Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах пучахӗсем шултра, хӑмӑлӗ парка — тухӑҫлӑ тулӑ пулать.Но судя по величине колосьев и по толщине стеблей пшеница будет также хороша.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫаврӑнса пӑхатӑн та — хыҫӑнти тулӑ хӑмӑлӗ пусма пек картланса выртать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ильинична вӗсем шӑплана пӗлмесӗр чӑрлатнине итлесе выртрӗ, хӗвелпе ӑшӑннӑ курӑкӑн курницӑна варкӑшса кӗнӗ шӑршине туйрӗ те, ун куҫӗ умне август уйӑхӗнчи хӗвел ӗнтсе янӑ ҫеҫенхир, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатакан тулӑ хӑмӑлӗ, кӑвак янкар карса илнӗ ҫап-ҫутӑ сенкер тӳпе самантлӑха темле тӗлӗкри майлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ…
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӗри-тавра тӳрем ҫӗр выртнӑ — ҫӗршер гектар урпа акса хӑварнӑ хирсем курӑннӑ, унта сеялка йӗрӗсем те ҫухалман-ха, тӗл-тӗл ҫурхи суха тунӑ вырӑнсем хурҫӑ пек йӑлтӑртатса выртнӑ е хӗллехи юр ҫапса антарнӑ типсе каяйман пӗлтӗрхи ыраш хӑмӑлӗ тӗксӗм те хурлӑхлӑн тӑсӑлнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Стрелоксен окопӗсем патӗнче, хыпаланнипе тата хӑраса ӳкнипе усӑсӑрах нумай бутылка ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫӗрте, курӑкӗ те, хӑмӑлӗ те ҫунать.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Инҫетрех мар, сеялка чӗрсе тунӑ пӗр пӗчӗк касӑ хушшинче, ыраш хӑмӑлӗ ҫинче, кӗл пек кӑвак тӗслӗ хир шӑшийӗ йӑшӑлтатать.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сулахайра — пӗр вӑтӑр утӑмра — ыраш хӑмӑлӗ ҫинче каска йӑлкӑшса илчӗ.В левой стороне — шагов за тридцать — матово блеснула над жнивьем каска.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вир хӑмӑлӗ тӑрӑх ҫӗр ҫумӗпе аялтан вӗрекен ҫил вашлатса килчӗ, хӑмӑл шӑртланса тӑчӗ, чӑштӑртатма пуҫларӗ.По просяной стерне хлынул низовой ветер, и стерня ощетинилась, зашуршала.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл пиллӗкмӗш клетка умӗнче тулӑ хӑмӑлӗ ҫумӗнчен темӗнскер иртсе ларать.Он сидел на корточках у пятой клетки и что-то снимал со стебельков пшеницы.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ, ҫул хӗрринче ыраш хӑмӑлӗ чӗтренсе ларать.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
- 1
- 2