Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн пек улшӑннӑ Силпи, нумаях пулмасть урамра ҫара уран чупса ҫӳретчӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Урамра кам йывӑҫсем лартнине те манман, улӑха ушкӑнпа чупнине те, пӗвере ҫӑвӗпе шыва кӗнине те.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Урамра вӑл мӗн каҫченех ларчӗ пӗр вырӑнтан тапранмасӑр.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Урамра сивӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Тӗлӗнмелле уҫӑ сывлӑш урамра, сывлама ҫӑмӑл.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫӗрлехи урамра хунар ҫути айӗнче шухӑша кайса тӑчӗ Кирей.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Тӗлӗнмелле, ас тӑватӑн-и, каҫсерен урамра хут купӑс вылятчӗ, ҫамрӑксем ялӗпе савӑнатчӗҫ?
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Ҫуркунне ҫитнишӗн хӗпӗртенӗ-ши, урамра качака путекки пекех сиккелесе ҫӳренӗ.
Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html
Ял варринче тата библиотекӑра урамра вырнаҫса волонтерсем сигаретсене канфитпе улӑштарма сӗннӗ.
Ситекпуҫӗнче акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... tn-3779721
Тупса пӑх-ха ҫӗрӗпе юр ҫунӑ та хӳтернӗ урамра.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Вӑрҫӑ тухнӑ ҫул вӑл 11 ҫулти ача пулнӑ, ҫапах та урамра выляса-кулма тӳр килмен ӑна.
Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj
Ачасен ҫул-йӗр правилисене, урамра, ҫул ҫинче тата транспорт ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисене тытма анлӑлатмалла тата ҫирӗплетсе пымалла.
Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ ачасем валли ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх тренинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3763293
Симон Васильевич Коробкин, министр заместителӗ, урамра пирус мӑкӑрлантарса тӑраканскер, Левене аякранах палласа илет:
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Урамра таксисем иккӗ тан йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Урамра акӑш мамӑкӗ евӗр ҫемҫе, ытарма ҫук шурӑ юр ӳкет.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Суякан ҫынна калаҫма чарнӑ хыҫҫӑн, урамра тем асӑрханӑн, чӳречерен пӑхса тӑратчӗ пӗр кана.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Урамра ачине кӑкӑрӗ тӗлӗнче тытса, пепкине лӑпкаса та пичӗ-куҫӗнчен чуптуса, йӑрӑс та илемлӗ хӗрарӑм утса пыратчӗ.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Улюн, йӗплӗ чӗлхеллӗ хӗрарӑм, эсир урамра вылянине унчченех курнӑскер, ывӑлне камсем-камсем хӗнеме пултарнине Сапсайкина каласа панӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хӑв тӑхӑнтартни ҫитмен тата, урамра вылякан ачасене пурне те ӑна пӗрер те икшер «шлепке» тӑхӑнтартма ирӗк панӑ эс.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Урамра.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.