Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллисем кӗске те самӑр унӑн, ҫӑмламас.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫав кунах, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Тарановсен тӗлне брезент виткӗчлӗ газик ҫитсе чарӑнчӗ те, кабинӑран хура сӑран пальто, ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑ вӑтам пӳллӗ арҫын сиксе анчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пӗр пилӗк-ултӑ ҫул каялла та мах памастчӗ-ха, ун чухне те вӑрмантан хӑйӗн ҫӑмламас Парттасӗ пулӑшнипе шӑтӑкри упана шыраса тупнӑччӗ…
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Вӑл мӗн шухӑшланине, мӗне ӗмӗтленнипе эпӗ тӳрех сиссе илтӗм, темшӗн мана карниз патӗнче ларакан ҫӑмламас кушак аса килчӗ…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Кӑвакарчӑнӗсем иккӗш те кӑвакчӗ, анчах вӗсене те ҫав каҫах ҫӑмламас кушак яланлӑхах хӑратса ячӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Кӳршӗсен пысӑк ҫӑмламас кушакӗ пирӗн пӳрт карнизӗ патӗнче ларатчӗ: унта — кӑвакарчӑн йӑви.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Пуҫӗнче — ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк, уринче — хура ӑшӑ пушмак.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Кабинӑра ҫамрӑк арҫынпа ҫӑмламас пӗчӗк йытӑ ларса пынӑ-мӗн.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Юрланса шуралнӑ ҫӑмламас ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклесе тӑнлать, анчах ҫил хӑрушшӑн улани кӑна илтӗнет.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Тапхӑр-тапхӑр Изамбаев ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклесех тӑнлать: мӗнле те пулин сасӑ илтӗнмест-и?
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Мӗн тетӗр? — ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклерӗ вӑл.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Изамбаев ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗкне тӑхӑнса плащ тӳмисене тӳмелерӗ те ҫӗр грамм пӑрӑҫ эрехне ӗҫсе ячӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын мучи хирӗҫленине хӑлхана чикмерӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ йӑтса тултарнӑ хыҫҫӑн вӑл пукан ҫине ларчӗ, плащ тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, хӗрлӗ шарфӗпе ҫӑмламас ҫӗлӗкне чӳрече анине хучӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Кунта сирӗн хулӑн енчӗклисем апатланаҫҫӗ пулмалла, — пирус илмесӗрех пӑрӑнчӗ ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ арҫын.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Кузовран аннӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ питӗ хӳхӗм: сарӑрах хӑмӑр тӗслӗскер пысӑк, хулӑн.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Пӗр кунхине ҫамрӑк мӑшӑр килне ҫӑмламас хура кӗрӗк тӑхӑннӑ Анюта ҫула май кӗрсе тухрӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Йӗри-тавра пӑхкаланӑ май, Савантер сасартӑк темӗнле ҫӑмламас хӳре тӑсӑлса тӑнине курчӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шупка кӗрен хӗвелӗ те, ураланнӑскер, икӗ хӑлхаллӑскер, анӑҫалла ҫул картнӑскер, сайран-сайран «ача вӑййи» те вылять: час-часах капмар, ҫӑмламас юр пӗлӗчӗсем («кӗрӗк арки») хыҫне кӑлтӑркӑлтӑр кусса-кусӑнса пытанкалать, унтан, пӗлӗт уҫҫине йӑрр! юхса тухса, хи-хи-хик пит-куҫлӑн йӑл-ял ҫутӑлса илет те каллех йӑкӑшт йӑмса ҫухалать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗвел тӳпенеллех ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, анчах ӑна капмар, ҫӑмламас шупка пӗлӗтсем ҫӑта-ҫӑта илеҫҫӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.