Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланнисене (тĕпĕ: хӑтлан) more information about the word form can be found here.
Сунарҫӑсем хумханма тытӑнчӗҫ, кашни хӑйне майлӑ темӗн ҫинчен шутлама тытӑннӑ, пур ҫӗре те пырса пӑхнӑ, йӗри-тавра утса ҫӳренӗ, пур йӗрсене те тап-таса тикӗсленӗ, ҫавна пула ӑслӑ мулкач мӗн хӑтланнисене пӗлсе илме нимӗнле май та пулман.

У нас же суета пошла, каждый стал по-своему о чем-то догадываться, во все совать свой нос, туда-сюда ходить по снегу и так, затирая все следы, отнимать всякую возможность разгадать проделку умного зайца.

Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.

Манман-ха эпӗ вӗсене: ҫав мӑка пит-куҫсене, ҫав «нимӗнех те мар, пырать, хӑть эпӗ пуян хӗр пулин те, кил, ҫывхар тесе калакан пит-куҫлӑ пуян хӗрсене», ҫав вырӑнтан вырӑна куҫарса лартассине, мӑшӑрсем хушшинче явӑнакан, намӑса пӗлмен ҫав евчӗсене, ҫав ӗмӗртенпех, пыракан элексене тата ҫав юри-малли хӑтланнисене, астӑватӑп-ха эпӗ ҫав кама алӑ памалли, кама пуҫ сӗлтмелли, кампа сӑмах хушса калаҫмалли йӗркесене, асрах-ха ҫав сыпӑкран сыпӑка куҫса пыракан юна кайнӑ ӗмӗрхи кичемлӗх те (тата ҫаксене пурне те ахаль кӑна мар, ҫапла тума кирлӗ тесе ӗненсе тӑраҫҫӗ вӗт).

Представляются мне эти тупые лица, эти богатые невесты с выражением лица, говорящим: «Ничего, можно, подходи, хоть я и богатая невеста»; эти усаживанья и пересаживанья, это наглое сводничанье пар и эта вечная сплетня, притворство; эти правила — кому руку, кому кивок, кому разговор, и наконец эта вечная скука в крови, переходящая от поколения к поколению (и все сознательно, с убеждением в необходимости).

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Арҫын ачасемпе хӗрачасем, амӑшӗсем ҫумне тата пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе, халиччен хӑйсем курман ҫар ҫыннисем мӗн-мӗн хӑтланнисене, вӗсен кашни хусканӑвне хӑраса та тӗлӗнсе сӑнаҫҫӗ тата салтаксем хыҫӗнчен инҫетереххӗн чупса ҫӳреҫҫӗ.

Мальчишки и девчонки, прижимаясь к матерям и друг к другу, с испуганным удивлением следят за всеми движениями не виданных еще ими армейских и на почтительном расстоянии бегают за ними.

X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӑл унӑн хӑйӑлти сассине, дирижер пек хӑтланнисене тата шыва кӗнӗ чухнехи шиклӗ сӑн-питне аса илчӗ те ӑна питӗ-питӗ шеллерӗ.

Он вспомнил его дирижирование, сиплый голос, робкий вид во время купанья и почувствовал к нему сильную жалость.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫакӑн пек ӑнланмалла пулса тухрӗҫ ӗнтӗ унӑн темле кӑшкӑрашса каланӑ сӑмахӗсем, аллисемпе тем кӑтартма хӑтланнисене, тепӗр тесен ҫавсемех пулӑшрӗҫ те пуль, тен, Огнянова тытса парас ӗҫре, анчах ҫавӑн пирки хӑҫан та, кама пӗлтерме пултарнӑ-ши — ҫавна тӗплӗн пӗлсе пулмарӗ.

Так объяснились теперь его загадочные жесты и восклицания, которые в конце концов, очевидно, и выдали Огнянова, но когда и кому, осталось невыясненным.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирсанов кайнӑ хыҫҫӑн Вера Павловнӑпа Дмитрий Сергеич вӑл темиҫе кун хушши ӗнтӗ хӑйне темӗнле тӗлӗнмелле тыткаланине аса илчӗҫ; унччен вӗсем вӑл ун пек пулнине асӑрхаманччӗ, ӑнланманччӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл ун чухне ухмахла хӑтланнисене ӑнланма пулать: вӑл ун чухне те хальхи пекех хӑтланнӑ, анчах кӑшт йӑвашрах ҫеҫ пулнӑ.

Когда Кирсанов ушел, Вера Павловна и Дмитрий Сергеич припомнили, что уж несколько дней до своего явного опошления он был странен; тогда они не заметили и не поняли, теперь эти прежние выходки объяснились: они были в том же вкусе, только слабы.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку ӗҫ мана ӗлӗкхи вӑхӑтсене тата ӗлӗксенче гусарсем хӑтланнисене аса илтерет, тесе ӗнентернӗ.

Это приключение, уверял он, напоминало ему прежнее время и гусарские проказы.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Санькка, пӑх-ха ав унта, ман телефон эпир паян мӗн калаҫнисене, хӑтланнисене йӑлтах ӳкерет.

Саня, посмотри вон туда, видишь мой телефон, он записывает и снимает все что происходит сейчас.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл мӗн сӑлтавпа ҫавӑн пек тӗлӗнмелле хӑтланнисене пӗлмен, мӗншӗн тесен хӑй питех те пӗлесшӗн тӑрӑшаканскер пулман, ҫавӑнпа нумай шухӑшласа тӑмасӑрах вӑл иккӗмӗш номертен шуйттансем тухаҫҫӗ, тенӗ.

Он не знал, почему это так, никаких особенных причин как будто не было: ему это даже показалось любопытным, но не очень, и он решил, что в этой комнате должно быть «нечисто».

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed