Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑлхи ҫинчи бирюза хӑлха алкийӗ те, ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗспе сӗрсе якатни те, ӳт-пӗвне ҫавӑрӑнӑҫлӑн хускаткалани те — ку тарҫӑ лайӑхланнӑ ҫӗнӗ ӑруран тухнӑ ҫын иккенне палӑртса тӑрать.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл хӑй те праҫник чухне тӑхӑнакан капӑр кофтӑпа тата юбкӑпа пулнӑ, ун хӑлхисенче ӗнер аҫа ҫури парнеленӗ ҫӗнӗ хӑлха ҫакки ялтӑранӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сире каласа пӗлтерем-ха, ырӑ государь; пӗр инкек хыҫҫӑн, пӗрре вырӑс корчминче ҫӗр каҫнӑ чух хӑлха шӑтӑкне таракан кӗнӗ ылханлӑ каҫранпа, ҫывӑрас умӗн хӑлхана чӳпӗк чиксе выртас йӑла пур манӑн.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кулса тӑракан куҫӗсем те, чӗтре-чӗтре илекен тутисем те, пачах палӑрман сап-сарӑ куҫхаршийӗсем те, ҫитменнине тата хӑлха унки пек ҫакӑнса тӑракан хӗп-хӗрлӗ хӑлха вӗҫӗсем те ҫапла каланӑн туйӑнаҫҫӗ:
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫивӗч аллисемпе хӑвӑрт тыткаласа, вӑл ҫӳлӗк ҫинчен курупка илет те ӑна хӑлхи ҫумне тытса итлет, унтан, ман хӑлха ҫумне тытса, мана итлеттерет, хавхаланса каласа кӑтартать:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Кам вара малтан хӑлха илтми пуличчен кӑшкӑрса, унтан ҫапла вырӑнсӑр, таҫта хӑлха патӗнчен чуптуса илтӗр-ха?Кто же другой мог так оглушительно заорать и наброситься на меня и неловко поцеловать куда-то в ухо?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ вӗҫне ҫитиччен хӑвӑн ӳт-тирне туйса тӑнӑ вӑхӑтра, хӑлха ҫурхахӗ шӑнса кӳтнӗ пекех, таҫта шалта-шалта хӑлха шӑнса кайнине чухланӑ самантра, юр питҫӑмарти ҫумне ҫыпҫӑнса пӑр-маскӑ пулнине туйнӑ чухне, примус чӗртсе ярасси йывӑр япала вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Вульгарис хӑлха, — пӗлтерчӗ вӑл кӑмӑллӑн, — хӑлху йӗркеллех.– Ухо вульгарис, – объявил он с удовольствием, – ухо обыкновенное.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«151. Инвалид шутланакан суйлавҫӑсен тивӗҫлӗ территорири хисепӗ ҫинчен калакан сведенисене, кӳме креслӑпа тата ертсе ҫӳрекен йытӑ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан инвалидсене кӗртсе, инвалидлӑх ушкӑнӗсем тата организм сусӑрлӑхӗн ҫак тӗсӗсем тӑрӑх: куҫ курни (суккӑррисем тата япӑх куракансем), хӑлха илтни (хӑлхи илтменнисем), тӗревпе куҫӑм аппарачӗ сиенленни (аллисем е урисем самаях ӗҫлемен ҫынсем) – кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Федераци саккунӗн 20 статйин 161-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе тӑратаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №25 от 28 апреля 2018 г.
«121. Инвалид шутланакан суйлавҫӑсен тивӗҫлӗ территорири хисепӗ ҫинчен калакан сведенисене, кӳме креслӑпа тата ертсе ҫӳрекен йытӑ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан инвалидсене кӗртсе, инвалидлӑх ушкӑнӗсем тата организм сусӑрлӑхӗн ҫак тӗсӗсем тӑрӑх: куҫ курни (суккӑррисем тата япӑх куракансем), хӑлха илтни (хӑлхи илтменнисем), тӗревпе куҫӑм аппарачӗ сиенленни (аллисем е урисем самаях ӗҫлемен ҫынсем) – кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Федераци саккунӗн 20 статйин 161-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе тӑратаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №23 от 28 апреля 2018 г.
«9. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн инвалид шутланакан чӗнсе илӳ сасӑлавҫисен тивӗҫлӗ территорири хисепӗ ҫинчен калакан сведенисене, кӳме креслӑпа тата ертсе ҫӳрекен йытӑ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан инвалидсене кӗртсе, инвалидлӑх ушкӑнӗсем тата организм сусӑрлӑхӗн ҫак тӗсӗсем тӑрӑх: куҫ курни (суккӑррисем тата япӑх куракансем), хӑлха илтни (хӑлхи илтменнисем), тӗревпе куҫӑм аппарачӗ сиенленни (аллисем е урисем самаях ӗҫлемен ҫынсем) – кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗ федерацин инвалидсен реестрне кӗртнӗ сведенисене тӗпе хурса тивӗҫлӗ уйӑх тӑршшӗнче тӑратать:
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
«13. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн инвалид шутланакан суйлавҫӑсен тивӗҫлӗ территорири хисепӗ ҫинчен калакан сведенисене, кӳме креслӑпа тата ертсе ҫӳрекен йытӑ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан инвалидсене кӗртсе, инвалидлӑх ушкӑнӗсем тата организм сусӑрлӑхӗн ҫак тӗсӗсем тӑрӑх: куҫ курни (суккӑррисем тата япӑх куракансем), хӑлха илтни (хӑлхи илтменнисем), тӗревпе куҫӑм аппарачӗ сиенленни (аллисем е урисем самаях ӗҫлемен ҫынсем) – кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗ федерацин инвалидсен реестрне кӗртнӗ сведенисене тӗпе хурса тивӗҫлӗ уйӑх тӑршшӗнче тӑратать:
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
Унсӑрӑн Скорпион самантрах хӑлха чикки ҫитерет, тапкӑ-ҫупкӑ парса илет.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ха, икӗ хӑлха ян туса каймаллах ҫухӑрать…
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Хӑлха мана улталамасть пулсан, эпӗ сана питӗ лайӑх ӑнлантӑм, эсӗ мана Илемпие санран илсе кайма ирӗк патӑн.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Купӑста пуҫне пурттӑршшипе ҫапнӑн, магазин ҫумне лӑч кайса ҫапӑнать тӑрнаккай этем, майӗпен упаленсе тӑрса, хӑлха чикки ҫитерекене хирӗҫ талпӑнса пыма хӑтланать.
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сталпӑть, хӑлха чикки ҫитермелле ӑна.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Чунӗ шутсӑр кӳтсе ҫитнӗ Ваҫук тек тӳссе тӑраймарӗ, епресе тӑракана пӗррех туртса пачӗ хӑлха урлӑ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Чышку сан, юнӗҫен фашыса хӑлха чикки ҫитерме хатӗрленнӗ чухнехи евӗр, ҫатӑртатса кӑна тӑтӑр хытӑ пӑчӑртанипе, унтан… — ҫил ҫаврӑмӗ урӑх еннелле пӑрӑнать те, Лапрашки кинеми калани илтӗнми пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пӗркун эс Сапсайкинӑн ывӑлне «хӑлха чикки» ҫитернӗ вӗт-ха.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.