Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вова Скорпионӑн тимӗр хӗскӗч евӗр хытӑ аллинчен хӑтӑлнипе ҫунатланса тӗпӗр-тӗпӗр чупса хӑпарса кайрӗ ҫӳлелле.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мӑйӑр хупписем, Вова хыҫҫӑн ӳксе юлаканнисем, тӗнкӗл-тӗнкӗл тӑваҫҫӗ те кӑварланса ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарса каяҫҫӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫумӑр ҫума пуҫласан, Вовӑна саламланӑн, ҫурт тӑрринчен ӳкекен йывӑр тумламсене пула ешӗл турат вӗҫӗсем пӗрре ҫӗрелле авӑнаҫҫӗ те тепре ҫӳлелле чӗвен тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Куҫа хупатӑп та халь, ҫав ҫулҫӑсем, тӗлкӗшсе ҫунаканскерсем, куҫ умне шӑкӑрин тухса тӑраҫҫӗ, — хӗр аллине ҫӳлелле ҫӗклет, темиҫе ҫулҫӑ ҫӑт-ҫат тутарса татса илет, вӗсене пӗтӗмпех каччине тыттарать.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сисет Вихтӗр, ура тупанӗнчен ҫӳлелле тепӗр утиял — ыйхӑ — йывӑррӑн ҫӗкленсе хӑпарать те ӑна тӗлӗнмелле канлӗх айне туса хӑварать…

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лешӗ, талпӑнса туртнӑ май пуҫне ҫӳлелле вӑшт та вашт ухса пыраканскер, Вихтӗр хулне карт-карт турттарать, хӑш чух ҫӗклесе ҫӗр ҫине ҫавӑрса ҫапассӑнах туйӑнать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эх-хе-хей, ытла чее эс, атте, — шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле кӑнтарса юнанҫи тӑвать ачи.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сап-сарӑ та вӑрӑм ҫунатлӑ ҫулӑм, ҫӳлелле вӗҫсе кайма хӑтланнӑн, тем тӗрлӗ те хӑлаҫланать; пуленкесем темшӗн тарӑхнӑ пулас: шарт! та шарт! тутараҫҫӗ хӑйсен пӑшалӗсемпе; тӗлкӗшет, ҫатӑртатать, шартлатать кӑмака хырӑмӗ, уҫӑ сывлӑша туллин туртса илсе ҫынна ӑшӑ хӑтлӑх кӳме васкать.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӗн чӗрри пур ҫӗр ҫинче — пурте ҫӳлелле, тӳпенелле, хӗвел патнелле кармашать: йывӑҫӗ, тырри-пулли, тихи-путекки…

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен манӑн шкула ҫитсе вырнаҫма ӗлкӗрмелле, — Тетей пӳрнипе ҫӳлелле тӗллерӗ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Икӗ аллине те ҫӳлелле ҫӗклерӗ вӑл.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кам-ши ку тесе кӑсӑкланчӗ, вилене асӑрхануллӑн пичӗпе ҫӳлелле ҫавӑрчӗ.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫӳлелле лӑсӑллӑ симӗс туратсем хушшине пӑхӑр.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Сухви шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле кӑтартрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ку таранччен ҫав илеме паянхи пек асӑрхаман вӑл, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртман темелле.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кирей пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ паттӑр ентешсен сӑнӗсем умлӑн-хыҫлӑн куракан умне тухса пынӑ май, «Если б не было войны» (солистки Ольга Архипова) юрӑ юхӑмӗпе ачасем салтак пиншакӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе хӑйсен ҫумне чӑмӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Путас тесен те путаймастӑн, тӑвар ҫӳлелле тапса кӑларать.

Help to translate

Пенсионерсем сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ // Любовь КОНСТАНТИНОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/pe ... ha-irpletr

— А ну-ка, пурте улӑхӑр ҫӳлелле!

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed