Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрехпе (тĕпĕ: эрех) more information about the word form can be found here.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнӑр, эрехпе ан иртӗхӗр.

Ведите здоровый образ жизни, не злоупотребляйте алкоголем.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кайран эрехпе мар, телейпе ӳсӗрӗлсе кайнӑ Георги фортепьяно умӗнче ларакан арҫын ача патне пӗшкӗнчӗ те танго калама ыйтрӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Вырт-ха кравать ҫине, урусене эрехпе сӑтӑрам…

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Карттусунтан пуҫласа атту таранах эрехпе касӑлнӑ эсӗ!

Help to translate

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунсӑр пуҫне районти медӗҫченсем рейдсем ирттереҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра эрехпе иртӗхекен ачасемпе ашшӗ-амӑшне тупса палӑртаҫҫӗ.

Кроме того, медработники района проведут рейды, во время которых постараются выявить злоупотребляющих алкоголем несовершеннолетних, а также подобные семьи.

Канаш районӗнчи чи урӑ урампа яла палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35080.html

Кӑҫалхи пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен 1,3 проценчӗ Канаш районӗнче пурӑнать.

По итогам первого квартала этого года, в Чувашии 1,3% из всех отравившихся некачественным алкоголем людей проживает в Канашском районе.

Канаш районӗнчи чи урӑ урампа яла палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35080.html

— Юлашки ҫулсенче эрехпе, сӑмакунпа, чӑнах та, туслах мар иккен эс, ҫакна та пулин ӗҫ эппин.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пӗвер ыраткалать — врачсем эрехпе туслӑ пулма хушмаҫҫӗ», — тесе айӑкне тыткаласа ҫӳренӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чараксӑр чӗлхисӗр пуҫне тепӗр «ҫылӑхӗ» те чӑрмантарчӗ ӑна: ҫав вӑхӑтра эрехпе шутсӑр туслӑччӗ Сулагаев.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апатпа е эрехпе наркӑмӑшланас хӑрушлӑх пур.

Есть вероятность отравления тяжёлой пищей или алкоголем.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ашшӗ-амӑш, хурӑнташ, тӑван-пӗтен, ял-йышсем, тантӑшсемпе сар хӗрсем эрехпе те сӑрапа ӑна кӗтсе илеҫҫӗ, сӗтел тулли ҫимӗҫӗ, ӗҫ те ҫи, ҫи те ӗҫ!

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Кӗҫех ҫӗр грамм кӗрекен кӗленче черккесем чӑр-р-р! юхнӑ эрехпе, икҫӗр грамм кӗрекен полиэтилен стакансем шӑпӑр-шӑпӑр-шӑпӑр «сикнӗ» сӑрапа чӑп тулса ларчӗҫ.

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

— Эс, пӗлетӗп, сӑра пички, эрехпе «ал ҫапасшӑнах мар».

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эрехпе ан иртӗхӗр.

Не увлекайтесь алкогольными напитками.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫыннӑн чӑн-чӑн шухӑш-туйӑмне, кӑмӑл-сипет паллисене пӗлес тесен, ӑна е экстремаллӑ условисенче, е эрехпе ӳсӗртсе пӑхмалла теҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑнтан сывалса тухсан шкулта вӗсене пӗр хушӑ ӗҫрен те катертрӗҫ, каярахпа ҫеҫ, кусем текех эрехпе айкашмасса, йӗркеллӗ ӗҫлесе пурӑнма сӑмах парсан, учительсем вӗсене каҫарчӗҫ те каллех хӑйсен йышне йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Сӑра та пур-ха, нӳхрепрен илсе тухрӑм та, сивви тартӑр тесе, плита ҫине лартрӑм, — телейлӗн калаҫрӗ Униҫ инке, буфетран пӗр кӗленче эрехпе черккесем лартса парса.

Help to translate

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те эрехпе наркӑмӑшланнӑ.

По предварительным данным, оба отравились алкоголем.

Шуршӑлта икӗ арҫын эрех ӗҫсе вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34204.html

— Ӗҫ лайӑх вӗҫленсен, хуть эрехпе шыва кӗр.

Help to translate

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Еккӗмӗ, каллех эрехпе, ҫири кӗпене сӳсе илме пикенчӗ…

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed