Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Неушлӗ килмест вӑл? сасартӑк ун ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса кайрӗ, самантранах унӑн ҫан-ҫурӑмӗ тепӗр хут сӑрлатса илчӗ, анчах урӑх сӑлтавпа: Санин хӑй хыҫӗнче ҫӑмӑллӑн утса пынине, хӗрарӑм тумтирӗ ҫӑмӑллӑн чӑштӑртатнине илтрӗ…
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Базаров, хӑй умӗнчи пурҫӑн платье ҫинҫе сасӑпа чӑштӑртатнине итлесе, куҫӗсене ҫӗклемесӗр ун хыҫҫӑн хӑвӑрт утса пычӗ.
XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫемен Анфисӑн кӗпи чӑштӑртатнине, вӑл тикӗс сывланине итлесе выртнӑ, юратнӑ хӗр ҫывӑх пулни чуна савӑнтарнӑ!..
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах Ҫемен калтине те, уйӑхпа ҫуталса тӑракан утӑ купине те курмарӗ, ура айӗнче типӗ курӑк чӑштӑртатнине те, шӑрчӑксен юррине те илтмерӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Давыдка вальцовщик, ҫӳҫне ҫӑнӑх тусанӗ тулнипе пӗтӗмпех кӑвакарса кайнӑ пек курӑнаканскер, пушмакӗсемпе ҫункавсене хускаткаласа, вӗсем темле шӑршлӑн, типпӗн чӑштӑртатнине шӑппӑн кулса итлесе утса ҫӳрет.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Варькӑна аван, вӑл ҫӳлте ҫывӑрать, витӗннӗ, улпут майри пек, кунта вара — пуҫ айӗнче чӑштӑртатать, айккисенче чӑштӑртатать, урасем айӗнче чӑштӑртатать, мӗн чӑштӑртатнине кам мур пӗлет-ха ӑна?
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах сулахай енче хӑях чӑштӑртатнине илтсен, ун хушшипе кукӑр-макӑр йӗр хӑвӑрт чупса кайнине курсан, унӑн пичӗ хӑях пекех симӗсленсе кайрӗ, куҫӗ майӗпен лупашкинчен тухма пуҫларӗ…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар ун ури айӗнче тӑм чӑштӑртатнине те, хыт хуран типӗ тунисем хуҫӑлнине те илтменччӗ, хӑйӗнчен пӗр пилӗк утӑмра малалла ӳпӗнсе тӑракан ҫын мӗлкине курсан, вӑл шартах сикрӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Старик стена леш енче чӑштӑртатнине илтрӗ те хӑйӗн патвар, кӗрнеклӗ кӗлеткине ҫӗр ҫинчен пӗр кӗтмен ҫӗртен ваштах ҫӗклерӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫил кашланине, улӑм чӑштӑртатнине, шӑшисем ҫинҫен ҫухӑрашкаланисене тата пусӑ тараси чӗриклетнине тимлӗн итлесе ларнӑ хушӑра, Яков Лукич тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ: ҫӗрлехи мӗнпур сасӑсем ӑна таҫтан инҫетрен илтӗнекен тӗлӗнмелле салхуллӑ музыка евӗр туйӑнма пуҫларӗҫ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
6. Хӗрарӑм алӑкран кӗрсессӗн, ун ури чӑштӑртатнине илтсе, Ахия каланӑ: кӗр, Иеровоам арӑмӗ; мӗншӗн-ха тумтирне улӑштарса тӑхӑнтӑн?
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2