Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑрах (тĕпĕ: хаваслӑ) more information about the word form can be found here.
«Хаваслӑрах ут. Ҫитӗнсен утаман пулӑн», — хавхалантарчӗ ачана.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫак ҫӗрлехи хатар вӑрман шӑплӑхӗнче ӑна та манпа шанчӑклӑрах, канӑҫлӑрах, хаваслӑрах пулнӑ пулӗччӗ-ҫке, — ниепле те ҫак тӗлӗнтермӗш уҫҫине тупаймарӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хаваслӑрах пулма тӑрӑшрӗ.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сӑнран та вӑл темле хаваслӑрах пек.

Цэрнэ находился в том благодушном настроении.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах уяв хаваслӑ иртрӗ, ӑна тата хаваслӑрах тума хӗрсен савнийӗсем кӑна пулмарӗҫ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня, унӑн пулӑшӑвӗсенчен пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ пулин те, унпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӑйне хаваслӑрах, ытла тӑлӑх мар пек туятчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паян вӑл, театра кайма тухнӑран-ши, унта хӑйне темле телей пуласса кӗтнӗрен-ши, ытти чухнехинчен нумай хаваслӑрах, хура куҫӗсенче пӗчӗк ҫӑлтӑрсем ҫунаҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хаваслӑрах калӑр, пачӑшкӑ ташласшӑн!

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ну! — кӑшӑллатса кастарнӑ ҫӑра ҫӳҫне силлентерсе, янӑравлӑ сассипе кӑшкӑрчӗ вӑл: — Хаваслӑрах кала хуткупӑсна, эпӗ ташлатӑп!»

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Ваҫли пурин ҫинчен те вӑлтса пӗлессе шаннипе, вӗсем калаҫнине ыттисем ан итлеччӗр тесе, хуткупӑсне тата хаваслӑрах калама тытӑнчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗмӗр юнашар ларсан, хаваслӑрах пулмӗ-ши?

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑксем пуринчен те хаваслӑрах.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Элекҫей купӑсне хаваслӑрах та янӑравлӑрах калама тӑрӑшрӗ — хӑй хуткупӑс сассине илтмерӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Купӑсҫӑ хуткупӑсне хаваслӑрах калама тапратрӗ, хӗрсем харӑслатса хыттӑн алӑ ҫупрӗҫ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ну! — уҫӑ та янравлӑ сассипе кӑшкӑрчӗ яштака каччӑ, вӑрӑм ҫӳҫне силлентерсе, — хаваслӑрах кала хут-купӑса!

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каҫар, хаджи, — терӗ вӑл хаваслӑрах пулма тӑрӑшса.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малалла вара аслӑ князь патне хаваслӑрах та хаваслӑрах хыпарсем килме пуҫларӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн вун улттӑмӗш кунӗнче Мускав чанӗсем халичченхинчен хытӑрах та хаваслӑрах янӑрарӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрле ӗҫлеме хаваслӑрах.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Халь аптрамастӑп ӗнтӗ, — терӗ вӑл хаваслӑрах сасӑпа.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed