Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннисенчен (тĕпĕ: ҫынна) more information about the word form can be found here.
Вӗсенчен пӗрне вӑл тӳрех палласа илчӗ — хӑрах куҫлӑ Эмир, Укаслу полковникӗн чи шанчӑклӑ ҫыннисенчен пӗри.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вилмен вӗт вӑл! — кӑшкӑрса хирӗҫлеме тӑчӗ Валтиел ҫыннисенчен пӗри.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлместчӗҫ те пулӗ, патька-патшан шанчӑклӑ ҫыннисенчен пӗри, упа пек вӑйлӑ чӑваш ачи Хусанкка: «Эсир-и-ха вӑл Укаслу-полковник ҫыннисем?» — тесе ыйтрӗ.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку — Пӑкачавӑн чи шанчӑклӑ ҫыннисенчен пӗри, Тимофей ятлӑ Ейӗк хусахӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салават Юлаев, Пӑкачавӑн ҫывӑх ҫыннисенчен пӗриччӗ вӑл, пушкӑрт ҫамрӑкӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Буржуази хресченсене — хула ҫыннисенчен, интеллигенцине — рабочисенчен уйӑрса ярасшӑн тӑрӑшать, вӑл халӑх вӑйӗсене вакласа, сапаласа ярасшӑн.

Буржуазия старается отгородить крестьян от горожан, интеллигенцию — от рабочих, ей нужно раздробить силы народа.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унта мӗнле пулассине халех куратӑп ӗнтӗ: пысӑках мар хӗрлӗ кӗтесе халӑх лӑках тулать, ҫыннисенчен ӑвӑс хуппипе чӑрӑш сухӑрӗн ырӑ шӑрши кӗрет.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Ял ҫыннисенчен суйлакаларӑм та, никамах та ҫук-ҫке.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисенчен ютшӑнать хуҫа, вӗсем уншӑн ясак тӳлекенсем кӑна.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем кайсан вӑл хӑй тепӗр хут куланай сӑптӑрать ак ял ҫыннисенчен.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир ку таранччен хӗр вӑрласа курнӑ-и, яш-кӗрӗмсем? — шахвӑртса ыйтрӗ мӑрса хӑйӗн ҫыннисенчен Атӑл урлӑ каҫса утсене ҫыран хӗррине ҫавӑтса тухсан.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темскер пытарма тытӑнчӗ марса хӑйӗн ҫыннисенчен, вӗсемпе ялан тӳрккес тыткаларӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл алӑкран тухса унталла-кунталла пӑхса илчӗ, хуҫа ҫыннисенчен кам та пулин ҫӳремест-и терӗ пулас.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкрех ял ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем Тукан Мускава парне илме кӑна ҫӳрет, чееленсе икӗ ӗне сӗтне ӗмет тесе калаҫкалатчӗҫ, вӑл тутар мӑрсисенчен сивӗнессе шанмастчӗҫ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич алтӑра илчӗ те каялла ҫаврӑнса ӑна хӑйӗн ҫыннисенчен пӗрне тыттарчӗ.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисенчен нумайӑшӗ аяккалла куҫса кайма шутлать.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускав ҫыннисенчен хӑракаласа кӗрсе Туканаш тӗттӗмре пӳртре кам пуррине ыйтрӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял ҫыннисенчен хӑрамасни?

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам сыхласа тӑнӑ пуль вара ял ҫыннисенчен вӑрман хӗрринче?

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ҫуллӑха та пулин хӑтӑлатпӑр вара Хусан ҫыннисенчен теҫҫӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed