Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкра (тĕпĕ: ҫанталӑк) more information about the word form can be found here.
— Мӗнле-ха ҫакнашкал илемлӗ ҫанталӑкра, куҫа пӑсса, кӗнеке вуласа ларас килтӗр?

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫилсӗр ҫанталӑкра хуллен вӗлтӗртетсе вӗҫсе анчӗҫ нимӗҫ листовкисем.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче урампа тӑкӑртатса урапа кусса иртнӗ чух пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара кустӑрма ҫӑрса тухайми пылчӑк пулать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра ҫултан аташнӑ лавҫӑсем авал ҫыран айне путни те сахал мар пулнӑ, теҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсир мӗн, ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра вуншар пин ҫын пухӑнакан ҫӗре алӑри ачасемпе кайма ухмаха ертӗр-и?

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвеллӗ ҫанталӑкра пушшех илемлӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шывӗ кирек-мӗнле ҫанталӑкра та пӑр пек сивӗ, шӑла тивет.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑл лайӑх ҫанталӑкра та каҫхи сменӑра икӗ-виҫӗ сехет ҫывӑрса илетех.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӑна хӗрхенсех-и тен, Лена ырӑ ҫын йыттине урама кӑларман ҫанталӑкра уя тухса утрӗ те.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Уйра шикленеҫҫӗ те пуль ҫак ҫанталӑкра.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кам хӑваласа кӑларать-ха сана ҫак ҫанталӑкра пӳртрен? — хыҫҫӑнах калаҫса тухрӗ пусма вӗҫне кил хуҫи.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Асли хыҫҫӑн Нина та ҫитрӗ — тӗлӗнмелле-тӗк тӗлӗнмелле, уяр ҫанталӑкра аҫа ҫапрӗ тейӗн! — вӑл та ирех вӑраннӑ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗлетпӗр, кунашкал ҫанталӑкра транспорт ӗҫӗн хакӗ икӗ-виҫӗ хут та хӑпарса каять.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман урӑх чӗнмерӗ, ӑшӗнче ҫеҫ: «Сысна тип ҫанталӑкра та пылчӑк тупать!» — тесе ятлаҫса илчӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчӑхса, тусанпа тулса ҫитнӗ ҫанталӑкра ӗҫлеме мар, ларма та, тӑма та май ҫук.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑш-пӗр чухне, уяр ҫанталӑкра, кӑнтӑрла салтак, патак ҫине тайӑнса, пӳрт умне тухма пуҫларӗ, пӗчӗк пахча умӗнчи ӑвӑс пӗренесем ҫинче чылайччен ларатчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь тин ӑнланать ача, ҫут ҫанталӑкра пӗр япалана та тивме юрамасть.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑкра пур япала та пӗр-пӗринпе пулӑшуллӑн ҫыхӑнса тӑрать.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑкра вӗт кашни тепринпе апатланса пурӑнать.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed