Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ҫӗнӗ искусствӑна вӗреннӗшӗн шутсӑрах мӑнаҫланса хӗпӗртерӗҫ, хӑйсем тӑруках ултӑ индеец ӑрӑвӗн тирӗпе скальпӗсене сӳсе илме пултарнӑ пекех савӑнчӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем ҫав парӑмсемшӗн пирӗн несӗлсен пӗр ӑрӑвӗн кӑна мар тӳлесе татӑлма тивессине те лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Вӑл ҫирӗплетнипе килӗшмеллех: патриотлӑх туйӑмне аталантарасси ҫамрӑксене общество ӗҫне йӗркелесе явӑҫтарнипе пулаймӗ, ҫитӗнекен ӑрӑвӗн хастарлӑхӗ тапса тӑмалла.
Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
5. Иудея патши Ирод вӑхӑтӗнче Авий ӑрӑвӗн черетӗнче Захария ятлӑ пӗр священник пулнӑ; унӑн арӑмӗ Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑ, вӑл Елисавета ятлӑ пулнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ хӑйсен йӑхӗпе ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пынӑ ҫынсен аслӑраххине кура кӑтартнӑ ячӗсем: 5. священниксем, Финеес ывӑлӗсем, Аарон ывӑлӗсем, Сарей ывӑлӗн Иоседекӑн ывӑлӗ Иисус тата Зоровавель ывӑлӗ Иоаким; Зоровавель вӑл Иуда йӑхӗнчи Фарес ӑрӑвӗн Давид килӗнчен тухнӑ Салафиил ывӑлӗ пулнӑ, 6. вӑл Перси патши Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пӗрремӗш уйӑхра, нисан уйӑхӗнче, ун умӗнче ӑслӑ сӑмах каланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хеврон ҫыннисен пуҫлӑхӗ Хеврон ӑрӑвӗн ҫынни Иерия пулнӑ.31. У племени Хевронова Иерия был главою Хевронян, в их родах, в поколениях.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Гизони ҫыннин Гашемӑн ывӑлӗсем: Ионафан — Шаге ывӑлӗ, Гарир ҫынни; 35. Ахиам — Сахар ывӑлӗ, Гарир ҫынни; Ура ывӑлӗ Елифал; 36. Махера ҫынни Хефер; Пелони ҫынни Ахиа; 37. Кармил ҫынни Хецрой; Езбай ывӑлӗ Наарай; 38. Нафанпа пӗртӑван Иоиль; Гагрий ывӑлӗ Мивхар; 39. Аммон ҫынни Целек; Бероф ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн, Иоавӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ; 40. Ифри ҫынни Ира; Ифри ҫынни Гареб; 41. хет ҫынни Урия; Ахлай ывӑлӗ Завад; 42. Адина — Шиза ывӑлӗ, Рувим ҫынни, Рувим ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, унӑн вӑтӑр ҫын пулнӑ; 43. Мааха ывӑлӗ Ханан; Мефен ҫынни Иосафат; 44. Аштероф ҫынни Уззия; Ароер ҫыннин Хофамӑн ывӑлӗсем: Шама тата Иеиел; 45. Шимрий ывӑлӗ Иедиаел тата унпа пӗртӑван Иоха, Фица ҫынни; 46. Махавим ҫынни Елиел, Елнаам ывӑлӗсем Иеривайпа Иошавия тата Моав ҫынни Ифма; 47. Мецоваи ҫыннисем Елиел, Овед тата Иасиел.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Фола ывӑлӗсем: Уззий, Рефаия, Иериил, Иахмай, Ивсам тата Самуил, вӗсем — Фола ӑрӑвӗн кил-йышӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗсем тата вӗсен тӑхӑмӗсем вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ; Давид вӑхӑтӗнче вӗсен йышӗ ҫирӗм икӗ пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ахи — Гуни ывӑлӗн Авдиилӑн ывӑлӗ — хӑй ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унтан Вениамин йӑхне ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пырса тӑма хушнӑ, вара Матри ӑрӑвне шӑпа тухнӑ; унтан Матри ӑрӑвӗн арӗсене илсе пыраҫҫӗ те Саулӑн, Кис ывӑлӗн, ятне каланӑ; ӑна шыранӑ та — тупайман.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Гедеон, Иоас ывӑлӗ, ватта ҫитсе вилнӗ, ӑна Авиезер ӑрӑвӗн хулинче Офрӑра ашшӗ тупӑклӑхне пытарнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Салпаад хӗрӗсем Махла, Фирца, Хогла, Милка тата Ноа хӑйсен ашшӗ тӑванӗсен ывӑлӗсене качча тухнӑ; 12. вӗсем Иосиф ывӑлӗ Манассия ӑрӑвӗн ывӑлӗсене качча тухнӑ, вара вӗсен еткер ҫӗрӗ ашшӗ йӑхӗнчех юлнӑ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче 2. ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; 3. вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; 4. Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мадиан хӗрӗпе пӗрле вӗлернӗ Израиль ывӑлне Зимри тесе чӗннӗ; вӑл Салу ывӑлӗ, Симеон ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, пулнӑ; 15. вӗлернӗ мадиансен хӗрне вара Хазва тесе чӗннӗ; вӑл Оммоф пуҫлӑхӗн, Мадиан йӑхӗнчен тухнӑ Цурӑн, хӗрӗ пулнӑ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2