Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман приказчика тепӗр кунне кӑна, вӑрманта тупнӑ, ӑна юман ҫумне ҫыхса лартнӑ пулнӑ та, ҫӑка хуппине сӗвнӗ пек сӳнӗ.Приказчика моего нашли на другой день в лесу, привязанного к дубу и ободранного как липку.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексей каннӑ вӑхӑтсенче кинжалпа ҫамрӑк хыр хуппине вистесе кышланӑ, ҫӑка хупписене тата ҫемҫе симӗс мӑка татса илсе чӑмланӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та выҫнӑ хырӑма нимӗнпе те улталама ҫук; пӗрмаях кышласа ҫӑтса пынӑ ҫамрӑк чӑрӑш хупписем те» хурӑн кӑчки те, шӑл хушшине ларса ҫилӗм пек тӑсӑлакан пулнӑ сӗткенлӗ ҫамрӑк ҫӑка хуппи те ӑша лӑплантараймасть.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малтан ҫӑка хупписене ушкӑнӗпе ҫыхса сулӑ пек тунӑ та шыва янӑ, кунта икшер эрне хутнӑ - ислетнӗ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Ӗлӗк мунчалана ҫӑка хуппинчен хатӗрленӗ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Ҫӑка хуппинчен ҫӑпата хуҫнӑ, сӑпка, кушил, курӑс мунчали тунӑ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Кӑлканӑнне ҫеҫ мар, ҫӑка чечеклине те, хыр хунавӗллине те, уртӑш йӗкеллине те, кукшапуҫ тымарлине хатӗрлӗп — нимӗн те шел мар.Все настойки достану, ничего не жалко, только сделайте дело.
Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Курӑр-ха, ҫул хӗрринчи сап-сарӑ ҫӑка чӗтрене-чӗтренех кулать, ҫавна май ылтӑн укҫисем ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ.Смотрите, пожелтевшая придорожная липа смеется, сотрясаясь ветвями, от чего у нее опадают листья.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Чи малтан хурама, ҫӗмӗрт, ҫӑка ҫулҫӑ тӑкса пӗтереҫҫӗ.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
Курӑк е ҫӑка ҫулҫи пӗҫерсе ҫинӗ.
Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html
Кунта ҫӑка пылӗпе рехетленнӗ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Вӗсен вырӑнне ҫӑка, вӗрене, йӗлме, хурама йышӑнать.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Атте, асатте — юман, хунав юман — пичче; анне, асанне, аппа — ҫӑка; шӑллӑм — шӗшкӗ, йӑмӑк — йӑмра, хӑва.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Чей кашӑкӗсемпе апат кашӑкӗсене хумалли савӑта ҫӑка тураттисенчен меллештернӗ.
Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗнлӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Чӑрӑш, юман, хыр, ҫӑка кӑна мар, хура пилеш, слива тата ытти ҫырла тӗмӗсем те пур.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Ҫӑка ҫулҫипе хутӑштарсан ҫӑмӑлрахчӗ ҫиме.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Михӗсенче пуҫтарӑннӑ тасамарлӑха вӑхӑтра турттарса тӑмасан, район администрацийӗн ырӑ пуҫарӑвне — ҫӳп-ҫапа контейнерсемсӗрех пуҫтарассине – пуш параппана ҫӑка патакпа тӳнклеттернӗ пекех пулса тухать.
«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26
Ентешлӗх хастарӗсем – унӑн ертӳҫи Александр Вражкин журналист-издатель, Чӑвашрадио ӗҫченӗ Николай Мулянов, Шупашкар районӗн «Бичурин тата хальхи самана» музей директорӗ Ирина Удалова ҫӑка лартрӗҫ.
Шупашкарта чӗмпӗрсен ҫӑки ӳсет // Александр ВРАЖКИН. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
— Эсир мана ӑна ҫӑка тӑррине туртса улӑхтарса парӑр-ха, аялалла хамах сикӗп! — тет хайхи.- Вы мне поднимите парашют на верхушку липы, а вниз я сам спрыгну! - говорит теперь.
Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Е ҫурмалла хутӑштарнӑ хӑмла ҫырлипе ҫӑка чечекне 1 апат кашӑкӗ илсе тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сӑрӑхтармалла.
Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№