Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫҫисене (тĕпĕ: уҫӑ) more information about the word form can be found here.
Гусев Ихошкӑна ҫунатлӑ кимӗсем ларакан ангарӑн ҫӑра уҫҫисене илсе килсе пама хушрӗ.

Гусев велел Ихошке унести ключи от ангара, где стояли крылатые лодки.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Костя Клюев, ҫав тери тӑрӑшакан тата таса чунлӑ каччӑ, уҫҫисене ҫапах та ҫухатнӑ — унӑн пысӑк аллисенче пӗчӗк япаласем тытӑнса тӑман.

Но Костя Клюев, такой старательный и честный парень, все-таки терял ключики не держались в его крупных руках мелкие вещи.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Кладовой уҫҫисене парӑр!

Ключи от кладовой!

53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл пӗр стражник пиҫиххийӗ ҫумӗнчен ҫӑра уҫҫисене салтса илнӗ, тула тухса элеваторӑн ытти алӑкӗсене те уҫса пӑрахнӑ.

Он снял с пояса одного из стражников ключи, вышел наружу и открыл оттуда остальные двери элеватора.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Сӑнчӑрсен уҫҫисене чиксе ҫӳрекен боцман чи пирвай тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Боцман, державший при себе ключ от кандалов, погибает одним из первых.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Ҫавӑнпа вӗсенчен виҫҫӗшне, чи вӑйлӑраххисене, алсӑнчӑрӗсен уҫҫисене чиксе ҫӳрекен хуралҫа вӗлерме, трюма анса сӑнчӑрланӑ юлташӗсене хӑтарма хушнӑ пулнӑ.

Поэтому трем дюжим неграм было поручено убить человека, носившего в кармане ключ от кандалов, и сразу за тем освободить своих закованных товарищей.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

— Камера уҫҫисене?

— От камер?

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӳр камера уҫҫисене!

— Ключи от камер!

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӳрӗр ҫак арчан уҫҫисене.

— Позвольте ключи от этого сундука.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ял Совет уҫҫисене пар-ха мана, — ыйтрӗ Макар.

— Дай мне сельсоветские ключи, — попросил Макар.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— …Вӑл эпӗ ун умне чӗркуҫленсе ларнине, каҫару ыйтнине, кӗлетсен ҫӑра уҫҫисене хӑйне кӑларса панине курасшӑн пулчӗ!

— …Ей хотелось, чтобы я на колени стал, пощады попросил, ключи от амбаров ей отдал!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Памастӑп ҫӑра уҫҫисене, ӑнлантӑр-и?

Не дам ключей от амбара, понятно?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй тухса кайнӑ пултӑр, ҫӑра уҫҫисене хӑварма пултарнӑ.

Сам уехал, а ключи мог оставить.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кӗр, ҫӑра уҫҫисене илсе тух.

— Иди, неси ключи.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Казаксем, ҫӑра уҫҫисене илсе килессе кӗтсе, кӗлетсем патӗнчех тӑрса юлчӗҫ.

Казаки остались дожидаться ключей около амбаров.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн ҫӑра уҫҫисене хамӑрах илетпӗр! — сиксе ларас пек тапӑнать Игнатенок амӑшӗ.

Сами твои ключи возьмем, — наседала Игнатенкова мать.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫӑра уҫҫисене кӑларса пар!

— Давай ключи!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫӑра уҫҫисене пар!

— Ключи давай!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫӑра уҫҫисене илсе килтӗн-и?

— Ключи несешь ай нет?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Халех каятӑп! — Майданников ҫӑра уҫҫисене кӗсйине чикрӗ, тӑкӑрлӑк тӑрӑх вӗҫтерчӗ.

— Это я в два счета! — Майданников сунул в карман ключи, побежал по проулку.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed