Шырав
Шырав ĕçĕ:
51. Эй чурӑсскерсем! чӗрӗре, хӑлхӑра кастарманскерсем! эсир ялан Таса Сывлӑша хирӗҫ пыратӑр, аҫӑрсем епле пулнӑ, эсир те ҫаплах.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл вӗсене каланӑ: мӗншӗн хӑратӑр, мӗншӗн-ха сирӗн чӗрӗре ҫакнашкал шухӑшсем кӗреҫҫӗ?38. Но Он сказал им: что смущаетесь, и для чего такие мысли входят в сердца ваши?
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакна чӗрӗре хывӑр: хӑвӑра хӳтӗлесе мӗн калассине малтанах шухӑшласа ан хурӑр: 15. Эпӗ сире кирлӗ сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑра ҫын умӗнче тӳрӗ ҫынсем пек кӑтартатӑр, анчах Турӑ сирӗн чӗрӗре пӗлсе тӑрать: ҫынсем мӗне хисепе хуни Турӑ умӗнче ирсӗр вӑл.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эхер те эсир ӑстӑнӑра ҫирӗп тытаятӑр, чӗрӗре асӑрхаса-тӗрӗслесех тӑраятӑр пулсассӑн, пурӑнӑҫӑра сыхласа хӑварайӑр, вилнӗ хыҫҫӑн ырӑлӑх илейӗр: 35. вилнӗ хыҫҫӑн эпир чӗрӗлсе тӑрӑпӑр та, сут пулӗ — ун чухне тӳрӗ ҫынсенӗн ячӗсене пӗлтерӗҫ, усаллисенӗн ӗҫӗсене кӑтартӗҫ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сирӗн чӗрӗре Хӑйӗн саккунӗпе йӗркисене туса тӑма уҫтӑр, тӑнӑҫлӑх парнелетӗр!4. Да откроет сердце ваше для закона Его и повелений и дарует мир!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Чӗрӗре паянхи кунран каялла, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнчен, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунран, каяраххи енне ҫавӑрӑр-ха; чӗрӗре ҫавӑрӑр-ха: 19. кӗлетре тата вӑрлӑх пур-и?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр чӗрӗре паянхи кунран каялла, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче чул ҫине чул та хуман чухнехи вӑхӑт еннелле, ҫавӑрӑр.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗре хӑвӑрӑн ҫулӑрсем еннелле ҫавӑрӑр.7. Так говорит Господь Саваоф: обратите сердце ваше на пути ваши.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа паян Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗре хӑвӑрӑн ҫулӑрсем еннелле ҫавӑрӑр.5. Посему ныне так говорит Господь Саваоф: обратите сердце ваше на пути ваши.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫири тумтирӗре мар, чӗрӗре туртса ҫурӑр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр енне ҫаврӑнӑр: Вӑл — ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, сире ҫитнӗ хӗн-асапшӑн ӳкӗнет.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ: 8. «чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр, 9. унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ. 10. Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм, 11. ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Фараон хӗрӗсӗр пуҫне Соломон тата ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене нумай хӗрарӑма — Моав, Аммон, Эдом, Сидон, хет ҫыннисен хӗрӗсене — юратнӑ, 2. ҫав халӑхсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене: «вӗсем патне ан кӗрӗр, вӗсем те сирӗн патӑра ан кӗччӗр, ҫапла вӗсем сирӗн чӗрӗре хӑйсен туррисем еннелле ан ҫавӑрайччӑр» тесе каланӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Самуил вара пӗтӗм Израиль халӑхне ҫапла тесе каланӑ: эсир пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнатӑр пулсассӑн, ют ҫӗр туррисемпе Астартӑсене хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр, хӑвӑр чӗрӗре Ҫӳлхуҫана вырӑнаҫтарӑр, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара сире филистимсен аллинчен хӑтарӗ, тенӗ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2