Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗрен-тилхепе явнӑ чухне икӗ сӳс ярӑмӗ пӗр-пӗринпе пӗтӗрӗнсе, явӑнса пыраҫҫӗ-ҫке.
XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тӑвалла пӑхрӑм та ватӑ йӑмрасем хыҫӗнчен хуп-хура тӗтӗм явӑнса хӑпарнине куртӑм вара.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Саня кантӑк витӗр пӳртҫи хӗрринчен, пӗрре сӳтӗлсе, тепре явӑнса, такам ҫӳлтен пӑлхатса-вылятса тӑнӑ пекех сулланса юхакан шыв кантри ҫине пӑхса тӑчӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Кӗтме чӑтӑм ҫитерчӗ ӑна Чӗкеҫ, ытти каччӑсем илӗртни, умра-ҫумра явӑнса ҫӳрени пуҫне ҫавӑрса ямарӗ унӑнне.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Пӑрӑнтӑк чӑвашӗ ҫаплах явӑнса ҫӳрет, куҫне чӳлмексем ҫинчен ямасть.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӑл арҫын паян иртенпех кунта ҫӑхан пек явӑнса ҫӳренӗ иккен.
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫул ҫине тусан явӑнса юлать, тусанпа пӗрле — ут ури сасси.
Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Юмана та паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Чӑваш халӑхӗн те, ай, чунӗ пек, Чӑваш ҫыннин ҫунан чунӗ пек.
Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑвӑса та паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса.
Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хурамана паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Мана ҫывӑх ҫыннӑн, ай, чунӗ пек, Савнӑ аттен ҫунан чунӗ пек.
Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пилеше те паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Ман тӑванӑн та, ай, чунӗ пек, Ман йӑмӑкӑн ҫунан чунӗ пек.
Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗренене паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Ман тӑванӑн та, ай, чунӗ пек, Ман тетемӗн ҫунан чунӗ пек.
Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Куҫне-пуҫне тавӑрса: «Пӗтрӗм» тесе ӗсӗклет, Амӑш ҫине явӑнса Хӗр йӗррипе вӑл хӳхлет.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӑнтӑр кунӗ лайӑхчӗ, Пӗтӗм тӗнче уярччӗ, Анчах халӗ кӳлӗм ен Тӗттӗмленчӗ ҫур тӗнчен: Хура пӗлӗт явӑнса Хаярланса хӑпарать, Ҫиҫӗм ҫиҫсе вӑрӑнса Аслатийӗ ахӑрать.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унта эпир хальччен курман ансӑр ҫулҫӑллӑ вӗрене ӳсет, ҫырласӑр иҫӗм йывӑҫҫи пӳрт тӳпине явӑнса хӑпарать.
Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Мӗн пытармалли ӗнтӗ: эрех персе кӳпсен арҫынӗн те, хӗрарӑмӗн те, «ураран явӑнса», ҫӗрӗк тунката пек йӑванса е лаплатса ӳкесси те пулкалатех.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ула Тимӗрпе Полина тунсӑхлӑ, айӑплӑ куҫӗсемпе тӳпери илпеклӗ, чикӗсӗр ирӗклӗхре савӑккӑн явӑнса, вӗҫсе-ярӑнса ҫӳрекен шурӑ ангелсене-турпикесене юлашки хут сывпулашуллӑн ытамласа, ачашласа илчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл, пӑшлатса-йӑслатса, тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрлантаркаласа, каллех хӑйӗн «ҫамрӑклӑхне-яшлӑхне» аса илчӗ — яра пачӗ ташша, ҫӑт-ҫат ҫапӑнса, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр явӑнса, хоп-хоп ура хуҫса (савӑнса юлтӑрах ӗнтӗ вӑй-хал тапса тӑнӑ чух этемӗнни пекех кӗске ӗмӗрӗнче!).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анук тавра явӑнса ҫӳретчӗ вӑл.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӗри сывлӑш, маччана ҫапӑнса, урайне явӑнса анчӗ, Уҫкана ӑшалама тытӑнчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.