Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамка the word is in our database.
ҫамка (тĕпĕ: ҫамка) more information about the word form can be found here.
Тутрине вӑл янах айӗнчен ҫавӑрса хыҫалалла ҫыхнӑ, икӗ питҫӑмарти тӗлӗнчен икӗ хутлам тунӑ, ҫамка тӗлӗнчен — кӗтес.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анюк пичӗ ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тутӑр айне тӗртсе кӗртрӗ, унтан тутӑрне салтса ҫамка ҫинченех ҫыхрӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ансӑртарах тӳрӗ ҫамка, тӳп-тӳрӗ сӑмса, мӑкӑрларах тӑракан ҫӳлти тутан лайӑх палӑракан хӗррисем — ҫакӑ мана тахҫантанпа пӗлекен ҫын сӑн-пичӗ пек курӑнать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Манӑн ҫамка ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫамка варринчи хӑмӑр тур палли яр уҫҫӑн палӑрать.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тутрисене вӗсем ҫамка ҫине антарса ҫыхаҫҫӗ, тумӗ — ялти чухӑн майра тумӗ.

Help to translate

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мин вӑл ҫамка варрине тухакан вӗтӗ хӗрлӗ шатра.

Help to translate

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ухӑпа янӑ ҫӗмрен хӑвӑртлӑхӗпе ҫӳлти палубӑна ҫиҫтерсе хӑпартӑм та, хашки пулнӑскер, ҫамка ҫинчи сивӗ тара шӑла-шӑла, анчӑка вӑйратнӑ куҫӑмпа пӑрахутӑн хыҫалти карлӑкӗнчен ытамларӑм, куратӑп: «Шурӑ пӑнчӑ» дебаркадер ҫинчен санкӑлт-санкӑлт чупса тухрӗ те ҫаплах шӑнкавлӑ, шултра хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррипе тӑвалла вӑркӑнчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена Чӑваш наци конгресӗн хастар членӗ пулнӑ май, Павӑл ҫак учреждени вырнаҫнӑ ҫурта та пашка-пашка вирхӗнсе ҫитрӗ, анчах кунта тӑрмашакансемшӗн те арҫын ыйтӑвӗ куҫа ҫамка ҫине сиктермелли хыпар ҫеҫ пулчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫултах дистрофи текен чир хӑртса-чӑмласа хӑварнипе ҫиҫӗм ҫунтарнӑ мӑйӑр пек шуранкарах сӑн-питлӗ, куҫӗ ҫурхи ҫӗмӗрт ҫулҫине аса илтерет, ҫырӑ ҫӳҫне ҫамка тӗлӗнче тӗпек хӑварса кастарнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑнӑма ҫулсен акапуҫӗ ҫапах та сӗртӗннӗ ӗнтӗ, шӑйӑрнӑ: ҫамка ҫинче виҫӗ карт палӑрать, куҫ айӗнче те йӗрсем ҫухалмиех выртаҫҫӗ.

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Хӑв таса пулсан, ҫын сана ҫамка айӗн сиввӗн пӑхни нимех те мар.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ондрей пиччен ҫамка тирӗ палӑрмаллах пӗркеленчӗ, старик ҫилленнӗ пек пулчӗ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепие куҫран пӑхрӗ, ун ал тымарӗсене хыпашларӗ, унтан тарлӑ ал лаппине ҫамка ҫине хучӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳлӗхҫӗ каҫартӑр та, ҫамка ҫинче те нимех те курӑнмасть унта.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турӑ ҫапла ҫырнӑ, ҫамка ҫинех ҫырса хунӑ», — терӗ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамка ҫинех ҫапла ҫырса хонӑ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унччен сирӗн мечӗке туртса илес тесе чупма, ҫамка ҫинчи тара шӑлма тивӗ.

До этого вам придется, как и всем, отбивать мячи, бегать по полю и вытирать пот со лба.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпӗ, виҫӗ пӳрнене чӑмӑртаса, иккӗшне хутлатса, алла ҫамка ҫине илсе пытӑм, ун хыҫҫӑн тӳрех сылтӑм хулпусҫи ҫине султӑм.

Help to translate

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр вулӑсри тиек помощникне иртен-ҫӳренсем кӑнтса хӑварнӑ пек, пӗрре ҫамка урлӑ парӗ те чулпа…

Шарахнет сейчас камнем в лоб — и поминай как звали. Одного помощника волостного дьяка кокнули недавно,

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed