Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетекен учрежденисене хӗллене хирӗҫ хупас умӗн нумай вӑхӑт витӗм кӳрекен наркӑмӑшлӑ им-ҫам хурса хӑвармалла.
Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03
Паллах, кӑҫал ҫулла та хӗллене валли укҫа ӗҫлесе тупсан лайӑхчӗ.Конечно, не плохо бы и нынешним летом подработать денег на зиму.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Кӗркуннепе хӗллене Павел юратмасть, вӗсем ӑна нумай асап кӳреҫҫӗ.Осень и зиму Павел не любил: они приносили ему много физического страдания.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Колхозсем-совхозсем вӑхӑтӗнче килти выльӑсемшӗн хӗллене апат хатӗрлесси чӗр нуша пулнӑ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вак туратсене те фабрикӑна хутмашкӑн илсе каясшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗҫ, ҫапӑ куписем пур ҫӗрте те вӑрманта хӗллене юлчӗҫ.
Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.
Хӗллене каллех хӑнасене кӗтес пулать, халӑхра ҫапла пуплешеҫҫӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Карчӑкпа паянах канашласа пӑхмалла пулать, вара хӗллене, тен, укҫа ӗҫлесе тупма тухса кайӑп.Нынче же мне надо посоветоваться со старухой, а там, может, в зиму я и тронусь на заработки.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эсӗ кала вӗсене, ҫав тӗне кӗнӗ тӗлӗнтермӗшсене: Христос пӗлӗтрен манни кӗрпине выҫлӑх ҫулхине авалхи ҫынсене ҫеҫ тӑкса панӑ, ӑна та ӗмӗрте пӗрре ҫеҫ, казаксемшӗн вара вӑл хӗллене утӑ хатӗрлесе хурас ҫук, ун ҫине ан та шанччӑр!
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тутлӑн туйӑнчӗ ҫав ӑна хӑйӗнчен вунӑ ҫул аслӑрах хӗрарӑмӑн юратӑвӗ, малтанхи тӑмсем тивсе ҫунтарнӑ хӗллене юлакан вӑрманти панулми пекех тутлӑн туйӑнчӗ…
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗллене хуласем чӑнахах та кирлӗ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Юлашкинчен, — терӗ тухтӑр, — хӗллене Парижа кайӑр та унта, ҫавраҫил пек пурнӑҫра, ан пӑшӑрханӑр, театртан бала, маскарада, палланӑ ҫынсемпе хула тулашне ҫӳрӗр, сирӗн тавра палланӑ ҫынсем, шав, кулӑ пултӑр…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пахчара та чылай тӑрӑшрӑмӑр, хӗллене компот-варени, кӑмпа-ҫырла та ҫителӗклӗ хатӗрлерӗмӗр.
Канатпӑр, савӑнатпӑр! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
20. Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр: 21. ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2