Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсене (тĕпĕ: юлташ) more information about the word form can be found here.
Ванюш халӑх варрине тухрӗ те икӗ аллипе те юлташӗсене ыталаса тытрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвӑрт кӑна тумланса, ӑшӑ кӑҫат тӑхӑнса тухса чупрӗ урама юлташӗсене пухма.

Help to translate

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Часрах юлташӗсене хӑваласа ҫитес.

Скорее догнать подруг!

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна пӗр унӑн пули кӑна тӑшмана пӗтерсе хурас пек, пӗр унӑн тӗслӗхӗ кӑна юлташӗсене хавхалантарас пек туйӑннӑ.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӑхтав вӑхӑтӗнче хӑйне ҫапса е тапса хӑваракан ӗлӗкхи юлташӗсене кӳренми те пулнӑччӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Анчах пулни-тӳсни ҫинчен ни килте, ни юлташӗсене пӗр сӑмах та каласа паманччӗ вӑл.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Эпӗ лайӑх пӗлекен Турунов хӑйне хӑй ҫапла ятлать, Турунов хӑйӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ юлташӗсене ҫапла мухтать, хӑйӗн чун-чӗри тасалнӑшӑн савӑнать, ӳлӗм ӑна мӑнкӑмӑллӑхпа чапшӑн хыпӑннин мӗлки нихӑҫан та хуратмӗ тесе шантарать.

Help to translate

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Партиецсен хӑйсен юлташӗсене кама та пулсан ирӗксӗр юраттарма право ҫук, — хӗрарӑм умне пырса тӑчӗ Пруткин.

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Вӑл юлташӗсене айӑплӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫине-ҫинех каҫару ыйтрӗ.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунова хӑйӗн патне мӗн сӑлтавпа чӗннине, хӑйӗн патӗнче кам-кам пулассине ҫийӗнчех пӗлтермесӗр аванах мар тунине Григориу халь тин лайӑххӑн туйса илчӗ пулас, ҫавӑнпа персе ячӗ пулас вӑл менелник пирки, ҫирӗм саккӑр тултарни темле пысӑк юбилей пекех, юлташӗсене пухнин тӗп сӑлтавне манса кайнӑ пекех каласа хучӗ.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шухӑшӑр сирӗн ырӑ, ентешӗм, анчах мӑн пуҫлӑхсем институтри юлташӗсене часах манаҫҫӗ-ҫке, парти шкулӗнче пӗрле вӗреннисене кӑна асра тытаҫҫӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫитменнине, унта вӑл хӑйӗн чи ҫывӑх юлташӗсене чиксе тултарчӗ, лешсем вара ӑна ҫӑварӗнчен кӑна пӑхса лараҫҫӗ, вӑл мӗн калать — тӳрех кӗшӗл! алӑ ҫӗклеҫҫӗ, пӗр харӑс ур-ра кӑшкӑрма та хатӗр.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Радик кӗске сӑмсаллӑ картусне тӑхӑнчӗ те, юлташӗсене каласа, ҫывӑхри столовӑйне апат ҫиме кайрӗ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ваҫҫа инженер сӑмахӗсемшӗн, хӑйӗн ӗлӗкхи юлташӗсене ҫухатманнишӗн питӗ савӑнчӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Часах ӗмӗрлӗхех куҫне хупасса пӗлсессӗн вара вӑл тин тупӑннӑ юлташӗсене пухрӗ те хӑйӗн утаманӗ пулнӑ патька-патшан шанчӑклӑ ҫарпуҫӗ Укаслу-полковник ҫинчен мӗн пӗлнине, вӑл ертсе пынипе хӑйсем ӑҫта-ӑҫта ҫитнине, ирӗклӗхшӗн епле кӗрешнине пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл аптӑранӑ енне юлташӗсене вӑратас тесе, каялла, вӗсен патнелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Канса илӗр, канса илӗр! — сӗнчӗ Ишмук юлташӗсене.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук юлташӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук вара калаҫӑва урӑх енне пӑрас, пӗрле ҫӗр ҫӗрлемелли юлташӗсене кӑштах уҫӑлтарас тесе хӑй ҫинчен каласа пама шутларӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук та юлташӗсене ҫапла савӑнтарса, хуйхӑ-суйхӑ ҫинчен мантарнӑшӑн савӑнчӗ пулас, кӑмӑллӑн хӗвел пек ҫиҫсе ларчӗ.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed