Шырав
Шырав ĕçĕ:
Монс «ирӗ» пекех — гавань яланах шантарать; унӑн тӗнчи уҫса-тупса палӑртайми пӗлтерӗшпе тулсах ларнӑ, ҫак пӗлтерӗш — улӑпла крансем антаракан тӗркемсен пирамидисенче; ҫак пӗлтерӗш мачтӑсен хушшинче сапаланнӑ, ӑна ҫыран хӗрринче карапсен тимӗр аякӗсем хӗстерсе хунӑ, унта, бортсен ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тарӑн хушӑкӗсенче, сулхӑнра, ӗнтрӗкре, тинӗсӗн симӗс шывӗ хупӑ кӗнеке евӗр чӗмсӗррӗн выртать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Аялта, тимлӗн тинкерсен, йывӑрпа пулин те хушӑк-ҫулӑн пӑтрашуллӑ тӗпне уйӑраятӑп; ҫак ҫурӑк улӑпла суха пуҫ йӑранласа тухнӑн сӑнарланать.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Зурбаган гаванӗ тӑвӑр, ытармалла мар пылчӑклӑ, тусанлӑ та чӑпар; пӳрт тӑррисем шӗвӗр вӗҫлӗ, шупка хӗрлӗ черепицӑн ҫурма ункӑлӑхӗнче, тинӗс хӗрринчи чуллӑ лапамра мачтӑсем шӑрӑхра хӗрсе шӑраннӑ, ишекен палубӑсен ҫийӗнче мачтӑсен чӑтлӑхӗ вара тӑвӑрланса карӑннӑ; кунта ҫиле йӳнейлетсе капмар парӑссем улӑпла хӑмпӑсем пек хӑмпӑлтатаҫҫӗ; вымпелсем авкаланаҫҫӗ; вӗри шӳрпеллӗ, пашалуллӑ, рагуллӑ, кукӑльлӗ, улма-ҫырлаллӑ, матроссен кӑвак тельняшкиллӗ тата чухӑн моряка савӑнӑҫ-киленӳре, выҫлӑхра, ӗҫлевре мӗн кирлӗ пӗтӗмпехлӗ аппетитлӑ сӗтелсем тавра ҫара пӑхӑр ҫӗр-ҫӗр ура тӗнкӗлтетет-ҫаврӑнать.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫакнашкал уйланнӑ авӑкра, кӗҫех пуҫӑнас ӗҫпе эрленнӗ хушӑра вӑхӑтлӑха мӑкалнӑ кивӗ ыратӑвӗ хыпса илчӗ, шухӑшӗсенче ҫурҫӗрӗн улӑпла хулисем сӑнарланчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Улӑпла йӑрӑм-йӑрӑм тӑпламсемпе кавирленнӗ, мӑкпа талккӑшпех витӗннӗ шыҫӑнчӑк вулӑсем витӗр курӑнакан арккӑсене арпашса пӗрлешнӗ, явкаланчӑк ӳсен-тӑран шереписем кукӑр-макӑр тымарсем патнех усӑннӑ, тымарсем вара гном пӳрнисем пек пӗрлешсе ҫыхӑннӑ, ҫӗр айӗнче чӗтресе тӑсӑлаҫҫӗ, кунтах — чӗнтӗрлӗ-шӑтӑкла капӑр та черчен ҫулҫӑллӑ упа саррисем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Анчах вӑл Африкӑн тӗп кӳллисен анлӑ та аслӑ мӗн пур тытӑмлӑхне, кӳлӗсене ҫыхӑнтаракан юхан шывсене тӗпчесе тухма, унтан вара хальлӗхе иккӗленӳллӗ ыйтӑва татса пама — улӑпла Нилӑн географи тӗлешӗнчи вырӑнне палӑртма пӗр вӗҫӗмсӗр ӑнтӑлать.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент унта ҫӳренӗ вӑхӑтра тӳпен ҫуррине хупласа улӑпла кайӑк чарӑнми вӗҫет, вӑл хӗвел анӑҫнелле ӑнтӑлать, унӑн ҫуначӗсем пӗлӗт хумӗсен хыҫӗнчен курӑнаҫҫӗ, юрпа мрамор евӗр йӑлкӑшаҫҫӗ-ҫиҫеҫҫӗ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫурт шӑпи тӗлӗшпе пӗтӗмӗшпе акӑ мӗн паллӑ: Гануверӑн еткерҫӗсем пулман, вӑл халал хучӗ те хӑварман, ҫавна кура унти пурлӑх пирки иккӗленӳллӗ ҫынсем судра нумай-нумай процесс ирттернӗ, юлашкинчен ҫурта эпидеми пуҫланичченех яланлӑхах питӗрсе илнӗ, чир хӑрушла сарӑлнӑ хыҫҫӑн вара, айккинче уйрӑммӑн тӑнӑ май, вӑл улӑпла сыватмӑш тӗллевӗсене туллин тивӗҫтернине шута хунӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Перламутр, кӗмӗл, шурӑ янтарь, мрамор, улӑпла куҫ кӗскисемпе вӗт шӑрҫа тарӑнӑшӗллӗ гобеленсем — тӗлӗнмелле пейзажсен ӳкерчӗкӗн шуранка тӗтринче; сӗтел-пукан, уйӑхлӑ каҫри сывлӑш гирляндисенчен тиркевлӗрех те чипертерехскер, вак-тӗвеклӗхе тӗсес кӑмӑла хускатмасть те.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Апатланмӑшӑн тӑват кӗтеслӗх хӗррисенчен улӑпла канделябрсемлӗ явӑнчӑк бронза колоннӑсем тан анлӑшпа мӑнаҫлӑн ҫӗкленеҫҫӗ; канделябрсенче чӑн-чӑн ҫуртасем ҫунаҫҫӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Гануверӑн улӑпла ҫурчӗ пирки, эпӗ унта кӑткӑс та капӑр-селӗм хутлӑхсенче-анлӑшсенче — хӑнӑхманран тата тӗлӗннипе ҫурӑлса каясла — лампа ҫути хушшинчи шӑрчӑк евӗр вӗткеленсе ҫӳрени пирки мӗн каламалла?
