Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кӑкӑр ӗмӗртекен ача амӑшӗ… — мӑкӑртатрӗ старик хӗрарӑмӑн шурӑхнӑ кӑкӑрӗ ҫине пӑхса.— Мать и кормилица, — пробормотал он, глядя на эти бледные груди.
VII. Хӗрхенмелле мар! // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫак тӑванӗ, лашапа килмелле тенӗскер, ҫуранах килнӗ, ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса калаҫнӑ та ялан тенӗ пекех кӑмӑлсӑр юлнӑ; пӗр ҫемьере хӑйсене ытлашши мӑнаҫлӑ тыткалаҫҫӗ; тепринче — амӑшӗ лайӑх, ашшӗ ухмах, виҫҫӗмӗшӗнче вара — пачах тепӗр майлӑ, т. ыт. те, хӑшпӗрисенче пурӑнма та юрамалла, анчах условисем Верочкӑшӑн юрӑхлӑ мар: е акӑлчанла калаҫмалла, — Верочка калаҫма пӗлмест; е, гувернантка мар, нянька кирлӗ; е ҫынсем пур енчен те лайӑх, анчах хӑйсем чухӑн тата вӗсен хваттерӗнче гувернантка валли пӳлӗм ҫук — ача-пӑча пӳлӗмӗ ҫеҫ, унта вӗсен икӗ пысӑк ача, икӗ пӗчӗк ача, нянька тата ӗмӗртекен хӗрарӑм пурӑнаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ вӑл, кӑкӑр ӗмӗртекен ҫамрӑк ача амӑшӗ пек, — уйрӑмах чечен, лӑпкӑ, кӑштах ӗшеннӗ, талкӑшпех ырӑ, телейлӗ, таса амалӑх сӑнӗпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса выртать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Любишкин картишне тиха ӗмӗртекен пӗчӗк кӗсре ҫине утланса пырса кӗчӗ.Любишкин въехал во двор верхом на маленькой подсосой кобыленке.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аlma mater (латинларан куҫарсан ӗмӗртекен анне тени пулать.Alma mater (в буквальном переводе с латинского кормящая мать.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пахча ҫимӗҫ квасӗ вар-хырӑмӑн кирек мӗнле чирӗсем, пӳре чирӗсем вӗрӗлсен юрамасть, ача кӗтекен тата кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсен те ӗҫмесен лайӑхрах.
Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
Шута илӗр: ача кӗтекен, кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсене, аллергиллӗ ҫынсене юрамасть.Учтите: беременным, кормящим грудью женщинам, восприимчивым к аллергии людям нельзя.
Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№
7. Христос апостолӗсем пулнӑ май эпир сирӗнтен чыс-хисеп те кӗтме пултарнӑ, анчах эпир сирӗн хушшӑрта йӑваш пултӑмӑр, ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек, эпир те сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшрӑмӑр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сире ашшӗ — ывӑлӗсене, амӑшӗ — хӗрӗсене, ача ӗмӗртекен ҫав ачасене тархасланӑ пек тархасламарӑм-и?
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, курсам, куҫна уҫса пӑхсам, кама та пулин ҫапла тунӑ-и Эсӗ: хӗрарӑм хӑй ҫуратнӑ, хӑй ӗмӗртекен ачине ҫини пулнӑ-и?
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара ача аппӑшӗ фараон хӗрне каланӑ: еврей арӑмӗсем хушшинчен сан патна кӑкӑр ӗмӗртекен чӗнсе килес мар-и?
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2