Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Санӑн ырӑлӑху иксӗлми, Эсӗ ӑна Хӑвӑнтан хӑракансем валли упратӑн, Эсӗ ӑна Хӑвна шанакансем валли этем ывӑлӗсем умӗнчех хатӗрленӗ: 21. Эсӗ вӗсене халӑхсен пӑлхавӗнчен Хӑвӑн сӑну хӳттинче пытарса усратӑн, вӗсене ҫынсенӗн хаяр чӗлхинчен хӳтӗлесе тӑратӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӗрӗсле мана, сӑна мана; ӑшӑм-чиккӗме, чӗреме шӑратсах тӗрӗсле: 3. Санӑн ырӑлӑху — куҫӑм умӗнчех, эпӗ Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрерӗм, 4. суеҫӗ ҫынсемпе лармарӑм, чее ҫынсемпе те каяссӑм ҫук; 5. усал шухӑш тытнисен эшкерне курайми пулса ҫитрӗм, йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле ларассӑм ҫук; 6. эй Ҫӳлхуҫамӑм, хам айӑпсӑррине кӑтартса алла ҫӑвам та парне вырӑнӗ тавра ҫаврӑнам, 7. Сана янӑравлӑн мухтаса калаҫам, Санӑн мӗнпур кӗтретӳ ҫинчен пӗлтерем.
Пс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла, [Санӑн] ырӑлӑху, хӗрхенекен кӑмӑлу ӗмӗрӗм тӑршшӗпех манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче нумай-нумай кун пулӑп.
Пс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна патӑн, мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах ырӑлӑху та вӗҫӗмсӗр Санӑн, ӑна пӗлсе те ҫитейместӗн: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ырӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, этем усаллӑхӗшӗн пӑшӑрханатӑн [д].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.36. Ты даешь мне щит спасения Твоего, и милость Твоя возвеличивает меня.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2