Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чуста хурам, — тинех сӑмах хушрӗ арӑмӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӳлмекри чуста тем чухлех тӑкӑннӑ иккен.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫӑкӑр хывнӑ чухне, кӗл ан лектӗр тесе, чуста айне хуратчӗ ӑна.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл шутра ҫак текстсене асӑнма пулать: «Патша арӗм ҫухални», [«Каҫ Иванӗ, Ҫур ҫӗр Иванӗ, Ирхи Иван»,] «Антей паттӑр ҫинчен», «Яшкалӑх паттӑр», «Пӑхӑр упа», «Пултран», [«Ачапа шор упа»], [«Кӗҫӗн ывӑл»], «Йӑван ҫичӗ хутлӑ ҫӗршывран таврӑнни», «Йӑван амӑшӗпе акӑшӗсене ҫӑлни», «Чуста паттӑр», «Арӑслан паттӑр».
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Тата вӗтӗ шурӑ хӑмпӑсем ҫатлата-ҫатлата ҫурӑлаҫҫӗ те, шалта, шывра, чуста йӳҫсе аннӑ пек ҫатӑртаттарса-чашӑлтаттарса, карассем курӑк ҫиеҫҫӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кукамай вара кухньӑра чуста ҫӑрма юлчӗ.
Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582
Чуста йӳҫнӗ чухне сас тӑватьиҫ.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Унта чуста йӳҫсе ларнӑ.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Юлать чуста ытлашши.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Урӑлманкин, ӗҫ мӗн ҫинчен пынине тинех тавҫӑрса илсе, тӑруках ырӑланса, хӑюлланса кайрӗ, чунӗ-чӗри катаччи чупӑвне ҫӗкленчӗ, ҫуланчӑк куҫӗнче чеелӗхпе чӑрсӑрлӑх пӗр-пӗрне ал лапписемпе ҫапса илчӗҫ, шалти хаяр кӳренчӗк вучӗ самант пӑлтлатса сӳнчӗ, йӳҫӗ чуста пек йӳҫенкӗ сӑн-пичӗ тутлӑн-ҫуттӑн йӗлпӗрӗнчӗ, сарӑхнӑ капан шӑлӗ пӳлӗмре каллех тӗксӗм ҫутӑ ҫутрӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Йӑтмарҫӑсем, ӑшши панӑ мунча тарӗпе ҫӑвӑнаканскерсем, пӑшт-пашт йӳҫекен чуста пек пӑшлаткаласа, Ула Тимӗр патне мӑкавлӑн мӑкӑлтатса пычӗҫ те ун ҫумне, тенкел ҫине хӑмӑррӑн тӗшӗрӗлчӗҫ, лаклатрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Поразомнӑм кости? — чее ҫӑткӑнлӑх лӑймакине путнӑ шӗвӗ металл тӗслӗ куҫне чалтӑртаттарса, тутине йӳҫсе хӑпарнӑ чуста пекех йӗлпӗнтерчӗ Вертихвостов, чӑваш чунӗсӗр чӑваш.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чуста нӑчӑрт-нӑчӑрт тӑвать, тирӗк ҫуласа тасатнӑ пек.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Марине чуста ҫине тек шыв ямарӗ, аллине чаплашкана чиксе йӗпетрӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Пӗр чуста татӑкӗ витрене чӑмрӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Малтан чуста лӗчӗркке пулчӗ, Марине ҫӑнӑх хушрӗ те — тӗпренекен пулса кайрӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Чуста ҫӑрма хӗн иккен: ҫӑнӑх тирӗк тӗпне, айккине ҫыпҫӑнать, мӗн чухлӗ шыв ямаллине те чухлама ҫук.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Чуста вӑл пирӗн ашшӗ.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
Юрату, чуста мар ҫав вӑл, ҫӑнӑхран ҫӑрса тума ҫук ӑна», — терӗм юлашкинчен.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
— Мӗн чухлӗ чуста пӗтнӗ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.