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Телейӗме — ҫапла майпа сирпӗннӗ шухӑшӑм япаласен хутшӑнӑвӗсен кӑтартӑвӗсене ҫыхӑнтармашкӑн хыпаланса ӑнтӑлчӗ, вара тӳрех ӑнлантӑм: эпӗ улӑпла аквариумӑн кӗленче маччи ҫине килсе лекнӗ, — вӑл самаях хулӑн, манӑн кӗлетке ӳкнине те чӑтаять.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вара, паллӑ мар ҫынсене тӗсенӗ май, ҫапӑҫусемпе паттӑрсен, мулсен хам юратакан ҫӗр-шывне самантлӑх вӗҫсе кайрӑм; унта улӑпла парӑссем мӗлке евӗр шӑва-шӑва иртеҫҫӗ, кӑшкӑру-юрӑ-пӑшӑлтату илтӗнет:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫеҫен хир варрипе кӑвак тусанпа тӗтреленнӗ сарлака ҫул явкаланать, тусем еннелле тӑсӑлать, вӗсен хӑмӑр-кӑвак мӗлкесемпе тулса ларнӑ улӑпла кӳлепинче ҫухалать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Ҫутӑ сӳнчӗ, ҫав самантрах хуп-хура сӗмлӗхре виҫӗ сефиротӑн улӑпла мӗлкисем палӑрчӗҫ; ҫак ӗлкесем чӗтреҫҫӗ, ҫутӑ кӑлараҫҫӗ — туртӑнса ҫирӗпленчӗҫ, витӗр кӗме ҫуклӑх, виҫе, ӳт, сывлав илчӗҫ; акӑ халӗ вӗсен ури айӗнче урай чӗриклетет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Унта улӑпла чаплӑ шыв курӑкӗсем.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шухӑша кайрӑм: эпир ҫӗр варринче пӳлӗме ҫутатнӑн — ҫывӑракан ҫӗре ҫутатмашкӑн мӗлкесӗр, улӑпла лампӑна кам чӗртнӗ?
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Шыв утравсене, сӑмсахсене, ҫу вӗҫнелле типекен кампар ӑшӑх вырӑнсене хупласах хунӑ, юхан шывӑн васкавсӑр вӑйӗ юхӑм ҫулӗн ҫурри ҫара хапине тикӗсленӗ — ҫӗкленӗвӗн лӑпкӑ саманчӗ; вӑл вӑрман пикинчен ҫисе-кӳпсе тултарнӑ улӑпла ҫӗлен туса хунӑ тейӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑл вӑрман хӗррине тухма хатӗрленнӗччӗ кӑна — ҫав самантра Роэнк лашине туртса ҫапрӗ, сулахаялла сиккипе ыткӑнчӗ те улӑпла йывӑҫсен хушшинче ҫухалчӗ, шӑлне ҫыртнӑ хевтесӗр йӗрлевҫе хӑйӗн хыҫне хӑварчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Сахалтан та икӗ сехет хушши вӑл лаша чӗрни валли юрӑхлӑ ҫул чӑтӑмлӑн шырарӗ, тупрӗ те — утне вӑрман ҫулҫисен улӑпла шереписемпе тулнӑ янкӑр ҫутӑ хушӑксем тӑрӑх сиккипех хӑваларӗ; малта ҫутӑ сывлӑшӑн симӗс катисем пулмалла.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.