Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫҫӑн the word is in our database.
уҫҫӑн (тĕпĕ: уҫҫӑн) more information about the word form can be found here.
Поэзи пулсан — тӳшекпе-минтерпе Выртса каҫхине эс вулуҫӑн Ҫӗклетӗр сана хӑйвӗҫен кавир пек, Ҫил ҫеҫ вӑркӑшса вӗртӗр уҫҫӑн.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн парти хӑйӗн ХХII-мӗш съездӗнче пӗр ҫынна пысӑка хунӑ тапхӑртан юлнӑ сиенле ӗҫсене пӗтӗм тӗпче умӗнче, ним пытармасӑр, уҫҫӑн кӑтартса пачӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Аван-и, аттепе анне, мӗнпур тӑвансемпе кӳршӗсем! — уҫҫӑн илтӗнчӗ Нина сасси, анчах итлекенсене вӑл аякран илтӗнекен Иванӑн сасси пекех туйӑнчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лапаткапа ҫава сасси, вӑрман тӑрӑх уҫҫӑн та ирӗклӗн янӑраса, инҫете-инҫете кайса сулӑнчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халиччен пӗр хӗр те Эрхиппе ҫапла уҫҫӑн калаҫманччӗ-ха.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ваттисем хушшинче халӗ те хӑйсен йӑли-йӗркисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак ҫеҫ пӑшӑрхантарать: вӑл камне мӗншӗн уҫҫӑн каласа памастӑн-ха?

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун хыҫҫӑн ун укҫине уҫҫӑн тыткалама хӗнрех.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чӗринче мӗн пуррине ваттисен умӗнчех ытла та уҫҫӑн калани Якура тилӗртрӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Намӑс харамӗнчен ҫеҫ уҫҫӑн каламарӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, ун ҫинчен халлӗхе уҫҫӑн калама юрамасть, тата упӑшкине тӳре-шарасем шыраҫҫӗ пултӑр.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах уҫҫӑн калама ӗлкӗриччен Лукарье каллех сиввӗн чӗнсе пӳлчӗ ӑна:

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ӗҫ чӑн-чӑн юлташ, чӑн-чӑн туслӑх мӗн иккенне уҫҫӑн кӑтартать.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Брюкине нумай пулмасть якатни яр уҫҫӑн сисӗнет, костюм пиншакне сулахай алли ҫине хунӑ, васкамасӑр крыльца умне ҫывхарать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫапла, вӑл уҫҫӑн аса илчӗ — ку кӗпепе Ванюш вӑрҫӑччен чылай маларах Хураҫӗре ударник-стахановецсен слетне кайнӑччӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялан шӑп ҫӳрекен, лӑпкӑ Санюка такам ылмаштарнӑ пек паян, питҫӑмартисем ҫунаҫҫӗ, уҫҫӑн, ӗненмелле калаҫать.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Политикӑлла, тӗрӗсрех совет влаҫне хирӗҫле текст пулнине ӑнланчӗ пулин те ҫак уҫҫӑн чӗнсе каланине хӑйпӑтса илме шухӑш та пулмарӗ унӑн.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаксем пурте тӗрӗс е тӗрӗсех пек туйӑнӗччӗҫ пулӗ те кӗпи, тахҫан шап-шурӑ пулнӑскер, тӗсӗ кайиччен нумай хутчен ҫунӑскер, паян сӑлтав тӗлне ятарласа тӑхӑннӑскер тата уҫҫӑн чӗтреме пуҫланӑ сасси сутман пулсан.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ача куҫне мӑч хупмасӑр ҫӳлелле пӑхса выртать иккен, амӑшӗ ҫине уҫҫӑн тинкерет.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed