Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Туятӑп, ӑшша ӑна кирек кам та туять, — тесе Мирун пичче ывӑлӗ еннелле тайӑлчӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Вӑл ҫап-ҫамрӑк мар, хӗрӗх урлӑ каҫнӑ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, хырӑмӗ те кӑштах палӑрать, кунсӑр пуҫне алра чӑматан тата, ҫавна май Моляков перекет кассин ҫурчӗ тӗлне ҫитиччен тарламах, ӑшша пиҫмех ӗлкӗрчӗ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Ӑшша пиҫсен, кӳлле тухса чӑм е лӗп сӑра ӗҫсе килен.
Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.
— Пакартасене Хветюкшӑн кӑтартӑп! — тет Вӗҫелисса, ҫӗтӗк малахайӗпе ӑшша пиҫнӗ питне шӑла-шӑла.
Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫуллахи пӗр шӑрӑх кун ӑшша пиҫнӗ генералпа унӑн адьютанчӗ юхан шыв ҫыранне анаҫҫӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ӑшша пиҫнӗ, мӑранланнӑ ҫан-ҫурӑма Атӑлта шыва кӗрсе уҫӑлтарас терӗм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем, ӑшран тӑвӑнса, хӑшкӑлса, Кайбулка ятлӑ юханшыв ҫыранне мӑраннӑн, тӑнкӑл-танкӑл уткаласа ҫитрӗҫ те самаях вӑрӑм туратлӑ, йӑвӑ, маччаланнӑ хӑва яраписем айне тӗшӗрӗлчӗҫ, кӑнтӑр апачӗ вырӑнне батонпа тутлӑ шыв хӑп-хап ҫырткаласа илчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ, (чӗркуҫҫийӗсене самантрах нӳрӗ ҫапрӗ), унтан хӑйне лӑштӑрах ярса хырӑмӗ ҫине выртрӗ, вара, ӑшша пиҫнӗскер, чӑтӑмсӑррӑн, лӑнкӑрт-лӑнкӑрт туса шыв ӗҫме пикенчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Фу-у, ӑшша пиҫрӗм, мӗнле вахтер пулчех ку сирӗн, — шап-шурӑ шӑлне кӑтартса кулса ячӗ Тимоша.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ир еннелле кӑна ташласа ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем килӗсене саланма пуҫларӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫумӑрпа йӗпеннӗ пирки пурте вараланса-хуралса пӗтнӗ, тутӑр айӗнчен арпашӑннӑ ҫӳҫ пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ, пичӗсем вара пурин те ӑшша пиҫнипе хӗрелнӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ӑшша юратакан культурӑ чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чиперех хӗл каҫрӗ, авӑ, мӗнле тикӗс шӑтса тухрӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл ӑшша пиҫнӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ӑшша юратаҫҫӗ йӗксӗксем.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Утӑ ҫулса ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем унта шыва кӗрсе уҫӑлаҫҫӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тата батарейӑсенче ӑшша насуспа хӑваламалла тунисен те пӳрт-ҫуртра самаях шӑнса ӗнтӗркеме лекрӗ.
Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen
Кашни валлиех ӗҫ пур темиҫе эрнене тӑсӑлакан шавлӑ курбан байрамра: пӗрин халӑха йыхӑрса ҫӗлӗк ҫавӑрмалла, хӑйне мӗн хушнине кӑшкӑрса ҫӳремелле, теприн купӑс каламалла е параппан ҫапмалла; пӗрин типнӗ пулӑ е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплӑ тумланса хӗр пӑхса ҫӳремелле; пӗрин чӑм шыва ӳксе Казанка хӗрринче сутуҫсен япалисене пушатмалла, теприн ӑшша пиҫнӗ ҫынсем валли шерпет сутмалла; пӗрин ӗҫсе ӳсӗрӗлсе пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса выртмалла, теприн ҫав вӑхӑтра ыттисен кӗсйине якатмалла; пӗрин килтен тарнӑ тарҫине шыраса ҫӳремелле, теприн пӗр-пӗр кӗтесре юмӑҫ пӑхмалла, ыран вилес ҫынсене чир иртсе каяссипе, лашине ҫухатнӑ ҫынна вӑл тупӑнассипе савӑнтармалла.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хитрене манмаҫҫӗ, ӑшша туяҫҫӗ, паттӑра чыслаҫҫӗ, хӗвеле саваҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Ревматизм чирӗ канӑҫ памасть иккен ӑна, ҫавӑнпа урисем ӑшша юратаҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Алимпи хӑй те, ӑшша пиҫсе, тумтирне хывсах ӗҫлерӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.