Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, тӑшманран мӗнле майпа тарса хӑтӑласси ҫинчен шухӑшласа, татах чарӑнтӑм.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Гусев ҫӳлерех ҫӗкленме пуҫларӗ, тӗллевӗ: аннӑ чухне хӑвӑртлӑха икӗ хут ӳстересси, ҫапла майпа йӗрлевҫӗрен хӑтӑласси.Тогда Гусев стал набирать высоту, рассчитывая при спуске удвоить скорость и уйти от преследователя.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Йӑлтах сывалса ҫитнӗ Таичи ҫине тӑрсах «госпитальрен» мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫапла шухӑшланӑ хушӑра ун патне пӗр кӗтмен ҫӗртен Одзуки пырса кӗчӗ.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ку пӑрсем кӑвак полюсран килеҫҫӗ ӗнтӗ хӑйсен сивӗ сывлӑшӗпе чарусӑр тинӗсе хупласа хураҫҫӗ те ак вӗсем, пӑрахутӑн пӑр ытамӗнчен хӑтӑласси пулмасть вара, тесе шухӑшларӗ вӑл.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Владимир Ильич алӑк ҫывӑхне вырнаҫать, ҫухавине тӑратать те шпикран епле хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлама пикенет.Владимир Ильич сел у самого выхода, поднял воротник и стал думать, как уйти от шпика.
Нева заставин леш енче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫав кун эпӗ киле хуйхӑллӑ таврӑнтӑм, иккӗ паллӑсенчен мӗнле хӑтӑласси ҫинчен тата аннене питех ҫиллентермелле мар епле каласа парасси ҫинчен шухӑшларӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Уншӑн чи кирли — тӳсме ҫук пысӑк асапсенчен хӑтӑласси кӑна пулнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Халӗ, килелле вӑраххӑн утса, Яков ҫав ҫынтан, епле пулсан та хӑйне вӑкӑра пуртӑ айне илсе пынӑ пек тума ӗмӗтленекен ҫынтан, мӗнле хӑтӑласси ҫинчен кӑна шухӑшларӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Куратӑп эпӗ, ку ҫар службинчен хӑтӑласси пулас ҫук.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫак туйӑм, ҫак ӗмӗт кашнинчех пулнӑ: акӑ Павловски набережнӑйра — сарнӑ чул ҫинче — йывӑр аманнӑ салтак выртать, — хӑй таврашӗнче пилӗкҫӗр салтак йынӑшса-ахлатса выртать пулин те, вӑл ҫапах та турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтать, ҫӑлӑнӑҫ памасан, вилӗмне часрах ярччӗ, тет; иртсе пыракан генерала ҫул парас тесе, мӗнпур вӑйне пухса халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗнӗ ополченец та хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; кӗпер урлӑ йӗркеллӗн, пӗрне-пӗри хӗстермесӗр каҫса тӑма хушса тӑракан генерал хӑй те часрах каҫса кайса хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет; васкаса пыракан батальонпа пӑтрашӑнса кайнӑ матрос та — хӗссе хунипе сывлаймиех пулнӑ матрос та — ҫӑлӑнасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; акӑ кӗпер патне пӗр аманнӑ офицера носилкӑпа тӑватӑ салтак йӑтса килеҫҫӗ, кӗпер умӗнче халӑхӗ ытла пӑтрашӑнса тӑнипе вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, вара аманнӑ офицера вӗсем Николаевски батарея умне ҫӗр ҫине вырттарчӗҫ, апла пулин те — офицерӗ те, салтакӗсем те хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ; пӗр тупӑ умӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ артиллерист та ҫаплах шухӑшлать, начальниксем ӑна туппине бухта тӗпне яма хушнӑ, вара вӑл юлташӗсене чӗннӗ те чӑнкӑ ҫырантан туппине шывалла тӗртнӗ, ҫакна вара вӑл мӗншӗн апла тума хушнине ниепле те ӑнланса илеймест; карапсене аркантарса яма бомбӑсем хурса хӑварнӑ флот ҫыннисем те — карапӗсем патӗнчен баркас ҫине ларса васкавлӑн ишсе каякан флот ҫыннисем те, — хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пурте часрах каҫса каясси ҫинчен ҫеҫ, чӗрӗ юласси ҫинчен ҫеҫ, ҫак хӑрушӑ вилем кӗтесӗнчен часрах хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Михайлов, ҫак виҫӗ сехет хушшинче темиҫе хутчен те, ҫук, хӑтӑласси пулас ҫук ӗнтӗ манран, тесе шухӑшланӑскер, хӑй ҫумӗнче пур пек пӗчӗкҫӗ иконӑсене темиҫе хутчен те чуптуса илме ӗлкӗрнӗскер, юлашкинчен кӑштах лӑпланчӗ, ку таранччен те бомбӑсемпе етресем пайтах вӗҫсе иртрӗҫ, пӗри те мана килсе лекмерӗ, халь тин ма лектӗр ентӗ? тесе лӑплантарчӗ вӑл хӑйне хӑй.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Миша хӑтӑласси ҫинчен шухӑшламарӗ те.
Морзе азбуки // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ӗнтӗ кита тапӑнма пӑрахмалла та мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шутламалла.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вут сыппинчен хӑтӑласси Иоҫка ӗҫӗ ӗнтӗ вӑл, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн вара улпут апачӗсен юлашкийӗсем выртакан сӗтел патне ҫул уҫӑ шутланать.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Халӗ мӗнпур хӑюлӑх вӗсен аллине лекессинчен хӑтӑласси пулать.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тарса хӑтӑласси пулмасть.
XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сире тата сирӗн юлташӑрсене ҫакна асӑрхаттаратӑп: эхер эсӗр туртса илнӗ хӗрарӑмсен, аттен тата чиркӳ ҫыннин пуҫӗсенчен пӗр пӗрчӗ те пулин ҫӳҫ ӳкес пулсан, сирӗн вара чи хаяр айӑпран хӑтӑласси пулмасть.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Клешчене ленксен, хӑтӑласси пулас ҫук…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫав самантрах Владик унӑн хӑтӑласси ҫинчен нимӗнле шанчӑк та ҫуккине, пуҫӗпех пӗтнине, ыранах ӗнтӗ ӑна отрядран кӑларса киле ярассинчен тӗнчере нимӗн те хӑтарма пултарас ҫуккине ӑнланса илчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.