Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аякра-аякра пӑс пек шупка пӗлӗт хыҫӗнчен ура янӑ хӗрлӗ хӗвел ҫӗкленет.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Юхан шывӗ симӗс пустав ҫине шупка кӑвак ҫиппе тӗрленӗ тӗррӗн пайӗ пек тӑсӑлса выртать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Шупка кӑтра пӗлӗтсем вӗсене ачашланӑн шуса иртеҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пиншакӗ айӗнче — шупка йӑрӑм кӗпе.
39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тӳпере хура кӑвак, шупка сарӑ пӗлӗтсем ярӑнаҫҫӗ…
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Завьяловпа Оля тин ҫеҫ тул ҫутӑлма пуҫланӑ вӑхӑтра, таврари йывӑҫсем сасартӑк палӑракан пулнӑ чух вӑранса кайрӗҫ; пӗлӗтри кӑвак хура сӑрсем шупка кӑвак пулма тытӑннӑччӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вара туратсем тӗттӗм симӗс тӗслӗ мар, шуррӑн, шупка кӑваккӑн курӑнса каяҫҫӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӗсем хушшинче шупка симӗс панулмисем.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Иккӗшӗн те шупка кӑвак тӗслӗ.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тутӑрӗсем шупка кӗрен.
IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тулта та пӗр ҫутӑ курӑнмасть: пуйӑс вӑрман витӗр пырать пулмалла — шупка пӗлӗт хӗррипе пуйӑс хушшинче хура мӗлке тӑсӑлать.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Пӗве шывӗ йӑрӑм-ярӑм пӗлӗтсем хушшинчи шупка кӑвак уйӑх ҫутинче тӗкӗр пек тикӗссӗн йӑлтӑртаткаласа выртать.
XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хыҫалти ретре шупка хӗрлӗ мӑйӑхлӑ ҫулланнӑ арҫын ҫӑмӑллӑн, васкаса ҫӗкленчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Пичче ман ҫӳллӗшех, анчах манран самаях начар», — пӑшӑрханарах шухӑшларӗ Герасим Федотович, ҫав вӑхӑтрах вӑл пиччӗшӗн сулахай пит ҫӑмартинче нимӗҫ пӑрҫи пысӑкӑш шупка ҫӗвӗк вырӑнне асӑрхарӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Каҫхи тӳпери шупка уйӑха ытарлӑн ҫапла калаҫҫӗ чӑвашсем.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ку ҫул вилӗм нумай пулать! — ирсерен хӗвел ҫутӑ шупка тӗспе пӗвенсе пӗлӗтелле хӑпарнине курса, калаҫрӗҫ карчӑксем те.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шыв хӗррипе шупка сарӑ хӑйӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кунта ҫӗрле те тӗттӗмленменни, шупка ҫутӑ тӑни тарӑхтарчӗ те ӑна.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Уйрӑмах кӑнтӑр енче ӑна ҫерҫи хурчки пек тӗксӗм, сӑхӑ шупка пӗлӗт таткисем лӗклентерсе, вараласа майран кӑларнӑ.
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Тӳпери хӗвелӗ куҫа шартармасть пулин те, кӑмӑлне йӳле янӑ: чӑваш ташши ташла-ташла, ярӑмӑн-ярӑмӑн тӑсӑлакан кӗвелӗк янӑ турӑх пек шупка, тип тӗтре пек шӗвек пӗлӗтсем хыҫӗпе «анатран тӑвалла», пуҫ тӳпинеллех кармашать.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.