Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел тухас умӗн, аякра сайра хутран чан ҫапни салхуллӑн илтӗнсе кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ каланча ҫинче вуниккӗ ҫапни илтӗнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тата тахҫанччен тавлашу пырӗччӗ-и, тен, сасартӑк йӗркесӗр чан ҫапни ҫынсене вырӑнтан хускатман пулсан.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл Куснара чупса ҫитнӗ ҫӗре чан ҫапни таврана янӑраса кайрӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӗҫ чан ҫапни илтӗнсе кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Крыльца умӗнче тӗксӗм хунар кӑна ҫунать пулсан та, хӑш-хӑш кунсенче чирлӗ ҫынсем патне килмеллине ҫырса ҫапни лайӑх курӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чан ҫапни илтӗнмест — кӗлӗрен тухнӑ пулмалла.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн мӑнастир чанӗ сехет ҫапни вӑрман тӑрӑх янраса каять.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Павлуш тӑнран ӳкессе вӑл кӗтмен, ун пек ҫапни Валькка пек ачашӑн нимӗн те мар (ун пек ҫупкӑ Валькка сахал мар курнӑ хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗнче: ашшӗнчен те, тияккӑнран та), анчах ҫак ачана линейкӑпа ҫапни — чӑх чӗппине ал туйипе амантнипе пӗрех…
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Линейкӑпа ҫапни аван мар, ӗнтӗ, чӑнах: ытти учительсем те ҫапаҫҫӗ, чӗркуҫҫи ҫине те лартаҫҫӗ, урама та кӑларса яраҫҫӗ итлемен ачасене…
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Акӑ чан ҫапни те сайра хутран илтӗне пуҫларӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Эпӗ сана акӑ мӗншӗн ӳпкелетӗп: мӑйран ҫапни — сысналӑх.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чукун «пӗрене» пырса ҫапни мана стеарин ҫуртана пуртӑ касса татнӑн лапчӑтса пӗтереетчӗ, анчах «пӗрене» пӑрӑнчӗ те ман ҫумранах тата статуя хул пуҫҫинчен пӗр дюйм айккинерех сулӑнса иртрӗ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӑлхаран пӑшӑлтатни тепӗр чухне аҫа ҫапнӑн кисретет, аҫа ҫапни вара ахӑлтату тӑвӑлне кӑларать.Шепот на ухо может иногда потрясти, как гром, а гром — вызвать взрыв смеха.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑйӑ вӑхӑтӗнче килсе лекнӗ тӗлӗнтермӗш сӑмахсене кӗрет чӑнлӑх ҫапла кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапни ытла та тӑрук пулчӗ — ҫынна хыҫалтан ярса тытнӑ евӗр темелле-тӗр.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Район прокурорӗ, судья, милици начальникӗ, район пуҫлӑхӗн умӗнче пуҫ ҫапни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Пӑвса е персе пӑрахни, ҫӗҫӗпе чикни, кире пуканӗпе ҫапни, наркӑмӑшлани…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
— Кӗпӗрнаттӑр ывӑлне питӗнчен ҫапни, пушшех те — кӳнтеленсен умӗнче, — питех те теветкеллӗ, — асӑрхарӗ Стомадор, Гравелот мӗн хӑтланни ӑна халӗ те аптӑратать.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пысӑк вырӑнти ҫыннӑн туй умӗнхи йывӑрлӑхӗсене тӗшмӗртсе, ҫавӑн пекех хӑйӗн тӗл лектерес ӑсталӑхне шута хурса — Давенант питӗ лайӑх ӑнланать: Ван-Конетшӑн тытӑҫӑва тухни питех те теветкеллӗ; анчах урӑхла май ҫук, тен, пӗринсӗр пуҫне — хупахҫӑ ҫапни, урамра тапӑннӑ майлах, ӑна мӗскӗнлетмӗ тесе шухӑшласа Ван-Конет ҫупка тӳссе ирттерейсен ҫеҫ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑн пек шухӑшсенче, — вӗсене хутран-ситрен сехет хурлӑхлӑн ҫапни ҫеҫ чаркалать, — иртрӗ хӑрушӑ каҫ; ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах Давенант Галеран патне кайрӗ, анчах Галеран килӗнче ҫӗр каҫманнине пӗлчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.