Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уйрӑмах профсоюз пухӑвӗнче хӑйсене критикленӗ хыҫҫӑн урса кайрӗҫ.
Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.
Куҫӗсем урса кайнӑ вӑкӑрӑнни пек юнпа тулнӑ Аптрашканӑн.
Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.
Салтак урса каять, Ивана хӑрата пуҫлать.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Мирун чирлесе ӳкнине илтсен, Ульха пушшех урса кайрӗ.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
— Мӗн аплах урса кайнӑ вара вӑл?
30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Унтан урса кайнӑ Стасика янахӗнчен ҫапса йӑвантарса ячӗ те килнӗ йӗрпех каялла ҫаврӑнса ярӑнтарчӗ.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сятровсен йытти урса кайса вӗрме пуҫлать.
8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сасартӑк сӳре кӳлнӗ Мономах вӑкӑр ҫавӑтса пыракан вун пилӗк ҫулхи Якуркка ҫумӗнче урса кайрӗ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Урса кайнӑ йытӑ тӳрех ӑна тапӑнчӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Ҫил урса кайса карапсене пыра-пыра ҫапӑннӑ.
Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вӑл шофера аллипе сулкаласа илчӗ, малти пӳлӗм алӑкне уҫрӗ те урса каяс патнех ҫитнӗ Филонова шалалла кӗртрӗ.
17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Урса кайнӑ пекех таҫта чупакан пӗлӗтсем тапхӑр-тапхӑр тӳпене талккишпех хупласа хураҫҫӗ, тапхӑр-тапхӑр сирӗлеҫҫӗ.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӑй урса кайнӑ пекех йӑлт-ялт пӑхкалать, пашкать, ҫӑварлӑхне чӑнкӑртаттарса чӑмлать.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Мустай ҫакӑн пек урса, тулхӑрса тӑракан ҫанталӑка килӗштерет.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Анчах урса кайнӑ мӑшӑра мирлештересси ҫинчен сӑмах та пулма пултарайман.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
— Мӗн пулнӑ ара, мӗншӗн тӑруках урса кайрӗ?
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Кушак урса кайса тӑлпалама, чӑрмалама пикенчӗ, хӗре мӑйӗнчен те, питӗнчен те, аллинчен те темиҫе хут ҫӗҫӗ ҫивчӗшӗ сӗртӗннӗ пек пыра-пыра тиврӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫав ҫын урса кайнӑ пек тискерленет!
XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Совет Союзӗнчи халӑхсем халӗ ӗнтӗ ҫакна курса тӑраҫҫӗ: Германи фашизмӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыва хирӗҫ — мӗнпур ӗҫҫыннисене ирӗклӗн ӗҫлеме тата ырӑ пурнӑҫпа пурӑнма условисем туса панӑ Тӑван ҫӗршыва хирӗҫ урса кайсах, ирсӗррӗн кӗрешме чарӑнмасть.
Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.
Ҫанталӑкӗ вара урса кайрӗ тейӗн: ҫине-ҫинех ҫиҫӗм чӑлтӑр та чӑлтӑр ялкӑшать, хура пӗлӗте татӑкӑн-татӑкӑн вакласа вут-ҫӗлен пек авкаланать, аслати татти-сыпписӗр хӑнтӑртатать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.