Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑвара (тĕпĕ: ҫӑвар) more information about the word form can be found here.
Эсӗ ҫӑвара шыв сыпнӑ пек тӑратӑн!

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн ҫӑвара карса тӑратӑн, ҫул пар!

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен нихҫан та туртса курман эп — ҫапах сӗннӗ «Прима» сигарета илтӗм, ҫӑвара хыпрӑм.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Нормӑпа ҫителӗклӗ ҫитереҫҫӗ пулсан та ялан ҫӑвара апат хыпас килет.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Юлташӗсем ӑна ҫӑвара шыв сыпнӑн чӗнмесӗр куҫ хӗррипе ӑсатса ячӗҫ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӑш-пӗр ҫӑмӑлтарах яшсем унпа калаҫма — сӑмах ваклама тӑрӑшсан та хӗр хирӗҫ чӗнмерӗ, ҫӑвара шыв сыпнӑ пек тӑчӗ, пӗр Виталий пирки ҫеҫ шутларӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тукмак хӳре вилӗ ҫурине ҫӑвара хыпса, чӗррисене ертсе чӑтлӑхалла ҫул тытрӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Левенти амӑшӗпе арӑмӗ калаҫнине ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларать.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Эпӗ те, шкултан таврӑннӑранпа ҫӑвара пӗр татӑк апат хуманран та пуль, шӑнса чӗтрене ертӗм.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Тип кашӑк ҫӑвара ҫурать тенине аса илтӗм мар-и. Архентов.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Юрать-ха Тамара шеллерӗ: типпе юлнӑ пулӑ пек, ҫӑвара карса кӑнса выртма памарӗ.

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эсир манӑн ҫӑвара хупаймӑр.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темшӗн тутасем пӗҫерсе ыратрӗҫ, вӗсен хушшинчен ҫӑвара тӑварлӑ тутӑ юхса кӗчӗ, тӳсеймесӗр тутине ҫыртса татнӑ иккен.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Саспаллисене тӑрӑшса хут ҫине ӳкерсе тарласа ӳкрӗ мӗскӗн, тутисем хими кӑранташне лайӑхрах ҫырӑнтӑр тесе тӑтӑшах ҫӑвара чиксе йӗпетнипе ҫӑварӗ кӑвакланса кайрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юр сӑмсана, ҫӑвара, куҫсене кӗрет, хаяррӑн тумтире лӑскать.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ҫӑвара уҫма та май ҫук иккен — сивӗ шӑлсене шартарса ярать.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Эсир манӑн ҫӑвара хупаймӑр.

Help to translate

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Ун чухне ҫӗрӗ те ҫӑвара кӗрет.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӑвара уҫсанах хӑйӑр шӑл ҫинче качӑртатма тытӑнать.

Нельзя было открыть рта, чтобы песок не скрипел на зубах.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Паян акӑ анне ӑна мӗнле намӑслантарнине, ун пирки элекленине илтрӗм, ун чух эпӗ алӑк хыҫӗнче тӑтӑм, макӑртӑм, хамӑн ҫӑвара хупларӑм, ҫапах та кӗме хӑяймарӑм…

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed