Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗпе (тĕпĕ: ум) more information about the word form can be found here.
Курак Мӗтри, ыйтса пӑхма юрӑхлӑ ҫын шыраса, купесем умӗпе утса иртрӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Чӳрече умӗпе вите еннелле утать.

Help to translate

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Вӗсен умӗпе каллӗ-маллӗ уткаланӑ май хӑйӗн сӑмахне пуҫларӗ:

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пӗр кантур умӗпе иртсе пыратӑп та ҫапла — стена ванчӑкӗ купаланса тӑрать, кирпӗчсем ҫумӗнче — кафель плитасем.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫурт умӗпе, чӳрече умӗнченех, пӗр ҫамрӑк каччӑпа хӗрача иртсе кайрӗҫ, кӑшт кайсан, темшӗн чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вара вӑл хӑйне шофер панӑ хутсене кӗсйине чиксе машина умӗпе иртнӗ те погонлӑ ҫын ларса пынӑ енне куҫнӑ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл тыткӑнрисен умӗпе каллех темиҫе хут каллӗ-маллӗ кускаласа иртрӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан хайхи тыткӑнрисен умӗпе унталла-кунталла темиҫе хутчен утса иртрӗ те мӗнпур вӑйӗпе сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанах пӗр ҫулсӑр-мӗнсӗр пычӗ: ун умӗпе е ҫӗр шапи сикрӗ, е пӗр-пӗр вӗҫен кайӑк пӗр сассӑрах ури айӗнчен вӗҫсе тухрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

..» Вӗсемпе пӗрлех куҫ умӗпе ҫав сӑра сутуҫин пӗтӗм тӗнчене те тимӗр тӑхаллӑ пиҫиххипе хӑмӑррӑн-хаяррӑн юнаса тӑракан чӑртмах, сивӗ шурӑ куҫлӑ сӑнарӗ те шуса иртет.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурис ун патне машина умӗпе ҫаврӑнса пычӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗнкӗлтететчӗҫ-ха вӗсем наукӑпа тӗпчев институчӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт умӗпе, унтан ҫӳллӗ хӳме, хӑлтӑр-халтӑр карта-хура ҫумӗпе хӗлхемсӗр сӑмахсемпе перкелешсе.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ Полина, кӗлет умӗпе иртсе, малтанах сарай патнелле, унтан хӑртлаткаласа, кӳлевре тӑпӑр-тӑпӑр ташласа тӑракан, хӑлхисемпе «ҫип арлакан» тапчам, яка ӳтлӗ туй ӑйӑрӗсем умӗн ҫур ҫаврашка туса, анкарти алӑкӗ патнелле вӗҫтерчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хальхи психоанализра ӑна тӑн умӗпе (preconscious) ҫыхӑнтараҫҫӗ — пӗлӳ ҫыннӑн пур, анчах ҫав самантрах вӑл ӑна аса илсе тӑн шайӗнче уҫҫӑн усӑ кураймасть.

Help to translate

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Кунсерен пиншер машина иртет пирӗн пӳрт умӗпе.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ҫинҫе пилӗклӗ майра пирӗн сӗтел умӗпе вунӑ хут та иртсе кайрӗ пулӗ.

Help to translate

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Вӑл, лаши умӗпе васкамасӑр утса, килӗ тӗлне ҫитсе пырать.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрнарти 1-мӗшпе 2-мӗш, Мӑн Явӑш, Хапӑс, Калинино, Санарпуҫ, Кульцав, Кӳстӳмӗр, Ҫӗрпел шкулӗсен ҫамрӑк армеецӗсем парад расчечӗпе трибуна умӗпе мӑнаҫлӑн утрӗҫ.

Help to translate

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Малтанах вӗсем пӗр лавккана кӗрсе пысӑк чӑматан туянчӗҫ, вара тӳрех пасара кайрӗҫ, киосксем умӗнче чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ, аш-какай, сӗт-ҫу тата тем-тепӗр сутакан ретсен умӗпе иртрӗҫ.

Help to translate

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав самантрах трибуна умӗпе иртсе пыракан хӗрсемпе йӗкӗтсем «Ур-р-ра!» тесе кӑшкӑрни кӗрлесе кайрӗ.

Help to translate

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed