Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Эпӗ вӗсем хушшинче хӳме лартакана, хӳмери хушӑка хупӑрласа, ҫак ҫӗре пӗтересрен хӳтӗлеме Манӑн умӑма тӑракан ҫынна шырарӑм, анчах тупаймарӑм.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хамӑн хаярлӑхӑма хӳме ҫине, ӑна сӗрекенсем ҫине ярса пусарӑп, вара сире калӑп: хӳме те ҫук, ӑна сӗрекенсем те ҫук, 16. Израиль пророкӗсем те ҫук, вӗсем Иерусалима пророк ятӗнчен малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех: «канӑҫлӑх куратпӑр» тетчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна хӳме витӗр кӑларас тесе, хӳмене шӑтарӗҫ; вӑл питне хупӑрлӗ, ӗнтӗ ҫак ҫӗре куҫӗпе кураймӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хула хӳмине витӗр шӑтарнӑ та, ҫар ҫыннисем пурте тухса тарнӑ; вӗсем ҫӗрле патша сачӗ ҫумӗнчи икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухса айлӑмри ҫулпа кайнӑ; хула йӗри-тавра халдейсем тӑнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑ кун Иуда ҫӗрӗнче ҫакӑ юрра юрлӗҫ: хуламӑр пирӗн ҫирӗп; хӳме вырӑнне, тӑпра хӳме вырӑнне Вӑл пире ҫӑлӑнӑҫ пачӗ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патшана ларни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вӑл Ассири халӑхне тытса тӑрса аслӑ Ниневи хулинче патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Миди халӑхне тытса тӑрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вӑхӑтӗнче пулнӑ; 2. ҫак патша Екбатан тавра чутланӑ чултан хӳме тыттарса ҫавӑрттарнӑ, чулӗсен хулӑнӑшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ ултӑ чике пулнӑ; хӳми ҫӳллӗшне ҫитмӗл чике, сарлакӑшне аллӑ чике тутарттарнӑ, 3. хапхисен тӑррине ҫӗр чике ҫӳллӗш пашнесем ларттарнӑ, вӗсен никӗсӗ утмӑл чике сарлакӑш чухлӗ пулнӑ; 4. вӑл хӑйӗн вӑйлӑ ҫарӗ тата йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран ҫарӗ тухмалли хапхасем тутарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл чике, сарлакӑшӗ хӗрӗх чике чухлӗ пулнӑ, — 5. ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирӗҫ Рагав ҫӗрӗнчи аслӑ айлӑма вӑрҫӑпа тухнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Юрӑҫсен тепӗр ушкӑнӗ вӗсене хирӗҫ пычӗ, ун хыҫҫӑн эпӗ тата ҫур халӑх пычӗ, Кӑмака пашнинчен пуҫласа Анлӑ хӳме патне ҫитиччен хӳме тӑрӑх пытӑмӑр, 39. Ефрем хапхипе Кивӗ хапхаран, Пулӑ хапхипе Хананел пашнинчен, Меа пашнинчен иртсе, Сурӑх хапхи патне ҫитрӗмӗр, Тӗрме хапхи умӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Иудея пуҫлӑхӗсене хӳме ҫине илсе кайрӑм, Турра мухтавласа пымашкӑн икӗ пысӑк ушкӑн йӗркелерӗм, пӗр ушкӑнӗ хӳме тӑрӑх сылтӑмалла, Тислӗк хапхи еннелле, кайрӗ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ хӳме тӑвас ӗҫе чакма памарӑм; эпир уй-хир сутӑн илмен, манӑн тарҫӑсем те пурте хӳме юсама ҫӳренӗ.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ, Давид хулинчи Миллона ҫирӗплетнӗ тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Савее ӗнтӗ Авел-Беф-Мааха хулинче хӑваласа ҫитнӗ; хулине хупӑрласа илнӗ; хула ҫумне тӑпрас купаласа хӳме патнех ҫывӑхарнӑ, Иоавпа пӗрле пынӑ ҫынсем пурте хӳмене аркатма тӑрӑшнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара арӑм вӗсене чӳречерен вӗрен вӗҫҫӗн антарса янӑ: унӑн килӗ хула хӳми ӑшӗнче пулнӑ, вӑл ҫапла хӳме ӑшӗнче пурӑннӑ; 16. вӑл вӗсене каланӑ: йӗрлекенсем хӑвӑра ан тӗл пулччӑр тесе эсир ту ҫинелле кайӑр, [хӑвӑр хыҫҫӑн] хӑваласа кайнисем таврӑниччен унта виҫӗ кун пытанса тӑрӑр; кайран хӑвӑр ҫулӑрпа кайӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Ангелне курсассӑн, ашак хӳме ҫумне тӗршӗннӗ те Валаам урине хӳме ҫумне хӗстернӗ; хуҫи ӑна каллех хӗнеме тытӑннӑ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ иҫӗм пахчисем хушшинчи тӑвӑр ҫул ҫинче тӑнӑ, унта пӗр енче те хӳме, тепӗр енче те хӳме пулнӑ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ: шыв вӗсен сылтӑм енче те хӳме пек [тӑнӑ], сулахай енче те [хӳме пек] тӑнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Картишӗнче унта вӗрлӗк купаласа тунӑ хӳме пур; хӳмере чышкӑ кӗмелӗх шӑтӑк пур: ҫав шӑтӑкран курнӑччӗ Иливан Хабибана, ҫавӑнтанах ӑна пӗр ывӑҫ чечек тыттарнӑччӗ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Крепость хӳмисене тар хурса сирпӗтме хатӗрленекенсем ҫӗр чавса хӳме патнех ҫитрӗҫ ӗнтӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӳме тем пек хитре те тӗреклӗ пултӑр та, анчах ҫав хӳме хыҫӗнчи улмуҫҫи ҫинчен улма татса илес тесен, хӳмине пӑхса савӑнса тӑма пулмасть вӗт.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Яков хӑвӑрт кӑна чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ, ҫав самантрах пальто кӗсйинчен револьвер туртса кӑларчӗ, хӑйне тапӑнакан ҫынна уринчен тӗкрӗ, персе ячӗ; пӑшал сасси янӑравсӑр, вӑйсӑр пулчӗ, анчах та ҫын хулпуҫҫийӗпе хӳмене пырса ҫапӑнчӗ, мӗкӗрсе ячӗ те хӳме ҫумӗпе ҫӗре шуса анчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсен хӳмисем ишӗле-ишӗле аннӑ, чул хӳме юлашкисем кӑна йӑтӑнса выртаҫҫӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.