Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсенчен (тĕпĕ: хӗрарӑм) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑмсенчен пурте салтак амӑшӗ мар ҫав…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Питомникри ватӑсен хӑш колхозра мӗнле, ӑҫта лартнине тата калчисем ют вырӑнта мӗнле ӳснине питӗ пӗлесшӗнччӗ, Нурӑс пасарне килекен хӗрарӑмсенчен чарсах ыйтатчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӑл икӗ витрине те шыв тултарчӗ те, хӗрарӑмсенчен уйрӑлса, килелле утрӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑ ҫупакан хӗрарӑмсенчен пӗри: «Вӑт ҫапла, вӑт ҫапла!» тесе хавхалантарать.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мана ӗненмесен ак ҫак хӗрарӑмсенчен ыйт.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗри Серебряный князь умне чӗркуҫленчӗ, юри хытӑ ӗсӗклесе тархаслама пикенчӗ:

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑмсенчен те сӳтӗлчӗк вӗсем.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сиртен, хӗрарӑмсенчен, хӑрамастӑп, — терӗ те вӑл чупса кайрӗ.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Укка халь чи хисеплӗ хӗрарӑмсенчен пӗри ялта.

Укка стала одной из уважаемых женщин в деревне.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пушкин (литераторсем хушшинче тесе хушса хурать патша) — чи талантли, унӑн арӑмӗ — хӗрарӑмсенчен чи илемли, вӑл хӑй, Николай Романов, Раҫҫей патши — чи ӑсли.

Пушкин (среди литераторов, разумеется) — самый талантливый, его жена — самая красивая из женщин, он сам, Николай Романов, царь России, — самый умный.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тыр вырма тухиччен Марине кӑҫал ҫынсене ӗҫе кӑларма йывӑр пулать, хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ ачи-пӑчисене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫумпахчисемпе садсене пӑрахса хире тухас ҫук тесе хӑранӑччӗ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та юлашки эрнере Ваҫук Людмила умӗнче хӑйне герой пек тытрӗ: вӗсем кашни кунах хӗрарӑмсенчен ытларах йывӑҫ касрӗҫ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах «аппетит апатланнӑ чухне килет» тенешкел, хӗрарӑмсенчен пӗри меллӗ самантпа усӑ курас терӗ ахӑр: ун шучӗпе, хайхи ҫула Анат Ҫӗрпӳкасси таранах тӑссан аван пулмалла — Етӗрне еннелле тӳртен ҫӳреме май пулӗ.

Но как говорится в поговорке «аппетит приходит во время еду» одна из женщин решила воспользоваться удобным моментом: по ее мнению, хорошо было бы продлить эту дорогу до Кузнечной — чтобы можно было напрямую выехать по направлению к Ядрину.

Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec

Шӑпах ҫакӑн пек хӗрарӑмсенчен пӗри ку вӑл Вӑрмарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Алевтина Анатольевна Макарова.

Help to translate

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Хӗрарӑмсенчен аякра мар ларакан арҫынсем пуринчен ытла кӑҫал ясак мӗнле виҫерен тӳлесси пирки, хӑйсен лашисем, анисемпе хӑртнӑ вырӑнӗсем пирки, хӗлле сунар ӗҫӗ мӗнле пулни пирки сӑмах-юмах вакларӗҫ.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арҫынсенчен (хӗрарӑмсенчен) комплимент, парне илме хатӗрленӗр.

Будьте готовы принимать комплименты и подарки от мужчин.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паллаштарнӑ хӗрарӑмсенчен пӗри, шӑтӑклаллӑ ҫӳхе тутӑр уртса янӑскер, ытла кӑмӑла кайрӗ Эльгеева.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Диагональ пир-авӑртан ҫӗлетнӗ тум е хура хыс тӑхӑннӑ арҫынсем те хӗрарӑмсенчен юлман.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тараватлӑ пулчӗ кӗлтуни — ҫӑмарта, вӗт кукӑль, пыллӑ рис пӑтти те — пурте лӑках пулчӗ пархатарлӑ хӗрарӑмсенчен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗрарӑмсенчен вӑтанасчӗ хуть, — ним калама аптранӑ енне такама тилмӗрчӗ Феопемпт Анисимович, унтан Гурий аттене шлепке тупса пачӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed