Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхмалли (тĕпĕ: ҫых) more information about the word form can be found here.
Николай Сергеевич тӳрех суран ҫыхмалли пӳлӗме кӗчӗ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун йышши инструментсем — стерилизациленисем — суран ҫыхмалли пӳлӗмре ялан хатӗр.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Суран ҫыхмалли пӳлӗмре йод, марля, ватка ҫителӗксӗррине асӑрхаттарчӗ, спирт вырӑнне килти эрехпе усӑ курма тивет терӗ (эрехӗ ханша юхтаракансенчен милици туртса илни ҫителӗклех иккен).

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл ун ҫине ҫӗленӗ чухне пӳрнене тӑхӑнмалли, хачӑ, кӑн-кӑвак илемлӗ кантӑк татӑкӗ тата ҫӳҫ ҫыхмалли кӗрен хӑю хучӗ.

Она положила в неё напёрсток, ножницы, красивый синий осколок и красную ленту для волос.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Уйрӑмах эпир вӗсене медикаментсемшӗн, сурансене ҫыхмалли япаласемпе хирурги инструменчӗсемшӗн тав тӑваттӑмӑр.

Особенно благодарны мы были за медикаменты, перевязочные материалы и хирургические инструменты.

Суя хуҫасемпе чӑн-чӑн хуҫасем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Агропромышленность комплексӗнче чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе пынӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе алла ҫыхмалли сехете Владимиров хресчен-фермер хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ Людмила Владимирова тата Протасов хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Иван Протасов тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Ял хуҫалӑхӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%8f%d0% ... 0%d1%80ec/

Вӑл вара, киле хӑвӑртрах каяс тесе, мӗнле те пулин сӑлтав шырама пуҫларӗ: пӗрре вӑрӑмтунасем чӗпӗтеҫҫӗ тесе йӑнкӑртатрӗ, унтан тата: урана хӑяхпа кастартӑм, ҫыхмалли нимӗн те ҫук, тесе нӑйкӑшрӗ.

Она все придумывала какой-нибудь повод прекратить рыбную ловлю: то жаловалась, что ее закусали комары, то говорила, что порезала осокой ногу, а завязать нечем.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Сулӑ ҫыхмалли хулӑ, сӳс вӗрен пек, пиҫӗ пулмалла.

Прут для вязки плота нужен мягкий, как пеньковый жгут.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл хӑвӑл, шӑтӑкӗ хӗррипе тӑватӑ пӗчӗк пӑта ҫапнӑ та «пиҫиххи ҫыхмалли» хатӗр пулса тӑнӑ.

На краешек отверстия канала катушки прибивают четыре маленьких гвоздя, и прибор готов.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Халӑхра ӑна манман, пиҫиххи ҫыхмалли хатӗрӗ улшӑнманпа пӗрех.

В народе его не забыли, устройство для вязания практически не изменилось.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Н.В. Никольский профессорӑн маларах асӑннӑ кӗнекинче «пиҫиххи ҫыхмалли» текен хатӗр ҫинчен кӗскен каласа панӑ.

В монографии профессора Н. В. Никольского есть описание прибора для вязания пояса — «пиҫиххи ҫыхмалли».

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ун ҫумне алса-чӑлха ҫыхмалли пӗр пански йӗп кирлӗ.

К ней нужна одна короткая вязальная спица.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Манӑн сетка ҫыхмалли йӗпсе пур.

Есть у меня челнок, им вяжут рыболовные сети.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Патаккисӗр пуҫне кӗрӗн иккӗмӗш пайне ҫыхмалли ҫип вӗҫне кӗртсе яраҫҫӗ.

Вместе с тем в петли вводится конец рабочей нити, из которой предстоит связать вторую половину ремизки, для вязания второй половины также готовили нитяную основу и палку.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кӗрӗ ҫыхмалли хӑма тӑршшӗ 46, сарлакӑшӗ 10,5, хулӑнӑшӗ 1,5 см.

Длина доски около 46, ширина 10,5, толщина 1,5 см.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Вара ҫав ҫӑмран темӗн те пӗр ҫыхаҫҫӗ те ҫапаҫҫӗ: шлепкесем тӑваҫҫӗ, ҫип те арлаҫҫӗ, ҫав ҫипрен тутӑрсем те ҫыхаҫҫӗ, шӑтӑкла ҫыхмалли йӗппе ҫыхаҫҫӗ ӑна.

А потом из этой шерсти что угодно делают: шляпы делают, и нитки делают, и платки делают из этих ниток — крючком вяжут.

Тура // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне Витя амӑшне пански мӗнле лайӑх ҫыхмаллине кӑтартӑп тесе, ҫыхмалли илме кайрӗ.

Потом бабушка сказала Витиной маме, что она ей покажет, как хорошо надо вязать, и пошла принести вязанье.

Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ подполковник пулни пурне те курӑнтӑр тесе, каскӑн янахран ҫыхмалли чӗнӗ хыҫне икӗ кукшапуҫ чечекӗ чиксе хутӑм.

За ремешок на каске я вдел два желтых одуванчика, чтобы всем было видно, что я главный подполковник.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан вӑл юлашки ҫивиттине чӗре-чӗре урине ҫыхмалли хӑюсем турӗ.

Свое последнее одеяло он тоже пустил на обмотки для ног.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Кукамай чӳрече патӗнче ларса шӑтӑкла ҫыхмалли ҫип пӗтӗретчӗ, унӑн правур аллисенче йӗке пӑтӑр-пӑтӑр тутаратчӗ, вӑл кукаҫейӗн сӑмахне нумайччен чӗнмесӗр итлесе ларатчӗ те сасартӑк калатчӗ:

Сидя у окна, бабушка сучила нитки для кружев; жужжало веретено в её ловких руках, она долго слушала дедову речь молча и вдруг говорила:

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed