Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи, йӗркене кӗрсе ҫитеймен пурнӑҫ: ӗҫлеме халӑх ҫитмест — ҫартан пурте таврӑнайман-ха, нумайӑшӗ нихҫан та таврӑнас ҫук ӗнтӗ, машинсем ҫитмеҫҫӗ, ҫаплах ӗнесемпе те лашасемпе ака-суха тӑваҫҫӗ; пӳртсем юхӑннӑ — вӗсене юсама пулӑшмалла; теприсене вилнӗ ашшӗшӗн, упӑшкишӗн е ывӑлӗшӗн пенси тутарса памалла: районти собеспа хӗрӳ кӗрешӳ пырать; унччен те пулмасть, учительсем ҫителӗксӗрри палӑрать, каллех кӗрешмелле, хальхинче — районти ҫут ӗҫ пайӗпе.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Е тата аслӑ ывӑлӗпе упӑшкишӗн хуйхӑрасси вӑхӑт иртнӗҫем мӑкалса, сӳрӗлсе пычӗ-ши, — анчах вӑл вӗсем ҫинчен, вилнисем ҫинчен, сахалтарах аса илчӗ, вӗсем ӑна кӑвак тӗтреллӗ ҫӳхе пӗлӗт витӗр курӑннӑ пек ҫеҫ курӑнчӗҫ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑхӑт кӑшт иртерехпе вара пӗр-пӗр хӗрарӑм куҫҫульпе йӗпенсе пӗтнӗ питне аллисемпе пӑчӑртаса картишне тухать, сӗм-суккӑр ҫын пек, ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр, тӑкӑрлӑк тӑрӑх танкӑлтатса каять те, акӑ ӗнтӗ пӗр-пӗр килте тепӗр тӑлӑх арӑм вилнӗ упӑшкишӗн тӑвӑнчӑклӑн кӑшкӑрса хӳхлеме, унпа пӗрлех ачисем те ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрса макӑрма тытӑнаҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Тухтӑр мӗн хушрӗ? — терӗ Серафима, упӑшкишӗн тӑрӑшса.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хирӗҫ мӗн те пулин хуравласа калас вырӑнне Лукинична пуҫӗпе ҫӗр урайне ҫапӑнчӗ, вилнӗ упӑшкишӗн шӑппӑн ӑша кайнӑ сасӑпа хӳхлесе йӗрсе ячӗ:Вместо ответа Лукинична стукнулась головой о земляной пол, глухо, надорванно заголосила по мертвому:
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Арӑмӗ, упӑшкишӗн савӑнса, йӑл-йӑл кулса ыйтрӗ:
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна ачипеле тӑванӗсем патне килчӗ, колхозра ӗҫлеме пуҫларӗ, партине кӗчӗ; ҫакӑнта, ҫак пӳлӗмре тата ҫак кровать ҫинче упӑшкишӗн макӑрса куҫҫулне типӗтрӗ, арсӑр арӑмӑн йывӑр хуйхине тӳсрӗ…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кашнинчех вӑл упӑшкишӗн хӑранине пытарайман, анчах ирӗксӗрех ҫав вӑйлӑ, лӑпкӑ та хӑюллӑ ҫынпа мухтаннӑ; ун упӑшкишӗн, арҫын тума тивӗҫлӗ ӗҫ хӑй совӗҫӗ чӗнни пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл сан ҫинчен нимӗн те пӗлмест, сан ҫинчен нихӑҫан та илтеймӗ, куҫӗсем унӑн, хӑвна курмасӑр, сан ҫийӗн шӑваҫҫӗ, анчах эсӗ кунта, юнашарах, ялан ҫунса-тӗлкӗшсе тӑраканскер, яланах, кирек хӑҫан та уншӑн — ҫук, мӗн тума уншӑн — унӑн юнтармӑшӗшӗн, ун упӑшкишӗн, еркӗнӗшӗн, ун юратнӑ пӗчӗк йыттишӗн — пурнӑҫна та, чысна та, мӗн май пуррине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех пама хатӗрскер!
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл обществӑра паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнӑ чухне, унӑн упӑшки службӑра пулса чылай пысӑк ҫынсемпе ҫыхӑну тытнӑ чухне, унӑн Верочкӑна хӑй патӗнче пурӑнтарасах килнӗ пулсан, Марья Алексевна Верочкӑна ун аллинчен туртса илме пултарайман, ӑна хӑйне те, унӑн упӑшкине те пысӑк чӑрмавсемех тума пултарайман; ҫакӑ вӑл пулма пултарнӑ, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук; ун упӑшкин ҫак ӗҫпе суд умӗнче ответ тытмалла пулнӑ пулӗччӗ, Б. г-жа упӑшкишӗн хӑранӑ.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унта мана пӗр болгар хӗрарӑмӗ, те каччишӗн, те упӑшкишӗн — астӑваймастӑп ӗнтӗ — ҫӗҫӗпе кӑкӑртан чикрӗ.Там меня одна болгарка ножом ударила в грудь за жениха или за мужа своего — уже не помню.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Пӗрмай упӑшкишӗн хурланать, — тет ҫӑва ҫинчи чиркӳ старости просвирньӑна, Агафья Матвеевна ҫине кӑтартса; тӑлӑх арӑм унта кашни эрнерех кӗлтума, макӑрма ҫӳрет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сирӗн кил хуҫи арӑмӗ халӗ те упӑшкишӗн макӑрать, — тет кухаркӑна пасарти лавкка хуҫи, хӑй патӗнче ҫимӗҫсем илнӗ чух.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн тути ҫинче кулӑ вылять; кулли хӗрӳ туйӑмлӑ мар, куҫӗсем Обломов кӑмӑлне тултарасшӑн пулса шывланман кулли уншӑн, упӑшкишӗн илӗртӳллӗ, ыттисемшӗн пуриншӗн те кӑмӑллӑ; вӑл Обломов ҫине ҫеҫ ӑшшӑн пӑхать, ыттисем ҫине именчӗклӗн те ҫиллессӗн пӑхать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, вӑл хайӗн вилнӗ упӑшкишӗн ҫав тери нумай тӑрӑшнӑ Николай Антоныч (вӑл хӑйӗн упӑшкишӗн тӑрӑшакан ҫынна ҫеҫ, ӑна ҫеҫ качча тухма пултаратӑп тесе шутланӑ-ҫке-ха) ҫав териех айӑплӑ та чунсӑр пуласса та кӗтмен пулӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ ак вӗсем пысӑк куҫлӑ хӗрарӑм чӗринчен ҫав тери ҫепӗҫ туйӑмпа шӑранса тухаҫҫӗ, вӗсенче ҫав тери пысӑк тунсӑх: Варя, пилеш пек пӗчченскер, хӑйӗн катари юман пек упӑшкишӗн тунсӑхланине Алексей питӗ лайӑх ӑнланса илчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл — упӑшкишӗн илемлӗ тумланнӑ, капӑрланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пек.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Хелкияпа унӑн арӑмӗ пӗтӗм тӑванӗ-хурӑнташӗпе пӗрле хӑйсен Сусанна хӗрӗпе Иоакимшӑн, унӑн упӑшкишӗн, Турра мухтанӑ, мӗншӗн тесессӗн Сусаннӑшӑн нимӗн намӑсланмалли те тупӑнман.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ырӑ арӑм — упӑшкишӗн пуҫкӑшӑль; намӑссӑр арӑм — упӑшки шӑмминчи ҫӗрӗк пек.4. Добродетельная жена - венец для мужа своего; а позорная - как гниль в костях его.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2