиван бы и одумался, но остановить толпу было невозможно.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗретлӗ пул-ха, Селиван, ют ҫын, ют ҫын мар вӗт эс!..

— Будь человеком, Селиван, небось не чужие, не чужие люди мы с тобой!

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Акӑ ӗнтӗ аппа килчӗ те манран ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, анчах эпӗ пӗр ыйтӑвне те ӗретлӗ тавӑрса калаймарӑм, мӗншӗн тесен нимӗн те ӑнкараймастӑп: фермерӗсем ҫав тери пӑлханаҫҫӗ, пӗрисем хурахсене хирӗҫ халех тухмалла, ҫур ҫӗр ҫитесси темиҫе минут кӑна юлнӑ теҫҫӗ, хурах ҫынни сурӑхла макӑрма тытӑниччен тӑхтамалла теҫҫӗ; ҫитменнине тата, Салли аппа хӑпа пӗлмест, эпӗ йӑлт чӗтрене ертӗм, хӑранипе ура ҫинче аран тӑратӑп; пӳлӗм ӑшӑнса кайрӗ, манӑн шлепке ӑшӗнчи ҫу, ирӗлсе, мӑйпа тӑнлав тӑрӑх юхма тытӑнчӗ; пӗр фермерӗ халех хӳшше кайса, вӗсене сыхласа лармалла та пырса кӗрсенех ярса тытмалла тесен, — эпӗ чутах тӳнсе каймарӑм; ҫак вӑхӑтра манӑн ҫамка тӑрӑх ҫу юхса анчӗ.

Наконец тетя пришла и давай меня расспрашивать; только я ни на один вопрос не мог ответить как следует, совсем ничего не соображал, потому что фермеры ужасно волновались: одни хотели сейчас же идти на бандитов, говорили, что до полуночи осталось всего несколько минут, а другие уговаривали подождать, пока бандит не заблеет овцой; да еще тут тетя Салли пристала со своими расспросами, а я весь дрожу и едва стою на ногах от страха; а в комнате делалось все жарче и жарче, и масло у меня под шляпой начало таять и потекло по шее и по вискам; и когда один фермер сказал, что «надо сейчас же идти в хибарку, засесть там и сцапать их, как только они явятся», — я чуть не свалился; а тут масло потекло у меня по лбу.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ман шурӑ шуйттан йышшискерпе этем ӗретлӗ калаҫаймастӑн.

У моего белесого черта слова путного не добьешься.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах хорунжин шӑкӑл-шӑкӑл ӗретлӗ калаҫас кӑмӑл пулмарӗ.

Но хорунжий не был склонен к мирному разговору.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл хӑйӗн хӗрарӑм чысӗ ҫине ҫӑмӑл пӑхнӑшӑн, йӗркеллӗ, ӗретлӗ пулма тӑрӑшманшӑн тарӑхса, Давыдов хӗрӳллӗн каларӗ:

Раздосадованный ее беспечностью к своей собственной женской репутации и полным пренебрежением к приличиям, он с жаром воскликнул:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗмпе вӑл аллӑ тӑватӑ плуг тӗренне туптарӗ, ӗретлӗ акмалли тӗрлӗ машинӑсене вуниккӗшне юсаса халех ӗҫе тухма юрӑхлӑ турӗ, вунтӑватӑ бункер тата тӗрлӗрен ытти ӗҫхатӗрӗсем юсаса пачӗ, факт!

Всего им налажено лемехов — пятьдесят четыре, приведено в боевую готовность двенадцать разнорядных сеялок, четырнадцать буккеров и прочее, факт!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed