Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ванюк ҫине тек шанма юрамасть.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫавӑн пекех ӗҫкӗпе иртӗхекен тӗпчевҫе те шанма юрамасть.
XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Приоритетлӑ статус илни ҫӑмӑл промышленноҫӑн предприятийӗсене пуҫарусене пурнӑҫлама налук ҫӑмӑллӑхӗсем тата тӑкаксен пӗр пайне саплаштарассине шанма май парать.
Пушкӑрт ҫӑмӑл промышленноҫ кластерне йӗркелет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3494444
Тӑван ҫӗршыва парӑнни, чун хӑвачӗ, хастарлӑх, реакци хӑвӑртлӑхӗ, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗ Раҫҫей спецназӗн представителӗсене тӗнчери чи лайӑх ҫынсем тӑваҫҫӗ, пирӗн Тӑван ҫӗршывпа унӑн ҫыннисене кирек мӗнле хӑрушлӑхӗнчен те шанчӑклӑ хӳтӗлессине шанма май параҫҫӗ.
Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти "Пысӑк ӗҫ ҫинчен калаҫни" занятине спецназовецсене халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3491057
– Унсӑр аш-какай, сӗт туса илессинче кӑтартусем ӳсессе шанма ҫук.– Без этого нельзя рассчитывать на рост показателей, как в производстве мяса, так и молока.
Пушкӑртстанри хуҫалӑхсем 2600 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... nn-3463310
Лайӑх хыпарсем оптимизм кӳрӗҫ, хӑвӑр вӑя шанма пуҫлатӑр.Хорошие новости в четверг прибавят вам оптимизма и уверенности в собственных силах.
41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Чысне ҫухатнӑ ҫын кӑна, пурне те хӑй пек тесе шутлакан ландскнехт ҫеҫ вырӑс совет офицерӗ предатель пулать тесе шанма пултарать!
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӑна типпӗн ответлерӗҫ: халлӗхе нимӗн те паллӑ мар, тата ҫитес ҫывӑх вӑхӑтрах мӗн те пулин паллӑ пуласса та шанма ҫук, терӗҫ.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Шанма ҫук мана, — кулса ячӗ Магдаль.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Шанма та ҫук сана…
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шанма ҫук, ҫиллентерсен, кайса та калӗ Валя.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шанма та ҫук.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Опытлӑ ҫӗр ӗҫченӗсем вӗсене шанса панӑ ҫак ӗҫе те пахалӑхлӑ пурнӑҫласса шанма пулать.
Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381
Иртнӗ ҫулсенчи пекех, пирӗн округри вӗренекенсем республика, ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса палӑрмаллах ҫитӗнӳсем тӑвасса шанма пулать.
Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/
Тен, шанма та пӑрахнӑ-и?!
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
«Пирӗн Африкӑри туссем Раҫҫей ялхуҫалӑх таварӗсен шанчӑклӑ поставщикӗ пуласса шанма пултараҫҫӗ, чи кирлӗ патшалӑхсене малалла та пулӑшса пырӑпӑр», - тенӗ вӑл.
Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3405182
Ывӑл физикӑпа интересленме, хӑйӗн пӗлӗвне шанма пуҫларӗ, халӗ шкулти учитель те ун ҫине урӑхларах пӑхма тытӑнни сисӗнет.
Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/
Ӗҫке ернӗ ҫынсене шанма ҫук.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Шанма хӗн…
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Паллах, шанма йывӑрччӗ — вӑл манӑн институтри «туя» пырса аркатнӑранпа вунвиҫӗ ҫул иртрӗ, чип-чипер хӗрарӑм, ачаллӑ пулсан та, качча каймаллах.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.