Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хыр вӑрманӗнчен тухсан, вӗсем шыв урлӑ каҫрӗҫ, вара Ястребацӑн чи ҫӳллӗ те чи шӗвӗр юппинче — ту юпписем, сӑрт тӳписем, сӑрт хушӑкӗсем, варсем хушшинче — хӗҫ пек авӑнса выртакан Ҫинҫе Сӑмсахра чарӑнчӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ура айӗпе ту тайлӑмӗсемпе юпписем анаталла ҫӗлен пек авкаланса анаҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Унта курӑкпа е вӑрманпа витӗннӗ тикӗс тайлӑм ту шӑртне ҫитиех улӑхать; унта ту тайлӑмӗсене тарӑн та анлӑ варсем каса-каса тухнӑ, вӗсем хушшипе ту юпписем кукӑрӑлса иртеҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Библиотекарьсенчен пӗри ун патне пычӗ те: — Синьор Риварес, йӑнӑшмастӑп пулсан, эсир Амазонка шывӗн юпписем тӑрӑх ҫӳресе тӗпченӗ Дюпре экспедицин членӗ пулнӑ, пӗр йывӑрлӑхран тухма пулӑшӑр-ха пире. Пӗр хӗрарӑм ҫав экспедици ҫинчен ҫырнӑ отчетсене ыйтать, анчах вӗсене переплетчик илсе кайнӑ, — тесе ыйтрӗ.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Десна юханшывӗпе унӑн юпписем — Сновьпе Судость урлӑ-пирлӗ таткаланӑ Черниговщинӑн ҫурҫӗр пайӗнчи вӑрман ҫулӗсемпе ҫӗрӗн-кунӗн оккупантсен ҫуран тата утлӑ патрулӗсем ҫӳренӗ.
Щорс ӑҫта? // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пысӑк пӳрнепе ҫӗҫӗ ҫивчӗшӗ е вилка юпписем пуҫланнӑ тӗлтен тӗренмелле.Кончиком указательного пальца можно опираться на стык ручки и острия, но не ниже.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Темӗн пекех тӑрӑшса шырасан та, сылтӑмран та суллахайран та, ҫӳлтен те, аялтан та нимӗнле тухса каймалли пӗр хушӑк та, ниҫталла ҫул юпписем пӑрӑнса кайнине те тупаймарӑмӑр.Как мы ни искали, и справа и слева, и сверху и снизу, мы не могли найти ни прохода, ни разветвления.
XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Морякӑн йӑнӑшне е пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ сӑмахӗсене пула, Горева пушарпа хӑрӑмланса ларнӑ посёлокри пысӑк, хӑтсӑр ҫуртсемлӗ урамран часах пысӑк та кивӗ, ешӗл тӗспе витӗннӗ сулхӑн ҫӑва ҫине пырса тухрӗ, кунти утмаҫулсене хӗрлӗрех сарӑ кирпӗч катӑкӗсенчен тунӑ, ҫул юпписем пӗрлешнӗ вырӑнсене стрелкӑсем тата пирус тӗпӗсемпе ҫӳп-ҫап валли аллейӑсем тӑрӑх урнӑсем ларта-ларта тухнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
«Тытсассӑн, пурпӗрех вӗлерӗҫ, пӗр-иккӗшне те пулин пӗтерем юлашкинчен», — шухӑшлать вӑл, хӑй ҫӑлӑнассине халӗ те шансах пӗтермесӗр завод вӗсен хыҫне чылай инҫе юлсан, чукун ҫул юпписем вокзал еннелле пӑрӑнма пуҫласан тин Андрий чарӑнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Кунта чукун ҫул юпписем ҫите-ҫите чарӑнаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Таня вара, аллине тӑсса, ҫӑлтӑра пӳрнипе сӑтӑрчӗ те, унӑн юпписем каллех йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.И Таня, протянув руку, потерла звездочку пальцем, и звездочка снова заблестела на гранях.
XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Туземецсен ура йӗрри те ҫук: ӑҫта килнӗ унта ҫӳрекен дикарьсен йӑхӗсем чылай ҫурҫӗререх, Дарлингпа Мёррей шывӗсен юпписем тухакан вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсенче куҫса ҫӳреҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, пампассенче пысӑк шывсем юхаҫҫӗ, вӗсен темӗн чухлӗ юпписем таҫтан-таҫтан юхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта, хуть ӑҫта пулсан та, документсем чикнӗ кӗленче пурпӗрех океана ҫитессе шанма май килнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Паганеле шыв юпписем, пӗчӗк шарланкӑсем, пӗчӗк ҫырмасемпе пысӑк шывсем, пӗвесем, тулли графинсем те тӗлленчӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, шыв мӗнле кӑна пулать, ҫавсем пурте ыйӑхӗпе аташса пӗтрӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Шепетовкӑран пилӗк енне пилӗк ҫутӑ чугун ҫул юпписем тухса каяҫҫӗ.Из Шепетовки в пять разных сторон убегали блестящие полоски путей.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вара каллӗ-маллӗ сӑтӑркаласа, вилка юпписем хушшине тасат, анчах асту — йӑлтӑртатса тӑтӑр.Вот вилочку и чисть туда-сюда зубчиками, только чтоб ни соринки не оставалось.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Чылайччен йӑваланса выртрӗ вӑл чӑнкӑ ҫыран айккинче, инҫете-инҫете сарӑлса кайнӑ шыв анлӑшӗ ҫинелле, Дон хӗрринчи хӗвел шевлиллӗ, ҫутӑ кӑвак тӗтрепе витӗннӗ шурӑ тӑмлӑ сӑрт юпписем ҫинелле кичеммӗн тӗмсӗлсе пӑхрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах тул ҫутӑлнӑ майӗпе шур чуллӑ сӑртсен юпписем шупка кӗреннӗн курӑнма пуҫласанах анат енчен вӑйлӑ ҫил тухрӗ, юхӑма хирӗҫ хаяррӑн тулашса вӗрчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья ҫенӗкрен тухрӗ, алӑк умне тӑчӗ те, куҫне аллипе картласа, хӗвел ҫутатса янӑ шурӑ чуллӑ сӑрт, шӑрӑхпа типсе хӑмӑрланнӑ ту юпписем ҫинелле чылайччен тӗсесе пӑхрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон хӗррипе тӑсӑлакан ҫул ҫинчи акшар тусанӗн пӑс пек шурӑ ҫивиттийӗ, инҫетре — сенкер акшар тӑвӗсен юпписем, вӗсен тӳпинче, кӑвак ҫилхеллӗ Дон шарлакӗ тӗлӗнче, аслӑ, тӳпе анлӑшӗн куҫпа виҫейми ҫӳллӗшӗнче — шурӑ пӗлӗт татӑкӗ, — ҫаксем пурте унӑн куҫӗ умне алӑпа тытса пӑхма май пур пек уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.